Поиск
Шырав ĕçĕ:
Атте, ман сасса илтсенех, мана хирӗҫ тухрӗ.Отец первым услышал мои шаги, вышел в переднюю, чтобы встретить меня.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Савӑннӑ ачасем кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ, вара эп вӗсен сассинчен тепӗр сасса — каллех питӗ пӗлекен саспа хама чӗннине илтрӗм.В темноте что-то кричали обрадованные ребята, потом я услышала другой, тоже очень знакомый голос.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Халӗ ӗнтӗ эп ку сасса палласа илтӗм, куна Костя Чиликин ҫуйӑхать, ӗлӗк Расщепейӗн «Фламмарионӗ» ҫинче мотористра ӗҫленӗ ача.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗнле савӑнтӑм эп ҫак сасса илтсен!
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫапла эпир вуникӗ сехет ҫывхаричченех ӗҫкӗре лартӑмӑр, Александра Дмитриевна сасса мӗнле «маскӑласа» илмеллине туса кӑтартнӑ чух пӗри алӑка шӑнкӑртаттарчӗ, вӑл ҫӳп-ҫап пуҫтаракан дворник пулчӗ терӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ Швабрин мана хам ятпа чӗннӗ сасса илтрӗм.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ, чӑтаймасӑр, кӑшкӑртӑм пулас, хӑлхамсем ҫинче наушниксем пуррипе эпӗ хамӑн сасса илтме пултарайман, анчах ыйӑхласа пыракан хӗр шарт! сиксе вӑраннӑран, артиллерист ман ҫине чарр! пӑхса илнӗрен тата железнодорожник пӑхӑр куҫлӑхне сасартӑк ярса тытнӑран хам мӗнле сас тунине эпӗ хам чухларӑм.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вара ун трубкине, илтӗм те сасса улӑштарса: — Итлетӗп, — терӗм.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӗтел ҫинче — сасса шайлаштармалли хатӗр — микшер.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ хам сасса илтнипе тӑна кӗтӗм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ҫав сивӗ сасса, вӑрӑм та хытанкка пӳрнесене, куҫлӑх тытнӑ пӳрнесене аса илсе ҫиме чарӑнса шӑла ҫыртрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав ҫинҫе сасса илтсен, кулмасӑр ниепле те тӳсме ҫукчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Темиҫе ҫул каярах санпа уйрӑлнӑ чухне те ҫавӑн пекех шутланӑччӗ; анчах пӳлӗхҫӗм мана иккӗмӗш хутчен те тӗрӗслемелле турӗ; эпӗ ҫав тӗрӗслеве чӑтаймарӑм, хавшак чӗрем каллех палланӑ сасса парӑнчӗ…
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак вӑхӑтра вӑл таҫтан аялтан, хӑй умне пухӑннӑ ҫынсем хыҫӗнчен, хӑй палланӑ, анчах ҫав тери вӑйсӑр сасса илтрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кустӑрмасем айӗнче вӗтӗ чул кӑштӑртатни, курӑк чӑшлатни илтӗнчӗ, — ку сасӑ ҫав тери тӗлӗрмелле сасӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫлекен мотор шавне пула, лётчиксем ҫӗре ларнӑ чух ун пек сасса нихҫан та илтмен.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Наушниксенче приказ сӑмахӗсем илтӗнмелле пулнӑ, анчах приказ вырӑнне вӑл такам ют чӗлхепе пӑлханса калаҫакан сасса илтрӗ:
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лётчик тинкерсе тӑнларӗ те, таҫтан аякран кӑшкӑрнӑ сасса илтрӗ:
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Каҫхи шӑплӑхра тинкерсе итлекен хӑлха кашни кӑштӑртатнӑ сасса вунӑ хут ытларах ӳстерме пултарать, ҫавӑн пекех, ҫакӑнта выртакана та пӗрмаях чирӗ ҫинчен шутланине суранӗ тата ытларах ыратнӑн туйӑнать.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Акӑ вӑл, сывлӑшри ҫапӑҫура ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫме хӑнӑхнӑскер, тӗлӗнсе кӑна сӑнать: сывлӑшри ҫапӑҫу, ҫӗр ҫинчен пӑхнӑ чух, питӗ вӑраххӑн та пӗрре те хӑрушӑ мар пек курӑнать, пуклак сӑмсаллӑ «ишачоксем» хуллен кӑна вӗҫеҫҫӗ, вӗсен пулемёчӗсен аслати пек сасси кунта кӑшт ҫеҫ илтӗнет, — вӑл темӗнле килти сасса: ҫӗвӗ машини сассине е хуллен ҫурӑлакан коленкор ҫатӑртатнине кӑна аса илтерет.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ку сасса Алексей кирек мӗн чухлӗ нумай сасӑсем хушшинчен те уйӑрса илнӗ пулӗччӗ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950