Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫнӑ (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра Вешенскинче сулахай ҫырана каҫнӑ чаҫсене пӗтерсе тӑкас пирки васкавлӑ мерӑсем йышӑнчӗҫ.

Но в Вешенской уже принимались спешные меры для ликвидации прорыва.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑр урлӑ упаленсе каҫнӑ хӗвел ҫине час-час пӑхкаласа илсе, вӑл упӑшкин тарпа касӑлнӑ кӗписемпе аялтан тӑхӑнакан йӗмӗсене чылайччен ҫӗрпӳрт алӑкӗ умӗнче сапласа ларчӗ.

Долго чинила сопревшие от пота рубахи и исподники мужа, сидя у входа в землянку, часто поглядывая на свернувшее с полдня солнце.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тимӗр пралук кӑранлатнӑ, сӑнчӑр чӑнкӑртатнӑ, йытӑ, пиллӗк-улттӑ сиксе, картиш урлӑ каҫнӑ та туллашса хаяррӑн вӗрме тытӑннӑ.

Взвизгивала железная проволока, гремела цепь — перемахнув несколькими рывками двор, пес захлебывался злобным лаем.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени пӗр самантлӑха салхулланнӑ, анчах хӑй ӑнланса илеймен хӗрхенӳ туйӑмӗнчен хӑтӑлас тенӗ евӗр, хӗрри таранах ҫурхи шыв тулнӑ сарлака канав урлӑ ялт! сиксе каҫнӑ та вӗтлӗхе кӗрсе кайнӑ.

На какое-то мгновение ей стало грустно, но, будто желая освободиться от чувства еще не осознанного сожаления, она стремглав перепрыгнула через широкую канаву, налитую до краев талой водой, и очутилась в перелеске.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Каҫнӑ чух, асӑрханма пӗлмесен, пӗри те каялла таврӑнмасан пултарать!

С переправой можно так засыпаться, что ни один не возвернется!

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӑнах та, хӗл каҫнӑ пӑрӑва пуснӑ, урӑх — нимӗн те.

Телушку-летошницу, правда, зарезали, а так — ничего.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дуняшка каҫнӑ.

А Дуняшка переехала.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл утне тип варалла юрттарса кайрӗ, Гетман шляхӗ урлӑ каҫнӑ чухне урапаллӑ лаша юланутсем сӑрт ҫинчен хутор еннелле майӗпен аннине курчӗ.

Он тронул рысью, спустился в балочку и, пересекая Гетманский шлях, увидел, как подвода и верховые медленно съезжают с горы в хутор.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑкӑрсем самӑр хӗл каҫнӑ, Пантелей Прокофьевич хатӗрленӗ утӑ вӗсене ытлашшипех ҫитсе пынӑ.

Быки вышли с зимовки в теле, в достатке хватило им приготовленного Пантелеем Прокофьевичем сена.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуҫ ҫумӗнчен шӑхӑрса иртнӗ вилӗмрен пӑрӑнса юлчӗ вӑл, унтан ҫавӑнтах, учӗ тачанка турти урлӑ сиксе каҫнӑ самантра, хӑй ҫинелле пенӗ, алли иккӗмӗш патрона затворпа тӗртсе кӗртсе ӗлкӗреймен матроса касса пӑрахрӗ.

Уклонился от смерти, взвизгнувшей над головой, и в момент, когда конь прыгнул через дышло тачанки, зарубил стрелявшего, рука которого так и не успела достать затвором второй патрон.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий пӗлӗт мӗлкин асӑрхаса юлмалла мар ҫӳхе хӗрри урлӑ вӗҫтерсе каҫнӑ хушӑра тӑкӑрлӑкран пӑшал сассисем хаплатса кайрӗҫ.

В момент, когда Григорий перескакивал неприметную кромку тучевой тени, из проулка туго защелкали выстрелы.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохор витерен хӗл каҫнӑ ула путеке сӗтӗрсе тухрӗ, Харлампий Ермаков — касас-турас енчен йывӑр алӑллӑскер — хӗҫӗпе путек пуҫне кач! кӑна касса татрӗ те ҫавӑнтах, аслӑк айӗнче, тирне сӳсе ӑшчиккине кӑларчӗ.

Прохор ощупью поймал в катухе ярку-перетоку, а Харлампий Ермаков — тоже рубака не из последних — шашкой отсек ей голову и тут же под сараем освежевал.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах наступлени пуҫлама май килмест: Фомин патӗнчен тарса каҫнӑ пӗр казак Хӗрлӗ Ҫарӑн самаях пысӑк вӑйӗсем Гороховкӑра ҫӗр каҫма чарӑнни, вӗсем январӗн 5-мӗшӗнче Вешанскине пырса кӗме кирли ҫинчен пӗлтерет.

Но наступление сорвалось: перебежчик из фоминских казаков сообщил, что значительные силы Красной Армии ночуют на Гороховке и 5-го должны быть в Вешенской.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑкӑрлӑкӗ ку хӑй ҫӗр каҫнӑ кил ҫумӗнченех ҫурма пӗкече пек авӑнса иртет-мӗн.

Проулок полудугой огибал двор, где он ночевал.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Катя алӑк урлӑ каҫнӑ, ун умне темӗн чухлӗ кӗнеке, карттӑсем тухса тӑнӑ.

Переступит Катя порог — кругом книги и карты.

Суворов хӗрӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Икӗ хутчен ҫырмасем урлӑ иштерсе каҫнӑ.

Дважды пускал вброд через реки.

«Шӑршлӑскер» // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫырма ҫинче пуртӑсемпе шаккани илтӗнсе тӑнӑ, фельдмаршал, ҫак вӑхӑтпа усӑ курса, хӑйӗн ҫарне анаталла антарнӑ та, нимӗнле кӗперсӗрех тӑшман тӑракан ҫырана каҫнӑ.

Стучат топоры над рекой, а фельдмаршал тем временем отвел свою армию вниз по ее течению и переправил, где вброд, где по понтонам, на вражеский берег.

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

«Ҫакӑнта ӗнтӗ, — шутланӑ вӗсем, — ҫырма урлӑ каҫнӑ чухне, эпир Суворова тӗппипех пӗтеретпӗр».

«Вот тут, — решили, — при переправе, мы и уничтожим Суворова».

Кӗперсем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Унӑн паттӑрӗсем шурлӑх урлӑ каҫнӑ та кӗтмен-туман ҫӗртен турккӑсен артиллерийӗ патне килсе тухнӑ, тупписене пурне те туртса илнӗ.

Прошли суворовские богатыри через топи и, как гром среди ясного неба, — на турецкую артиллерию сзади, захватил Суворов турецкие пушки.

Чӑрсӑрлӑх // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хӑйпе пӗрле вӑл арӑмне — те украинкӑна, те полячкӑна — тата алӑри ачине илсе килнӗ; пурӑнма площадьри тӑватӑ пӳлӗмлӗ пысӑках мар ҫурта йышӑннӑ; пуҫӗнчи темӗнле вӑрттӑн шухӑшӗсене эпеклесе, ҫавӑнта хӗл каҫнӑ.

Привез с собой жену, не то украинку, не то польку, и ребенка; поселился на площади в небольшом о четырех комнатах домике, зиму прожил, вынашивая какие-то неведомые планы.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней