Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗрке сăмах пирĕн базăра пур.
йӗрке (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ниҫта та йӗрке ҫук!

Везде беспорядок.

2 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Анчах та йӗрке пулман пирки тӗл тивертме пултарайман.

Но из-за суматохи не могли пристреляться.

Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Законсене сыхласа тӑма хушакан йӗрке тӑрӑх хӑятӑп.

По должности, которая приказывает сохранять порядок законов.

Шаутбенахт Петр Михайлов // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Фельетонсен пайӗнче юлашки ҫын мар пулнӑран хам ӑшра шухӑшлатӑп: «Халех, ак пуйӑс бригадирӗ патне кайӑп та йӗрке тӑвӑп, пурне те ыйтса пӗлӗп!»

И, поскольку имею отношение к отделу фельетонов, думаю «Сейчас пойду к «бригадиру поезда и все выясню!»

Тӑххӑрмӗш вакун // Аҫтахар Плотников. Михаил Задорновӑн «Девятый вагон» калав куҫарӑвӗ

Партизанла ирӗк пурнӑҫа хӑнӑхнисенчен нумайӑшне полкра регулярнӑй ҫарти евӗрлӗ йӗрке туни кӑмӑла кайман, анчах килӗшменнине сасӑпа калама никам та хӑяйман.

Многим, привыкшим к вольготной партизанской жизни, не по душе пришелся строгий порядок регулярной воинской части, который устанавливался в полку, но высказывать свое неудовольствие громко никто не решался.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

— Ытлашши ҫирӗп йӗрке сӗнетӗн, — тесе хирӗҫленӗ ӑна.

Ему возражали: «Круто берешь, товарищ».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Вӑл ҫирӗп шалти йӗрке тума сӗннӗ.

Он предложил выработать жесткие правила внутреннего распорядка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.

Мӗншӗн тесен эвенксен кун пекки час-часах пулкалать, ҫавӑнпа вӗсем, эп ҫуккине яланхи йӗрке вырӑнне хурса, лӑпкӑн выртнӑ та ҫывӑрнӑ.

Но с ними это так часто случается, что моему отсутствию они не придали никакого значения и со спокойной душой улеглись спать.

Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.

Тасалӑхпа йӗрке ҫук ҫӗрте, кил хуҫи хӗрарӑмӗ хӑй чыссӑр ҫӗрте, килти канӑҫлӑх ҫинчен калаҫу пулма пултараймасть.

Там, где нет чистоты и порядка, где сама хозяйка небрежна и неопрятна, не может быть речи о покое в доме.

Килте хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хут листин варрине йӗрке сиктерсе пӗчӗк саспаллипе «заявлени» тесе ҫыраҫҫӗ.

В центре листа, через строчку, — «Заявление».

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Илнӗ ҫырӑва хирӗҫ ҫавӑнтах вӑхӑт тупса 1 — 2 йӗрке те пулин ҫырса ямалла.

На письма стараются отвечать по возможности быстрее, хотя бы парой строк.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫыннӑн ячӗ кӗске пулсан, ӑна йӗрке варрине, ҫӳлтен 3 — 4 см хӑварса ҫырмалла.

Если обращение короткое, то оно должно находиться посередине строки, на 3-4 сантиметра отступая от верхнего края.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пичетленӗ текст ҫумне яланах алпа пӗр-икӗ йӗрке хушса ҫырмалла, унтан алӑ пусмалла.

К машинописному тексту всегда хорошо добавить пару строк от руки, не забыв при этом расписаться.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Вӑл вӑхӑтра ҫыру ҫырмалли хӑйне уйрӑм йӗрке пулни ҫинчен эпир антика литератури урлӑ пӗлетпӗр.

Мы знаем из античной литературы, что уже в те времена существовал этикет составления писем.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Йӗрке тӑрӑх ҫинӗ хыҫҫӑн турилкке пушӑ пулмалла.

Правила предусматривают, что после еды тарелка должна быть пуста.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗтеле майламалли пӗр паллӑ йӗрке пур.

Существуют определенные правила, как накрывать стол.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

16 ӗмӗрти йӗрке пуххисенче апатланнӑ, кашӑка сӗтел ҫитти хӗррипе шӑлса хуҫана тавӑрса пама сӗннӗ.

Еще в XVI веке в предписаниях по этикету рекомендовалось использованную ложку вытереть о скатерть перед тем, как ее возвратить.

Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Пӳлӗмре хӑна хӑй япалисене сапаласа пӑрахмасть, ним те ҫӗмӗрмест, пӳлӗмре йӗрке тытса пырать.

Гость поддерживает порядок в комнате, не разбрасывает свои вещи, следит за сохранностью гостиничного имущества.

Санаторинче, хӑнапа кану ҫурчӗсенче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Хӑй килӗнче пурлӑх та йӗрке тытайман хуҫан сӑвапӗ ҫук.

А ведь тот хозяин в чести да в почете, что в доме порядок и достаток держит.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пусма ҫинче е алӑкра, иртме тӑвӑр ҫӗрте йӗрке тӑрӑх камӑн малтан иртмелле, ҫавсене ирттермелле.

В узких, тесных проходах, а также у лестниц и дверей следует подождать до тех пор, пока не пройдут те, которым по праву положено проходить первыми.

Урамра // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней