Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пиччӗшӗ киммине ҫыран хӗрринелле илсе пынӑ.
Морж ами // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 21–22 с.
Пиччӗшӗ кимӗ тытса пынӑ, шӑллӗ кимӗ пуҫӗнче авӑрланӑ винтовкине хатӗр тытса тӑнӑ.Старший брат грёб на корме веслом, а младший стоял на носу лодки; в руках у него была винтовка.
Морж ами // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 21–22 с.
Вӗсем пӗр-пӗринпе сахал калаҫрӗҫ, — сӑмахӗсем тахҫанах пине ҫитнӗ те, — халӗ ӗнтӗ апат вӑхӑтӗнче е тата Фомин пиччӗшӗ килессе кӗтнӗ чухне ҫеҫ пӗрле пуҫтарӑнакан пулчӗҫ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кил хуҫи, Аксиньйӑн ашшӗпе пӗртӑван пиччӗшӗ, Григорие шеллерӗ-ха, анчах вӑл та ҫакӑн пек ҫынна тӑршшӗпех хӑй патӗнче усрама пултараймарӗ.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Ан ҫилленӗрех мана, пиччеҫӗм, эпӗ нимпе те сирӗн умӑрта айӑплӑ мар, — терӗ вӑл, пиччӗшӗ ҫинелле йӑлӑнса пӑхса.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах Раиса Петровна тухса каймарӗ, каяс вырӑнне вӑл тата пиччӗшӗ патнерех ҫывхарса тӑчӗ-ха:Но Раиса Петровна не ушла, а, наоборот, шагнула поближе к брату:
Райка «тыткӑна» илнисем // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 101–108 с.
Вава та какриш килнӗ чухнехи пек кӗскен-кӗскен иклетет, унӑн пиччӗшӗ пӗчӗк сӑмсине каҫӑртса, ниҫта хускалмасӑр ларать, пысӑк та хура куҫӗсем ҫӳлелле пӑхаҫҫӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Вӑл пӗтӗмпех урӑхла пулать пуль тесе шухӑшланӑччӗ — ашшӗ, пиччӗшӗ, пиччӗшӗн ывӑлӗсем килеҫҫӗ те, вӑл вӗсене пурне те пӑхса ҫаврӑнать, пурин ҫинчен те ыйтса пӗлет, халӗ вара вӑл тӑванӗсене ыррӑн сывлӑх та сунаймарӗ: тӳсӗмсӗр кӳршисем хӗссе лартнӑ пирки ашшӗ те ун патне аран-аран ҫитрӗ, анчах ку ӑна нимӗн чухлӗ те кӳрентермерӗ, кӳрентерме мар, хаваслантарчӗ, пулас.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ вӗт, тусӑм, пӗлетӗн-и, малтан ҫерем уҫнӑ ҫӗре вӗҫтересшӗнччӗ, — терӗ Роман малалла, пиччӗшӗ асӑрхаттарнине йӳпсӗнмесӗр.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Саккунлӑ арӑмӗ, — хуравларӗ Роман пиччӗшӗ вырӑнне.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйне кӗтмен ҫӗртен ачашшӑн чуп тунипе вӑтанса, пиччӗшӗ мӑкӑртатрӗ:Смущенный проявлением столь внезапной и непривычной ласки, брат пробормотал:
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ну, асту, — шанман пек, тӑсса каларӗ пиччӗшӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ ытлашши ан калаҫ, — терӗ ӑна пиччӗшӗ малтанхи пекех васкамасӑр.— Ты не расходись больно, — посоветовал с той же неторопливостью старший брат.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Роман ҫӑварне пирус хыпрӗ те, зажигалкӑ кустарми ҫине пусса, сиввӗн кулса пиччӗшӗ ҫине пӑхрӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах куҫ харшисем хӗснипе сӑмса кӑкӗ патӗнче ҫамки пӗркеленнинчен Ксени пиччӗшӗ тем ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илчӗ, тен, вӑл шухӑшлать ҫеҫ мар, кӳреннӗ те пулӗ.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Чӗлхесӗр, ыраттарнипе пит-куҫне пӗркелентерсе, стена ҫумне тӗршӗнчӗ, урса кайнӑ пиччӗшӗ ҫине куҫне чарса пӑхрӗ.Глухонемая, морщась от боли, прижалась к стене и с ужасом смотрела на взбешенного брата.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫуркунне пиччӗшӗ канаш панипе вӑл пӳрте, икӗ сурӑха нимӗн хӗрхенсе тӑмасӑр сутса янӑ, Сидор куккӑшӗ вӗсене илме урапапа пынӑ, килти пур-ҫук ӑпӑр-тапӑра тиесе тухнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах тепӗр икӗ уйӑхран вӑл тӑна кӗнӗ пек пулнӑ, хӑйӗн хуйхине нимӗнпе те пулӑшма ҫуккине ӑнланса илнӗ, пӗррехинче, Костьӑна сӗтел хушшине лартса, пӗр пысӑк суту-илӳ ялӗнче пурӑнакан тӑван пиччӗшӗ Сидор патне ҫыру ҫыртарнӑ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пиччӗшӗ Никодим, унӑн арӑмӗ Клавдия, — йӑмӑкӗ Васенӑ чӑнах та килӗшнӗ-ши унпа е вӑл вӗсене те, ашшӗ пекех, нимӗн вырӑнне те хуман, — ку халлӗхе паллӑ мар-ха, Ксенине халӗ шӑпах ҫакӑ пуринчен ытларах пӑшӑрхантарчӗ, пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, хӑратрӗ те.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Арӑмӗпе пиччӗшӗ кӗчӗҫ, Аникей малти пӳлӗмре васкамасӑр уткаласа ҫӳренине вӗҫем ним чӗнмесӗр сӑнама пуҫларӗҫ.Они явились и молча стали следить, как он меряет неторопливыми шагами горенку.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.