Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуль сăмах пирĕн базăра пур.
пуль (тĕпĕ: пуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, манран хамӑр ҫӗршыври хӗр-ачасем ҫинчен, пирӗн пек ахаль халӑхӑн ывӑлӗ-хӗрӗсем ҫинчен ыйтса пӗлесшӗнччӗ пуль?

Может, он просто хотел расспросить у меня, как живут в нашей стране простые, обыкновенные девочки?..

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кам пӗлет, тен, вӑл пӗр-пӗр чаплӑ чудак-ҫулҫӳревҫӗ пуль?

Кто знает, может быть, это какой-нибудь знаменитый чудак путешественник.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тӗкӗнсе ҫитнӗ пуль пирӗн йӑх…

— Иссякла, видно, наша порода.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тен, аттешӗн анчах апла мар пуль

Разве только для отца не так…

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Карчӑкӗ хӑйне Марья Васильевна чӗнсе пӗтӗмпех каласа парасса кӗтетчӗ пулмалла, Кораблев ӑна качча илес пирки мӗн каланине, хӑй мӗншӗн килӗшменнине каласа парӗ тетчӗ пуль вӑл.

Должно быть, старушка ожидала, что Марья Васильевна позовет ее и все расскажет — как Кораблев делал предложение и как она ему отказала.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Левитан вӑл художник хушамачӗ иккенне ун чухне пӗлмен эпӗ, ҫак картинӑра кӑтартнӑ вырӑна ҫапла калаҫҫӗ пуль теттем.

Я тогда не знал, что Левитан — фамилия художника, и решил, что так называется место, нарисованное на картине.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ мана уншӑн ятлӗҫ терӗн пуль? — ыйтрӗ вӑл шкултан тухнӑ чух.

— Ты думал, что мне влетит, да? — спросила она, когда мы вышли из школы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен сӑмси те унӑнни пекех пулчӗ пуль.

Пожалуй, вышел и нос.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗн чухлӗ кӑна калаҫмастчӗҫ пуль пухусенче; ӑнлантарса парса ҫырнисем, вӑрттӑн та куҫкӗретӗн хирӗҫнисем мӗн чухлӗччӗ-ши!

Сколько речей на собраниях, сколько писем с объяснениями, сколько тайных и явных столкновений!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ кочегар пуль тетӗп.

а я думал, что кочегаром.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна кулса калать пуль тесеттӗм.

Я решил, что он шутит.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑлӑх тесе, никам та хӳтӗлемест тесе шутлатӑр пуль?

Думаете, сирота, так и некому меня охранить?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫак сӑмаха илтмесӗр юлтӑм пуль тесе шутларӑм.

Я подумал, что ослышался.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ, ҫапла пӳрнӗ пуль ҫав ӗнтӗ!..

Впрочем, видно, уж так у него на роду было написано…

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вулич хӑтланчӑшӗ ҫинчен тӗрлӗрен калаҫса, часах пурте килӗсене саланчӗҫ, мана ӗнтӗ эгоист та, терӗҫ пуль, мӗншӗн тесен эпӗ перӗнсе вилес текен ҫынпа тупӑшрӑм; мансӑр пуҫне вӑл ҫакӑн пек майлӑ вӑхӑт тупайман, тейӗн ҫав!..

Скоро все разошлись по домам, различно толкуя о причудах Вулича и, вероятно, в один голос называя меня эгоистом, потому что я держал пари против человека, который хотел застрелиться; как будто он без меня не мог найти удобного случая!..

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Итлӗр-ха, эсир шухӑшлатӑр пуль, эпӗ пысӑк чина та пуянлӑх шыратӑп тесе, — ан шутлӑр: хӗрӗме ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн; сире хальхи вӑхӑтра ӑмсанмаллах мар, анчах вӑл иртме пултарать.

Послушайте: вы, может быть, думаете, что я ищу чинов, огромного богатства, — разуверьтесь! я хочу только счастья дочери; ваше теперешнее положение незавидно, но оно может поправиться.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Итлӗр-ха, мсье Печорин, эп сире ырӑ ҫын пуль, тетӗп.

— Послушайте, мсье Печорин! я думаю, что вы благородный человек.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Нумайччен эпӗ пӗр хускалмасӑр выртнӑ, куҫҫулӗме тытма тӑрӑшмасӑр татӑлса йӗтӗм, кӑкӑрӑм ҫурӑлать пуль тенӗччӗ; пӗтӗм вӑй-хӑватӑм, пӗтӗм хастарлӑхӑм тӗтӗм пек сирӗлчӗ; чунӑм халсӑрланчӗ, ӑсӑм шӑпланчӗ, ҫав самантра мана кам та пулин курнӑ пулсан, вӑл манран йӗрӗнсех пӑрӑннӑ пулӗччӗ.

И долго я лежал неподвижно и плакал горько, не стараясь удерживать слез и рыданий; я думал, грудь моя разорвется; вся моя твердость, все мое хладнокровие — исчезли как дым; душа обессилела, рассудок замолк, и если б в эту минуту кто-нибудь меня увидел, он бы с презрением отвернулся.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пурте акӑ: инкеке пула вилнӗ, теҫҫӗ; комендант кӑна пуҫне сулкаларӗ те нимӗн те шарламарӗ, эсир тавлашнине пӗлет пуль вӑл.

Все уверены, что причиною его смерти несчастный случай; только комендант, которому, вероятно, известна ваша ссора, покачал головой, но ничего не сказал.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чӑннипех калам-ха сире: хӑҫан та пулин сирӗн ман ҫинчен усал сӑмахпа калас килет пулсан, ҫӗҫӗ илӗр те пусӑр мана эсир, — ку сирӗншӗн питех йывӑр пулас ҫук пуль тетӗп.

Я вас прошу не шутя: когда вам вздумается обо мне говорить дурно, возьмите лучше нож и зарежьте меня, — я думаю, это вам не будет очень трудно.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней