Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗнле кӗтмерӗ-ши вӑл ӑна, вӑхӑта секундсем тӑрӑх шутлатчӗ вӑл, вӑрӑма тӑсӑлнӑ ҫак уйӑхсенче вӑл унсӑр мӗнле тунсӑхласа асапланмарӗ-ши!Как он ждал ее, как считал секунды, как мучился все эти долгие месяцы без нее!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шӑплӑх минучӗсем пит вӑрӑма тӑсӑлчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Ҫав тери вӑрӑма тӑсӑлнӑн туйӑнчӗҫ шӑплӑхӑн юлашки саманчӗсем!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
— Кун пек лӗмпӗркке ҫӗр вӑрӑма пырать-и тата? — хӑракаласа ыйтрӗ Хветӗр.— А далеко еще такая зыбкая земля будет? — с внутренней дрожью спросил Федор.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Кунта йӑранӗсем вӑрӑма тӑсӑлса каяҫҫӗ, вӗҫӗ те курӑнмасть вӗсен.
Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Ҫакӑн пек вӑрӑма тӑсӑлнӑ икӗ минут иртрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах талӑкри ҫирӗм тӑватӑ сехетрен вуниккӗшӗпе ҫеҫ усӑ курсан, ахаль те вӑрӑм ҫулҫӳрев татах та вӑрӑма кайӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫапла вара, пуринчен ытла аслатиллӗ ҫумӑр вӑрӑма каяссинчен, шыв шайӗ хӑпарасран хӑрамалла.Итак, больше всего следовало опасаться, что гроза затянется надолго, а значит, усилится наводнение.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫул мӗншӗн ҫав тери вӑрӑма кайнине Дик Сэнд ӑнланма пултараймарӗ, анчах ун вырӑнӗнче опытлӑ моряк та шалт аптранӑ пулӗччӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫапӑҫу вӑрӑма кайрӗ.
5. Ватӑ ҫарҫынни // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Ку ӗҫ вӑрӑма кайрӗ, йывӑр та хӑрушӑ пулчӗ, ҫапах та юлашкинчен марсель лаптӑкне пӗчӗклетрӗҫ, вара шхуна тикӗсрех ишме пуҫларӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӑрахут ҫинчен пӑрахут ҫине куҫса ларасси ҫул вӑрӑма каясса пӗлтерет, ку ачаллӑ хӗрарӑма кансӗр.
Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хулана ҫавӑрса илесси питех те вӑрӑма тӑсӑлнӑ.
Виҫҫӗмӗш бастион // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 95–110 с.
Вӑрман хӗррине ҫывхарнӑ май колонна вӑрӑма тӑсӑлса кайнӑ.
Староста арӑмӗ Василиса // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 52–75 с.
Канашлу вӑрӑма тӑсӑлнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Кам та пулин хӑйӗн парӑмне манса кайнӑ е ӑна парса татассине вӑрӑма ярать пулсан, ҫав ҫынна ун ҫинчен аса илтерсе ҫыру ҫыраҫҫӗ.Напоминание пишут тому, кто забыл о своем долге или затягивает его выполнение.
10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Хӑна вӑхӑчӗ кун пек чухне вӑрӑма кайма пултарать пулсан та, ҫамрӑк ҫын йӗркесӗр нумай ларса йӑлӑхтарса ҫитермелле мар, майлӑ самантра сывпуллашса кайма пуҫтарӑнмалла.
7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Эпӗр вилсен те пулса тӑракан пӑрахутсем, сӑвӑ йӗркисем, вӑрӑма пыран ӗҫсем!чтобы, умирая, воплотиться в пароходы, в строчки и в другие долгие дела.
Нетте юлташа — пӑрахута-этеме // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 50–53 с.
Калаҫу пуҫласси пит вӑрӑма кайрӗ пулсан, кӗҫӗнни мӗн те пулин вырӑнлӑ та сӑпайлӑ каласа ҫак шӑплӑха татма пултарать.
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Калаҫу вӑрӑма кайсан вара, юлташна калаҫӑва хутшӑнтарса икӗ палламан ҫынна пӗр-пӗринпе паллаштарас пулать.
Мӗнле паллашасси тата паллаштарасси // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.