Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Ҫамки ҫине ят, вӑрттӑн ят, ҫырса хунӑ: «Аслӑ Вавилон — ҫӗр ҫинчи аскӑн хӗрарӑмсен, йӗрӗнчӗксен амӑшӗ» тенӗ.5. и на челе ее написано имя: тайна, Вавилон великий, мать блудницам и мерзостям земным.
Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Татах пӑхрӑм та — акӑ Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑрать, Унпа пӗрле — ҫамки ҫине Унӑн ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын.
Ӳлӗм 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Арӑмӗ хӑй пушхире чупса кайрӗ — унта ун валли Турӑ вырӑн хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑнта ӑна пин те икҫӗр утмӑл кун тӑрантарса усрамалла пулнӑ.
Ӳлӗм 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпӗ ҫӳлтен илтнӗ сасӑ мана каллех ҫапла каларӗ: пыр, ҫӗрпе тинӗс ҫинче тӑракан ангел аллинчен уҫса хунӑ кӗнекене ил, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн аллинче уҫса хунӑ кӗнеке пурччӗ; сылтӑм урине вӑл тинӗс ҫине, сулахаййине ҫӗр ҫине пусрӗ; 3. унтан вӑл арӑслан ӳхӗрнӗ пек хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ; вӑл кӑшкӑрса ярсассӑн, ҫичӗ аслати хӑйсен сассипе калаҫса илчӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Этемсен виҫҫӗмӗш пайне пӗтерме палӑртнӑ сехет валли, кун валли, уйӑх валли, ҫулталӑк валли хатӗрлесе хунӑ тӑватӑ ангела ирӗке кӑларчӗҫ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4-5. Иоанн — Асийӑри ҫичӗ Чиркӗве: Пурринчен, яланах Пулнинчен, Килекеннинчен, Унӑн аслӑ пуканӗ умӗнче тӑракан ҫичӗ сывлӑшран тата Иисус Христосран — чӑн Кӳнтеленрен, вилнисенчен чи малтан Чӗрӗлсе Тӑнинчен, ҫӗр ҫинчи патшасенӗн Патшинчен — сире тивлетпе канӑҫлӑх пултӑр; Вӑл пире юратса ҫылӑхӑмӑрсенчен Хӑйӗн Юнӗпе ҫуса тасатнӑ, 6. пире Туррӑн, Хӑй Ашшӗнӗн, патшисем, священникӗсем туса хунӑ, — Ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав та, хӑват та пултӑр, аминь.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ун чухне Унӑн сасси ҫӗре чӗтрентернӗ, халӗ Вӑл ҫапла каласа хунӑ: «тепӗр хутӗнче ҫӗре кӑна мар, тӳпене те чӗтрентерӗп» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавсем, ӗненсе чапа тухнӑскерсем, Турӑ пама пулнине пӗри те илмен-ха, 40. мӗншӗн тесессӗн Турӑ пирӗн валли лайӑхран лайӑх шутласа хунӑ: илес ырӑлӑх патне вӗсен пирӗнпе пӗрле ҫитмелле.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Моисей те ӗненнӗ, ӳссе ҫитӗнсессӗн, Моисей хӑйне фараон хӗрӗн ывӑлӗ теме пӑрахнӑ; 25. ҫылӑха кӗрсе пӗр авка киленсе пурӑннинчен вӑл Турӑ халӑхӗпе пӗрле асапланса пурӑнма хавасрах пулнӑ; 26. Христос тӳснӗ мӑшкӑла Египетри мулран пысӑка хунӑ — вӑл пулас ырӑлӑха шанса тӑнӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсем хӑйсем тухса кайнӑ ҫӗршыва асра тытнӑ пулсан, вӗсенӗн каялла таврӑнма вӑхӑт пулнӑ; 16. анчах вӗсем ырӑраххине — тӳперине — шыранӑ; ҫавӑнпа Турӑ та Хӑйне вӗсенӗн Турри тесе калама вӑтанмасть: Вӑл вӗсем валли хула хатӗрлесе хунӑ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ, унӑн малтанхи пӳлӗмне «сӑваплӑ пӳлӗм» тенӗ, унта ҫутаткӑҫ, сӗтел тата Турӑ умне хунӑ ҫӑкӑрсем пулнӑ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Турӑ вӗсем валли тата урӑх кун — «паянхине» — кӑтартса хунӑ; чылай вӑхӑтран Вӑл Давид урлӑ ҫӳлерех асӑннӑ сӑмахсене каланӑ: «паян, Унӑн сассине илтсессӗн, чӗрӗре ан хаярлатӑр» тенӗ.
Евр 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа эсӗ вӗсене вирлӗ питле — вӗсем тӗрӗс ӗненсе тӑччӑр, 14. иудейсен халапӗсене, чӑнлӑхран пӑрӑнакан ҫынсем хунӑ йӗркесене ан итлеччӗр.
Тит 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн хастарна усӑсӑр ан усра — ӑна эсӗ хӑвӑн ҫинчен пророкла каланӑ сӑмах урлӑ, пресвитерсем алӑ хунӑ чухне илнӗ.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑнпа эпир хамӑр Туррӑмӑра ялан сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр та: Вӑл сире Хӑй патне чӗнсе илме тивӗҫлӗ тутӑр, эсир тума шутласа хунӑ ырӑ ӗҫсене тата ӗненнипе тӑвакан ӗҫӗрсене Хӑйӗн хӑвачӗпе туса ҫитертӗр, 12. Туррӑмӑр тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗпе Иисус Христос ячӗ сирӗн урлӑ мухтава тухтӑр, Ун урлӑ хӑвӑрӑн та мухтава тухмалла пултӑр.
2 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сирӗншӗн кӗлтунӑ чухне эпир яланах Турра, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр Ашшӗне, тав тӑватпӑр: 4. эсир Христос Иисуса ӗненни ҫинчен, пур сӑваплӑ ҫынна та юратса тӑни ҫинчен илтнӗ эпир — 5. эсир ӗнтӗ хӑвӑр валли тӳпере хатӗрлесе хунӑ ырӑлӑха ӗмӗтленсе тӑратӑр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй шанчӑклӑ ӗҫтешӗм, сана та тархаслатӑп, пулӑшчӗ вӗсене, Ырӑ Хыпар сарнӑ чухне вӗсем манпа пӗрле, Климентпа пӗрле, манпа ӗҫлекенсемпе ыттисемпе пӗрле те тӑрӑшрӗҫ, ӗнтӗ вӗсен ячӗсене чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунӑ.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11-12. Христос урлӑ эпир те еткерҫӗ пултӑмӑр: пурне те Хӑйӗн ирӗкӗпе Тӑваканӗ Хӑйӗн мухтавне аслӑлаччӑр тесе пире, Христоса чи малтан шанакансем пулнӑ май, малтанах палӑртса хунӑ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5-6. Пире юратнипе Хӑйӗн тивлечӗ мухтавлӑ пултӑр тесе, Вӑл пире Хӑй ирӗкӗпе кӑмӑл туса Иисус Христос урлӑ Хӑй валли ывӑллӑха илмелле туса хунӑ; юратнӑ Ывӑлӗ урлӑ ҫав тивлетпе пире тивлетлӗ тунӑ; 7. Хӑйӗн виҫесӗр тивлечӗпе Вӑл пире Ывӑлӗ урлӑ Унӑн Юнне тӳлесе илнӗ, ҫылӑхӑмӑрсене каҫарнӑ; 8. Хӑйӗн тивлетне пире ытлӑн-ҫитлӗн парса, пире пур тӗрлӗ ӑслӑлӑха пӗлекен, пурне те ӑнланакан тунӑ.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.