Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуль сăмах пирĕн базăра пур.
пуль (тĕпĕ: пуль) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, сахал юратнӑ пулӗ эпӗ сана, сахал шухӑшланӑ пуль сан ҫинчен…

Может быть, я мало любил тебя, мало думал о тебе…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Астӑватӑр пуль, эп сире каланӑччӗ — леш, Хвойнӑйран илсе килнӗ пыршӑ-пакарта ҫинчен.

Помните, я рассказывал вам: требуха из Хвойной.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс паллатӑн пуль Варя Трофимовӑна, вӑл Катьӑна самолетпа ӑсатнӑ.

Варя Трофимова — наверно, ты знаешь её, — отправила Катю самолётом.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ, тен шӑпах ҫакӑн чух мана ӑвӑс катинче персе пӑрахманшӑн пӗтӗм чунӗпе кӳренчӗ пуль!

Он посмотрел на меня и, должно быть, вот когда от всей души пожалел, что не прикончил меня в осиновой роще!

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй самай тулнӑ вӑл, чанк тӑран хӗрлӗ хӑлхисем те ҫав ҫутатакан тӳмминчен кая мар ҫутатаҫҫӗ пулмалла, вӗсем ҫавӑн пек пулмасан ӑна чечен господин теме те пулатчӗ пуль.

Он пополнел, и, если бы не торчащие красные уши, которые, кажется, не хуже этой пуговицы могли светить в темноте, никогда ещё он не выглядел таким представительным господином.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Палланӑ ҫын хӗрӗ тенипе пуль.

Очевидно, как привилегированную.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Илтнӗ те пуль эсир Татаринов тенине?

 — Может быть, вы слышали: некто Татаринов?

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Р. ҫывӑрмастчӗ ӗнтӗ — кӗнеке сентрисене вӑл хаҫатсемпе витетчӗ, вара эпӗ темшӗн салхуланса: паян вӑл каять пуль, тесе шухӑшларӑм.

Но Р. уже не спал — завешивал старыми газетами книжные полки, и я подумал почему-то с тоской, что сегодня он уезжает.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манран та нумай асап тӳссе ирттернӗ пуль ҫак ватӑ хӗрарӑм, хӑй пӗрмай мана йӑпатать.

Старая женщина, которой, вероятно, пришлось пережить гораздо больше, чем мне, всё утешала меня.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кам пӗлет, тен вӑлах йывӑр кунсенче Катьӑна пулӑшса тӑнӑ пуль?

Кто знает, может быть, в трудные дни он поддерживал Катю?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Доктор, тен эсир Розалия Наумовнӑна та паллаттӑрччӗ пуль?

— Может быть, вы знали и Розалию Наумовну, доктор?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унтан вара: «Эсӗ-и ку, Саня? Эсӗ мар пуль ку?» тесе вӑл ыйттӑр тесен манӑн мӗн тӑвас-ха?

Чтобы она спросила: «Саня, это ты? Может быть, это не ты?»

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Доктор ҫакна тен куҫӑмран пӑхсах уйӑрса илчӗ пуль, мӗншӗн тесен, вӑл аллине перо тытсан та хӑй шухӑшне татса пама хӑяймасӑр мана комисси председательне, шӑмӑ авӑрлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑскере, лутра та хуланламас врача пӑхтарасшӑн пулчӗ; лешӗ вара пикенсех, ман аяк пӗрчисене, хул лапаткине пӳрнепе ҫеҫ те мар, пӗчӗк мӑлатукпа шаккаса тухма пуҫларӗ.

Должно быть, докторша прочитала её в моих глазах, потому что, уже взяв в руки перо, не решилась, однако, написать заключение, а передала меня председателю комиссии, низенькому толстому врачу в роговых очках, и тот тотчас же принялся энергично выстукивать меня по рёбрам, по лопаткам, но не пальцами, а маленьким молотком.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла нумай каларӑм пуль ҫав, кӑштах аташса, хӑшне-пӗрне темиҫе хут та каларӑм пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл ман ҫамка ҫине темле сивӗ япала хурать те хистесех ҫывӑрма сӗнет.

Может быть, я рассказываю слишком долго и немного путаюсь и повторяюсь, потому что он кладёт мне на лоб что-то холодное и просит, чтобы я непременно уснул:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара тарӑнӑн сывласа, стена ҫине хут листа ҫакса хураҫҫӗ вӗсем — ку ҫын ан ҫухалтӑр-ха, теҫҫӗ пуль.

и, вздохнув, прикалывают к стене — чтобы не затерялся — листок бумаги.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫӳлте пуринчен ытла эпӗ сана кансӗрлерӗм пуль ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, хамӑн сассӑм хӑрушшӑн илтӗннине туйса, ҫапах та ним пулман пек каласшӑнччӗ-ха эпӗ — Ҫӗр ҫинче эпир иксӗмӗр Орестпа Пилад пулсаттӑмӑр.

— Можно подумать, что я больше всего мешал тебе в воздухе, — сказал я, чувствуя, что у меня страшный голос, и всё ещё стараясь говорить хладнокровно. – А на земле мы были Орестом и Пиладом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пистолетӑма кӑлартӑм — хама хам персе пӑрахас тесе мар, хуть пин-пин шухӑш пӑтрашӑннӑ вӑхӑтра ҫав шухӑш та пырса перӗнчӗ пуль.

Я вытащил пистолет — не для того, чтобы застрелиться, хотя среди тысячи мыслей, сменивших одна другую, может быть, мелькнула и эта.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав кунсенче хам умӑмран пиншер ҫын та иртрӗҫ пуль те, мӗншӗн эпӗ ҫав хӗрсем ҫинченех чарӑнса тӑтӑм-ха, вӗсем ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп-ҫке, пӗрне ҫеҫ Катя тесе чӗннине пӗлетӗп!

Почему среди тысяч людей, прошедших передо мной в те дни, я остановился на этих девушках, о которых даже ничего не знаю, кроме того, что одну из них звали Катей!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир мӗн чухлӗ калаҫса тӑтӑмӑр пуль, вӑл пӗрмаях чӳрече ҫине пӑхкаласа илчӗ, — поезд чарӑнса тӑрать.

Всё время, пока мы разговаривали, он поглядывал в окно, — поезд стоял.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вара каҫ умӗн пулчӗ, чарӑнса тӑмастӑмӑрччӗ пуль эпир, мӗншӗн тесен ман «сӑпкам» вагон кайнӑ майӑн пӗр виҫеллӗн силленкелесе пычӗ.

Это было под вечер, и мы, очевидно, уже не стояли на месте, потому что моя «люлька» ритмично покачивалась в такт движениям вагона.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней