Поиск
Шырав ĕçĕ:
30. Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине туйса, халӑх енне ҫаврӑнса ҫапла ыйтнӑ: Манӑн тумтире кам сӗртӗнчӗ? тенӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Унтан Хӑй тавра ларакансене куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса ҫапла калать: акӑ Манӑн аннем, акӑ Манӑн тӑванӑмсем; 35. кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать, тет.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл вара Петр енне ҫаврӑнса каланӑ: кай Ман патӑмран, шуйттан! эсӗ Мана чӑрмантаратӑн! эсӗ Турра кирли ҫинчен мар, этеме кирли ҫинчен шухӑшлатӑн, тенӗ.
Мф 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иисус ҫаврӑнса пӑхнӑ та ӑна курса ҫапла каланӑ: хӗрӗм, хӑюллӑ пул! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ.22. Иисус же, обратившись и увидев ее, сказал: дерзай, дщерь! вера твоя спасла тебя.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вара эпӗ хамӑн шухӑшӑмсене сирсе ятӑм та ун еннелле ҫаврӑнса каларӑм: 40. мӗншӗн йӗретӗн эсӗ, мӗншӗн чунтанах хуйхӑратӑн? терӗм.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Патшана хирӗҫ тӑма юраманнипе, ҫакна чеелӗхпе пурӑнӑҫлама майлӑ самант ҫаврӑнса тухасса кӗтнӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Икӗ патша ҫапла пӗр-пӗринпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Димитрий ҫарӗ каялла ҫаврӑнса тарнӑ, Александр ӑна хыҫран хӑваласа кайнӑ, ӗнтӗ ҫӗнтернӗ ӑна, 50. хӗрӳллӗ ҫапӑҫу мӗн хӗвел анса ларичченех пынӑ, Димитрий хӑй те ҫав кун вилнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сулахай енче ҫапӑҫакансем вара сылтӑм енчисене ҫӗмӗрсе тӑкнине курсассӑн, ҫаврӑнса, Иудӑпа унӑн ҫыннисене хыҫалтан хӑвалама тытӑннӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсене таврари Иудея ялӗсенче пурӑнакансем те хупӑрла-хупӑрла илнӗ; ҫав ункӑран хӑтӑласшӑн вӗсем каялла ҫаврӑнса тарма хӑтланнӑ та хӑйсен ҫыннисенех пырса тӑрӑннӑ, вара пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ, вӗсенчен пӗр ҫын та чӗрӗ юлман.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне ун патне Персие пӗр ҫын хыпарпа пынӑ: Иуда ҫӗрне вӑрҫӑпа кайнӑ ҫарсем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, 6. вӑйлӑ ҫарпа пуринчен малта пынӑ Лисие те иудейсем ҫӗнтернӗ, вӗсем вӑй илнӗ ӗнтӗ: кӑралӗ те нумай, ҫарӗ те йышлӑ, хӑйсем парӑнтарнӑ ҫарсенчен туртса илнӗ тупӑшӗ те туллиех, 7. вӗсем эсӗ Иерусалимри парне вырӑнне ирсӗрлесе туса лартнӑ чӳк вырӑнне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, хӑйсен сӑваплӑ Ҫурчӗ тавра унчченхи пекех ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, сан хулуна Вефсурӑна та хӳмепе хӳсе ҫавӑрнӑ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Ҫитсессӗн, вӗсем Сион тӑвӗ ҫине хӗпӗртесе те савӑнса улӑхнӑ, вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парнесем кӳнӗ, мӗншӗн тесессӗн мӗн каялла ҫаврӑнса киличченех вӗсен пӗр ҫынни те пӗтмен.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӑл тӑшмансене хыҫалтан виҫӗ ушкӑнпа ҫавӑрса илнӗ те, унӑн ҫыннисем кӗлтуса трупасемпе кӑшкӑртса янӑ; 34. Тимофей ҫарӗ вара ку вӑл Маккавей иккенне тавҫӑрса илнӗ те унран ҫаврӑнса тарнӑ, Иуда вӗсене хӑваласа ҫитсе питӗ вӑйлӑ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Тимофейӑн ҫав кун сакӑр пине яхӑн ҫын пӗтнӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Мирт йывӑҫӗсем хушшинче тӑракан ар каларӗ вара: кусем вӗсем — Ҫӳлхуҫа ҫӗр тавра ҫаврӑнса килме янисем, терӗ.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ мухтав вырӑнне намӑспа тӑрантӑн; ху та ӗҫ, намӑсна кӑтарт — Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм аллинчи курка тата хӑвӑн мухтаву намӑса юласси сан патна та ҫаврӑнса ҫитӗ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
«Чарӑнӑр, чарӑнӑр!» Анчах пӗри те ҫаврӑнса пӑхмасть.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑвӑрпа пӗрле кӗлӗ сӑмахӗсене илӗр те Турӑ енне ҫаврӑнса калӑр: «пӗтӗм йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене каҫар, ыррине, пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑмӑр халӗ мӗн каланине, парне вырӑнне йышӑн. 4. Ассур текех ҫӑлас ҫук пире; ут утланмӑпӑр, аллӑмӑрпа тунӑ япаласене урӑх «пирӗн турӑсем кусем» тесе каламӑпӑр, мӗншӗн тесен Эсӗ тӑлӑхсене хӗрхенетӗн» тейӗр.
Ос 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Мана ҫурҫӗр хапхи витӗр илсе тухрӗ те, тулашӗнчен ҫаврӑнса, тухӑҫалла тухакан шалти хапха патне илсе пычӗ; акӑ шыв сылтӑм енӗпе юхать.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Магог ҫӗрӗнчи Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ — енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Гог — Рош, Мешех тата Фувал ҫулпуҫӗ!
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сеир тӑвӗ енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна малашне мӗн пулассине пӗлтер, 3. кала ӑна: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ — сана хирӗҫ, Сеир тӑвӗ! сан ҫине аллӑма тӑсӑп та — сана этем пурӑнмалла мар пушхир тӑвӑп.
Иез 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вуннӑмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! фараон, Египет патши, енне ҫаврӑнса тӑр та ӑна тата пӗтӗм Египета малашне мӗн пулассине пӗлтер.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.