Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

улшӑнса (тĕпĕ: улшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ольгӑн, утнӑ май, сӑнӗ улшӑнса пычӗ, сайран та лӑпкӑн сывлама пуҫларӗ те каллех виҫеллӗ утӑмсемпе утса кайрӗ; Хӑй каланӑ «нихҫан та» Обломовшӑн таса тивӗҫлӗх пулнине курчӗ вӑл, ҫавӑнпа та унӑн капланса килнӗ ҫилли хуллен-хулленех сӳрӗлчӗ, вӑл Обломова хӗрхенме пуҫларӗ.

По мере того как она шла, лицо ее прояснялось, дыхание становилось реже и покойнее, и она опять пошла ровным шагом; она видела, как свято ее «никогда» для Обломова, и порыв гнева мало-помалу утихал и уступал место сожалению.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн е пӗр питҫӑмартийӗ ҫинче е теприн ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑ улшӑнса тӑчӗ.

Розовое пятно появлялось то на одной щеке, то на другой.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ольга та ҫийӗнчех ӑнланса илеймерӗ ӑна: Обломовӑн тӗксӗм, сӳрӗк сӑнӗ сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ; питне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ; унӑн шухӑшӗсем хускалчӗҫ, куҫӗсенче туртӑмпа ирӗк вӑйӗ ялкӑшма пуҫларӗ.

И она, в свою очередь, не узнала Обломова: туманное, сонное лицо мгновенно преобразилось, глаза открылись; заиграли краски на щеках, задвигались мысли; в глазах сверкнули желания и воля.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сӑнаса пӗлме май ҫук, ӗҫре тӗрӗслесе пӑхман япала уншӑн ултав вырӑнне, куҫ умӗнче ҫутӑ пайӑркисем е тӗрлӗ тӗссем улшӑнса тӑни вырӑнне шутланать, е, юлашкинчен, ӑна сӑнаса пӑхма черет ҫитмен ӗҫ вырӑнне хурать.

То, что не подвергалось анализу опыта, практической истины, было в глазах его оптический обман, то или другое отражение лучей и красок на сетке органа зрения или же, наконец, факт, до которого еще не дошла очередь опыта.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун вырӑнне ҫуртра, князьпа княгиньӑсӑр пуҫне, ҫав тери тулли, хавас та чӗрӗ тӗнче пулнипе, Андрюша ачалла симӗс куҫӗсемпе пӗр вӑхӑтрах виҫӗ е тӑватӑ еннелле пӑхать, хӑйӗн ҫивӗч ӑсӗпе ҫӑткӑннӑн тата шухӑшламасӑр, маскарадра улшӑнса тӑракан курӑнӑва пӑхнӑ пек, ҫак ушкӑнти тӗрлӗ ҫынсен сӑнарӗсене сӑнать.

Зато в доме, кроме князя и княгини, был целый, такой веселый и живой мир, что Андрюша детскими зелененькими глазками своими смотрел вдруг в три или четыре разные сферы, бойким умом жадно и бессознательно наблюдал типы этой разнородной толпы, как пестрые явления маскарада.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл ӗлӗкхи пилӗк пинлӗх тупӑш вырӑнне ҫичӗ пинрен вунӑ пине ҫити тупӑш илсе таракан пулнӑ; вара унӑн пурнӑҫӗ те улшӑнса, лайӑхланса кайнӑ.

Он вместо пяти получал уже от семи до десяти тысяч рублей ассигнациями дохода; тогда и жизнь его приняла другие, более широкие размеры.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Мӗн вара, эсир ҫутҫанталӑка сӑнласа кӑтартма хушатӑр-и: розӑсене, шӑпчӑка, е сивӗ хӗллехи ире, ҫав вӑхӑтрах йӗри-тавра йӑлт вӗресе, улшӑнса тӑрать пулсан?

— Что же, природу прикажете изображать: розы, соловья или морозное утро, между тем как все кипит, движется вокруг?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӗр кулса ячӗ, ҫавна пула мӗнлерех тӗлӗнмелле, мӗнлерех кӗтмен ҫӗртен улшӑнса кайрӗ унӑн илемлӗ пичӗ!

Она засмеялась, и — как странно, как неожиданно изменилось ее красивое лицо!

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Карап корпусне вӗҫӗ-хӗррисӗр пыра-пыра ҫапакан хумсене ҫавӑн пек улшӑнса тӑракан вӑй тесе шутламалла.

Беспрерывные удары волн о корпус судна и есть эта быстро меняющаяся сила.

Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Мӗн тӗттӗмленсе лариччен, ним курӑнми пуличчен, Атӑлӑн икӗ ҫыранӗнчи картинӑсем ҫапла пӗр вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ.

Так картины все время сменяются, пока не наступает ночь и уже совсем ничего не видно.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Проекторӑн куҫса улшӑнса тӑракан ҫутинче вӑл чӗрӗ пекех туйӑнать.

В мельтешащем свете проектора и экрана игрушка казалась живым существом.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ҫитӗнсе, ҫын пулса ҫитсен килтӗр акӑ эсир тӑван хулана, вӑл улшӑнса пынине кура палласа илмешкӗн те кансӗр тетӗр-ха.

 — Зрелые, законченные люди, вы приехали в родной город и вот говорите, что его трудно узнать, так он изменился.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫӗлен юнӗ ҫул иртнӗ май улшӑнса пыни ҫинчен тӗрӗс пӗлме май килчӗ-и, тесе ыйтрӑм эпӗ унтан, е ҫавна наука халӗ те пӗлеймест-и-ха, терӗм.

Я спросил, удалось ли ему в конце концов доказать, что у змей от возраста меняется кровь, или это так и осталось в науке загадкой.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк ашшӗн пичӗ-куҫӗ улшӑнса кайрӗ.

Вдруг лицо отца исказилось.

XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах мӗнле улшӑнса кайнӑ ҫак хушӑра хула!

Но как изменился за это время город!

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пынӑҫемӗн унӑн тӗсӗ те, пурӑнӑҫӗ те улшӑнса пырать.

С каждой минутой менял свой вид и характер.

XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Матросӑн пичӗ-куҫӗ улшӑнса кайрӗ.

Лицо матроса исказилось.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Саня патне эпӗ час-часах ҫыраттӑм, «наукӑллӑ няня» ҫинчен те, пӗчӗк Петя епле хӑвӑрт улшӑнса пыни ҫинчен те, пысӑк Петя епле хӗрсе ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен те, унӑн Пушкин палӑкӗн проекчӗ епле лайӑх тухни ҫинчен те ҫырӑвӑмсем пысӑк ҫырӑнатчӗҫ…

Я писала ему часто, длинные письма о «научной» няне, о том, как быстро меняется маленький Петя, о том, как большой вдруг с жадностью накинулся на работу и проект памятника Пушкину выходит замечательно, превосходно…

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кунсерен улшӑнса пырать, хӑй майӗпе епле вӑл мана, е Розалия Наумовнӑна, е няньӑна уйӑрса илекен пулнине асӑрхаса пыма ытла та лайӑх-ҫке; унӑн нимӗне пӗлтереймӗн пӗчӗкле куҫӗсем сасартӑк тӗлӗнсе е итленӗ пек пӑхаҫҫӗ.

Он менялся с каждым днём, и так интересно было наблюдать, как он постепенно начинает различать меня, и Розалию Наумовну, и няню; как в бессмысленных, ещё младенческих глазах вдруг мелькают удивление, внимание.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанласа эпир крепость ҫине ҫавӑн тӗлӗнчи тӳпе ҫине темӗнччен пӑхса тӑтӑмӑр, унтан ҫавӑнтах Ҫар медицини академийӗпе унӑн пӗлӗчӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та, пӗр самант хушшинчех пӗр тӗнчерен тепӗр тӗнчене — куҫа илӗртмен сӑнран ытарайми тӗссемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт ялкӑшса та улшӑнса тӑракан тӗнчене куҫнӑ пек туйӑнчӗ.

И мы сперва долго смотрели на крепость и на её небо, а потом вдруг поворачивались к Военно-медицинской академии и к её небу, и это был как будто мгновенный переезд из одной страны в другую — из неподвижной и серой в прекрасную, живую, с быстро меняющимися цветами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней