Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрсах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн тӑвӑн эсӗ унта? — терӗ Прохарченко ҫине тӑрсах тепӗр хут.

— Что ты там будешь делать? — настойчиво повторил Прохарченко.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл, вӗри шыва палуба ҫине сирпӗте-сирпӗте, ҫине тӑрсах чейник ҫӑвать.

Он старательно ополаскивал чайник, выливая горячую воду на железную палубу.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫӳҫ-пуҫне салатса янӑ, ҫӑварне пирус хыпнӑ темӗнле хӗрарӑм ҫине тӑрсах ун патне ҫывхарма тапаланать…»

Какая-то женщина с встрепанными волосами, стиснув в зубах папироску, настойчиво проталкивалась к нему…»

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл операци тума хатӗрленнӗччӗ, пӳрнисене супӑнленӗ щеткӑпа ҫине тӑрсах сӑтӑратчӗ.

Он готовился к очередной операции и тщательно тер пальцы мыльной щеткой.

10 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Тинӗсри утравсем ҫинче каторга тӗрмисем организацилемелле, — терӗ ҫине тӑрсах Нуланс, Франци посолӗ.

— Надо организовать каторжные тюрьмы на морских островах, — настойчиво сказал Нуланс, французский посол.

8 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑрҫӑ чарӑнас умӗн, вӑл хӑй ҫав вӑрҫа хутшӑнса пуйса кайнӑ хыҫҫӑн, Америка тӗрлӗрен ҫӗршывсен — пысӑккисен те, пӗчӗккисен те — шалти ӗҫӗсене ҫине тӑрсах хутшӑнса, пуринпе те хуҫаланма тӑрӑшнӑ.

В конце войны, после своего вступления в нее, богатая и уже нажившаяся на войне Америка хотела распоряжаться всем, настойчиво вмешиваясь в дела различных стран, и больших и малых.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

— Рабочисен отрячӗсене организацилес ӗҫе эсир ҫине тӑрсах тытӑнни питӗ лайӑх вӑл, — терӗ Павлин, Базыкин еннелле ҫаврӑнса.

— Это хорошо, что вы вплотную взялись за организацию рабочих отрядов, — сказал Павлин, обращаясь к Базыкину.

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӑна, ӗлӗк патша полковникӗ пулнӑскере, Мускавран главком Архангельска янӑ; вӑл интервентсем Архангельска нимӗн тусан та пырса кӗреймеҫҫӗ, тесе ҫине тӑрсах хӑлаҫланкаласа калама тытӑннӑччӗ кӑна, сасартӑк ӑна Павлин ыйту парса пӳлчӗ:

Когда этот бывший царский полковник, присланный в Архангельск главкомом из Москвы, усиленно жестикулируя, стал говорить о том, что интервенты обязательно просчитаются, Павлин вдруг перебил его быстрым вопросом:

7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Акӑлчансен тумне тӑхӑннӑ салтаксем, хӗҫпӑшалпа хӑратса, купене ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ те арестленисене хӑйсене пама ҫине тӑрсах ыйтма тытӑнчӗҫ.

Солдаты, одетые в английскую форму, угрожая оружием, ворвались в купе и потребовали, чтобы им выдали арестованных.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Эпӗ ҫакна тутармашкӑн ҫине тӑрсах хушма шут тытрӑм.

Я решил категорически этого требовать.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Халӗ ӗнтӗ, тӗттӗм вагонра ларса пынӑ тата иртнипе пуласси ҫинчен ҫине тӑрсах шухӑшланӑ май, Павлин хӑйӗн шанчӑклӑ юлташӗн тата тусӗн тӗксӗммӗн кӑна палӑракан сӑн-пичӗ ҫине ачашшӑн пӑхать.

Сейчас, сидя в темном вагоне и напряженно думая о прошлом и будущем, Павлин почти с нежностью вглядывался в смутно различимое лицо своего верного товарища и друга.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Пуҫӗнче унӑн Питӗрти тӗлпулусемпе калаҫусем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлтлете-вӗлтлете иртеҫҫӗ; нумаях та пулмасть Архангельскра пурӑнса ирттерни ҫинчен вӑл ҫине тӑрсах тата пӑлханса шухӑшлать.

В голове мелькали обрывки питерских встреч и разговоров; напряженно и тревожно думалось о том, что еще совсем недавно было пережито в Архангельске.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Вӑл вӑрҫӑ ӗҫне ҫине тӑрсах вӗреннӗ.

Помоги переводом

Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.

Председателӗн сӑмахӗ питех те ҫаврӑнӑҫуллӑ тухнипе кӑмӑллӑ пулса, Сережа-сержант йӑл кулчӗ, анчах ҫине тӑрсах хӑйӗнне печӗ:

Сережа-сержант улыбнулся, довольный этим энергичным оборотом речи председателя, но упорно стоял на своем:

7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Алеша, ҫине тӑрсах, ответ кӗтрӗ.

Алеша настойчиво требовал ответа.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫак сехетрен пуҫласа Настя нумай вӑхӑт трактор ҫинчен анмасӑр тенӗ пекех пурӑнассине, трактор ҫинчех апатланассине, ялта юлашки ҫутӑ сӳннӗ хыҫҫӑн ҫӗрлехи сехетсенче вӑрмансем хушшинчи уйсенче ҫӳрессине фара ҫутине хура ҫӗр ҫине сапаласа, пысӑк вӑй-хӑватлӑ машина ҫине тӑрсах тата ывӑна пӗлмесӗр малалла пырассине, ҫав машинӑн рулӗ умӗнче, ҫӗрпе тата тӗттӗм каҫсемпе куҫа-куҫӑн, хурарах та вӑрӑм, тимӗр пек хытӑ та машина пек ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшса ӗҫлекен хӗрарӑм ларассине пурте пӗлнӗ.

Все знали, что с этого часа многие дни Настя будет жить, почти не слезая с трактора, что она будет есть и пить за рулем, что в глухие ночные часы, когда погаснет последний огонек в деревне, на полях, затерянных меж лесами, упорно и неутомимо будет итти могучая машина, заливая белым светом фар черную землю, и за рулем этой машины лицом к лицу с землей и ночью будет сидеть смуглая рослая женщина, неутомимая и упорная, как железо, как сама машина.

3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсен сӑмаххисене, вӗсем мӗн тунине вӑл ҫине тӑрсах тишкернӗ, вӗсен ӑна ҫусӑрлӑхӗпе йӑнӑшӗсемшӗн хытӑ куляннӑ.

Она ревниво следила за словами и поступками и болезненно переживала их неудачи и промахи.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Андрей пӗр вӑхӑтрах темиҫе ҫынпа калаҫма пуҫларӗ: яланхи пекех савӑнӑҫлӑ та хавхалануллӑскер, вӑл шӳтленӗ хыҫҫӑн хытӑраххӑн, ырланӑ хыҫҫӑн ҫине тӑрсах тапӑнса калаҫрӗ.

Андрей разговаривал сразу с несколькими; как всегда, веселый, оживленный, он чередовал шутки со словами серьезными и значительными, и одобрительные восклицания с азартными нападками.

2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ирхине вӗсем Фроськӑпа пасара тӑпӑрчпа хӑйма тата тӑварланӑ кӑмпа сутма кайнӑ, унта Фроська хӑйӗн таланчӗпе Ксенофонтовнӑна савӑнтарнӑ: вӑл кашни вунӑ пусшӑн ҫине тӑрсах хаклашнӑ.

Утром они с Фроськой ездили на базар продавать творог, сметану, соленые грибы, и Фроська радовала Ксенофонтовну своими талантами: она с азартом торговалась из-за каждого гривенника.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Унпа манӑн ӗҫлемелле, фермӑра эсӗ унран лайӑххине урӑх тупаймастӑн, — ҫине тӑрсах хӳтӗлерӗ Авдотья хӑй сӗнекен Ксюшӑна.

— Мне с ней работать, а я лучше ее на ферме никого не знаю, — отстаивала Авдотья свою выдвиженку.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней