Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Сумлӑран та сумлӑ Баркет, Консуэло кукӑр, курпунлӑ, сӑмси айӗпе калаҫать тесе эсир маншӑн ҫак куна пӑсмастӑр ахӑр?
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл калаҫма пуҫларӗ кӑна — хӑна пӳлӗмне икӗ пуҫлӑ чӗрӗ чун кӗрсе тӑчӗ: Роэна йӑмӑкне хыҫалтан ыталанӑ, Элли ҫӳҫӗнчен янах айӗпе пусӑрӑннӑ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Афанасьев ҫурӑмӗнчен ҫирӗп чӗн хӑюпа Бельги фирмин штуцерне ҫакса янӑ — вӑл пӑта ҫапса ҫирӗплетнӗн сулланмасть; Благодатский вара винтовкине малалла кӑнтарнӑ, кӗлетки халь-халь персе яма хатӗр евӗр, — вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хавхаланчӑк сунарҫӑ; Мордкин, никама та шанман ҫын, шомпол пӑшалне хул айӗпе сӗтӗрсе пырать, тӗмсене ҫине-ҫинех лекнӗрен кӗпҫи ума кансӗрлет; тӑваттӑшӗнчен юлашкин питӗнче ҫур сӑмах каласанах аптӑраса ӳкекен ҫын сӑнӗ яланлӑхах йӗрленсе юлнӑ тейӗн — хайхискер хӑйӗн пӑшалне пачах та канӑҫ памасть: пӗрре пеме хатӗрленет, тепре ҫӗрелле усать, унтан хул пуҫҫи ҫине хурать, хӑйӑвӗнчен йӑтса сӗтӗрет, сулахай аллинчен сылтӑммине куҫарать те каллех ылмаштарать; вӑл — Гадаутов — чи хыҫалта, шӑхӑра-шахӑра кӗвӗ ӗнӗрлет, чӗлӗмне ҫине-ҫинех паклаттарать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Бухта аркки айӗпе пысӑк парӑссем шӑва-шӑва иртеҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.
Дарль умӗнче, кивӗ сӑран кресло ҫинче, мӑнтӑр старик ларать: минтерсенчен тӗршӗннӗ, аллинче — ҫӳхе туя, пӗр куҫне хӗснӗ, сарлака хул пуҫҫиллӗ, хаяррӑн тӑртаннӑ куҫ харшисен айӗнчен сарӑ-хӑмӑр куҫӗсем чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ: сулахаййи — ҫурма уҫӑ хушӑкӗнчен сивлеккӗн, наркӑмӑшлӑ йӑлтӑрккапа тулнӑскер; сылтӑмми вара — тӑшман ҫине пӑхма уҫнӑскер — шӑтарасла, куҫ харши айӗпе, кӑштах йӗкӗлтевлӗн тата ырӑ маррӑн ҫӗкленсе.
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Урине ҫӑмӑллӑн силлесе ларакан Консейль Гартӑн чее кулӑллӑ типӗ питне елпӗрсе тӗсерӗ; Гарт Консейлӗн мрамор ҫамкипе кӑвак куҫӗсенчен тӗмсӗлчӗ; унтан иккӗшӗ те тискер, усал, хура Вебера куҫ хӗсрӗҫ; Вебер вара хӑй енчен вӗсем патнелле куҫлӑхӗ айӗпе ҫип-ҫинҫе ухӑ йӗппи вӗҫтерсе ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн виҫҫӗшӗ темӗскер сӳтсе явма пуҫларӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.
Авель Хоггей кресло ҫинче пӗкӗрӗлсе ларать; чӗр куҫҫисене, чавсисемпе ал тупанне янах айӗпе пӗрлештернӗ, эпир ӑнланми ӗмӗчӗн хӑрушӑ вӑййинче имшеркке ачана сӗлкӗшшӗн сӑнать; Хоггейӗн тигрӑнни пек сивлек куҫӗсенчен хӑравпа тата савӑнӑҫпа пӑхать Роберт.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Питӗрӗнчӗк чунӗпе, карт-карт тапса начлатакан чӗрипе, шӑлне ҫыртса вӑл вакунсен темиҫе речӗ айӗпе упаленсе каҫрӗ: шавсӑр, хӑвӑрттӑн, ҫынсем кӑшкӑрашнӑ, утса чӗриклетнӗ сасӑсен, рельссем тӑрӑх мӗлтлетекен ҫутӑ хушшинче.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кӗтмен ҫӗртен пусма слон улӑхнӑ чухнехилле чӗриклетрӗ, унтан хӗвелӗн лутра пайӑркисен айӗпе палуба ҫине мӗлке шуса хӑпарчӗ, ун хыҫҫӑнах, нумай шухӑшланипе тата утнипе халран кайнӑ сӑн-питлӗ, кӗленче пек тӑп-тӑр урӑ урисемпе ҫирӗппӗн ярса пусса, штир-борт тӗлӗнче калпаксӑр Дюк капитан курӑнса кайрӗ.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
«Фрегат» парӑс айӗпе Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗ патнелле ишет.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Калюков тек пӗр самант та тӑхтаса тӑмарӗ, алӑкран пуҫне йӑпӑрт кӑларчӗ те, такамсем кунталла чупса килнине асӑрхаса, ӑна шалт хупса лартрӗ, вара урайӗнчи вӑрттӑн алӑкран чӑмрӗ, пӳрт айӗпе ҫырмана тухсан, пӗр самант ҫеҫ тавралла пӑхса илсе, тӗмсем хушшине мар, айккине, сылтӑмалла сиксе ӳкрӗ, куҫран ҫухалчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ванькка Никифорова хул айӗпе ыталаса илчӗ те малалла иккӗшӗ пӗрле утрӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Экипажӑн пӗр йышӗ, Грэй эрехӗ ҫапса антӑратнӑскер, епле ӳкнӗ ҫаплипех палуба ҫинче ҫывӑрать; ураран ӳкменнисем — рульҫӑпа вахтӑри матрос ҫеҫ тата шухӑша путнӑ ӳсӗр Циммер, виолончель мӑйне янах айӗпе тытса карап хыҫӗнче лараканскер.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Самаях кивелнӗ, анчах унӑн пуҫӗ ҫинче яланах капӑр курӑнакан ҫӳхе пурҫӑн тутӑрне илчӗ, ӑна янах айӗпе хӗстерчӗ те алӑка питӗрчӗ, ҫара уранах ҫул ҫине вӑшлатса тухрӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Каҫпа кӗпер айӗпе ҫынсене каҫса ҫӳреме чарнӑ.
Раҫҫей журналисчӗсем Мӑкӑр кӗперне ӳкернӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31071.html
Сталин уссийӗсем айӗпе йӑл кулса илет.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Эшелон нимӗҫсен ҫурӑлакан снарячӗсем айӗпе пӑрахса тарать.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Шурӑмпуҫ ҫуттинче персе пыракан броневиксем виркӗнсе килни курӑнсанах, эсерсен малти цепӗ тӑнӑ та, пульӑсем айӗпе ӳке-ӳке, винтовкисене пӑраха-пӑрахах тарнӑ.
7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Юлашки хут пултӑр — пӑрах асма, — тенӗ те хӗр, тӗксӗм куҫхаршийӗсен айӗпе — чӑрр! пӑхса илнӗ…— В последний раз — брось… — и пристально взглянула из-под темных бровей…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Акӑ итлекенсем ҫӑварӗсене уҫаҫҫӗ те вӗсен: «Ха-ха!» — хыттӑн ахӑлтатса кулнӑ сассисем ҫуртсен хӑрӑмланнӑ ҫивиттийӗ айӗпе аслати евӗр кӗмсӗртетсе каяҫҫӗ, вара унӑн куҫӗсем шӳтлӗ сӑмах каланипе пӗрӗнсе пӑха пуҫлаҫҫӗ.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.