Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Курах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Коридоралла (унта ачасем лӑкахчӗ) куҫне ывӑтрӗ те курах кайрӗ — алӑк сули тӗлӗнчех ун ҫине Полина пӗр хускалмасӑр, тилмӗрсе, тишкерӳллӗн пӑхса тӑрать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк вӗсем хирӗҫ килекен Корнеев Ивана курах кайрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Те виҫҫӗмӗш, те тӑваттӑмӗшӗнче витресем ҫӗклесе тухсан, чӳрече карри салтса тӑракан Марук хӑйӗн упӑшки хайхи Санюкпа калаҫнине курах кайрӗ.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Тепӗртакран вӑл чикмекпе улӑхакан Арҫука курах кайрӗ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Тем самантран, самаях ывӑнсассӑн, пӗр айӑк ҫинчен тепӗр айӑк ҫине ҫаврӑнса выртрӑм та хампа юнашарах капан пек упа ишнине курах кайрӑм.

Помоги переводом

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Эпӗ те ҫӳлелле пӑхрӑм та Хурӑнвар урлӑ хур кайӑк карти вӗҫсе иртнине курах кайрӑм.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑш чухне ҫыннисем хӑйсене шанчӑксӑртарах тыткаланине курах вӗсен машинисемпе тракторӗсен номерӗсене тата хӑш вӑхӑтра мӗн тиесе тухнине ҫырсах хуратӑп.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫырма хӗррине ҫитеспе виҫӗ пӗрене выртнине курах кайрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Юлашкинчен курах кайрӑм, килет ҫакӑ ман.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хайхи кил хушшинелле тухнӑ чухне ҫав хӗрача тапочкийӗсене курах кайрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Нумай та тӑмарӑм — вӑрмантан тухакан ҫулпа ман паталла тем пысӑкӑш ула йытӑ чупса килнине курах кайрӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Трифун сасартӑк Михха хапхи тӑрӗнчи шалча ҫинче тем шурӑ япала вӗлкӗшнине курах кайрӗ: «Мӗн япала ку?»

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрантӑм та шурӑмпуҫ ҫути килнине курах кайрӑм.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан тӗпелти чӳречерен пӑхрӗ те, урампа хӑйсен еннелле пилӗк ҫын килнине курах кайрӗ.

Помоги переводом

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алӑк сассине илтсен, тӑруках унталла ҫаврӑнчӗ, лавккара пӗрре пӑхсах шывсӑр-мӗнсӗр ҫӑтса ямалли пуп матушки тӑнине курах кайрӗ.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӑявсене салтса тӑлӑпа уҫсан, унта ҫӑварне, алсапа пӑкӑланӑ, хӑйне тилхепепе ҫыхса пӑрахнӑ ывӑлу выртнине курах кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак, хайхи, улӑхра пӗчӗк шапасем пӗлт! пӗлт! сиксе ҫӳренине курах кайрӑм.

Помоги переводом

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

— Кайса курах, вӗлтрен тӑррине эпӗ ҫӗр хут та курнӑ, — терӗм, каймарӑм.

Помоги переводом

Ӑслӑ кайӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 25–26 с.

Алтарь кантӑкӗсем патӗнчен иртсе кайнӑ чух пире пуп курах кайрӗ.

Помоги переводом

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней