Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кайнипе (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хулпуҫҫи тӗлӗнче пӗҫерсе кайнипе Кошевой сас кӑлармасӑр юр ҫине ӳкрӗ, куҫӗсене аллипе хупларӗ.

От ожога в плече Кошевой без крика упал вниз, ладонями закрыл глаза.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче большевиксем хӑйсем йышӑнса илнӗ станицӑсенче тӑвакан «тискер ӗҫсене» ытла та хӑрушӑ сӑрсемпе сӑнласа кӑтартма пуҫласан, хыҫалти ретсенчен, кӑн-кӑвак табак тӗтӗмӗ хыҫӗнчен, тахӑшӗ тарӑхса кайнипе тӳсеймесӗр хыттӑн кӑшкӑрса ярать:

Но когда он в речи стал живописно изображать «зверства большевиков», творимые в занимаемых ими станицах, из задних рядов, из табачной сини кто-то крикнул в сердцах:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юлашки вӑхӑтра питӗ самӑрӑлса кайнипе пушшех те хӗрарӑм сӑнлӑ курӑнакан пулнӑ Аникушка та вӗсемпе пӗрле пычӗ.

Прибивался к ним еще Аникушка, растолстевший за последнее время и от этого еще более запохожившийся на бабу.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тен, Прохор хӗрсе кайнипе турӗ пуль, ну, пӑхсах паллӑ, чунӗ ун — салтак чунӗ.

— Может, и погорячился Прохор, да, видать, душа у него солдатская.

Ҫӗнӗ пушмаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Апшерон тата Азов полкӗсем, Греков генералӑн казакӗсем тӑшман ҫине ҫав тери вӑйлӑн вирхӗнсе кӗрсе кайнипе, французсем тӳсеймен, тарма пуҫланӑ.

Полки Апшеронский и Азовский, казаки генерала Грекова врезались в противника с такой силой, что французы не выдержали и побежали.

Генерал погонӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗрре ҫапла Каргинри палла тӑран ҫынсем унӑн сӑн ӳкерчӗкне курнӑ та чылайччен пуҫӗсене пӑркаласа тӑнӑ, тӗлӗнсе хытса кайнипе чӗлхисене чаплаттара-чаплаттара илнӗ:

В Каргине знакомые видели его фотографию и после долго покачивали головами, растерянно чмокали языками:

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Чарӑн!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Бунчук, урса кайнипе тӗссӗрленнӗ куҫӗсене мӗкӗлтеттерсе.

— Замолчи!.. — крикнул он, моргая побелевшими от бешенства глазами.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ытла та йывӑррӑн тупӑнать тӗрӗс сукмак; ҫӗр путлӑх лачака ҫине пӑрахнӑ ҫатрака ҫинчи пек ура айӗнче чӗтренсе йӑшать, пурнӑҫ сукмакӗ тӗрлӗ еннелле вакланса каять; ҫавӑнпа та Григорий хӑй тӗрӗс кайнипе кайманнине ниепле те ӑнланса ҫитереймерӗ.

Трудно нащупывалась верная тропа; как в топкой гати, зыбилась под ногами почва, тропа дробилась, и не было уверенности — по той ли, по которой надо, идет.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пит-куҫне, хура ҫӑварне сулӑмлӑн ана-ана ӳкекен хӗҫсем ҫурса пӗтернӗ пулин те, вӑл ҫаплах, хӑраса кайнипе тата ыратнипе, ҫинҫе сасӑллӑн ҫихӗрешсе выртрӗ.

По лицу полосовали его взлетывающие шашки, по черному рту, а он все еще кричал тонким от ужаса и боли голосом.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл тӗрӗс кайнипе кайманнине компаспа тӗрӗслесе пӑхрӗ, — ҫапах та ҫултан кӑшт сулахая пӑрӑнса кӗнӗ иккен.

Он сверялся по компасу с направлением — и все же уклонился немного больше, чем следовало, влево.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пысӑк мар станцисем, телеграф юписем тата юр витсе кайнипе пур ҫӗрте те пӗрешкеллӗн курӑнакан вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑ ҫеҫен хир хыҫа — ҫурҫӗр енне ӗмӗлтетсе юлаҫҫӗ.

На север уходили полустанки, телеграфные столбы и вся бескрайная, жуткая в снежном своем однообразии степь.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет сасси ҫивӗччӗн шӑтӑртатса кайнипе Анна хӑлхине хупласа тытрӗ.

Бодрый говор пулемета заставил Анну заткнуть уши.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.

Взглядом охватил всю обстановку: тяжелый застав икон в переднем углу горницы, кровать, столик, пятнистое от старости зеркальце над ним, фотографии, несколько дряхлых венских стульев, швейную машину, тусклый, от давнишнего употребления самовар на лежанке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.

Не будет у тебя мужа, потому что высушили и издурнили тебя работа, нужда, дети; не будет у твоих полуголых, сопливых детей отца; сама будешь пахать, боронить, задыхаясь от непосильного напряжения, скидывать с косилки, метать на воз, поднимать на тройчатках тяжелые вороха пшеницы и чувствовать, как рвется что-то внизу живота, а потом будешь корчиться, накрывшись лохунами, и исходить кровью.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ас ту эсӗ: сана хӑвна та, сан тӑлӑх-турат ачусене те никам та килсе ачашлакан пулмӗ; никам та ҫӑлса хӑвармӗ сана тӳсмелле мар йывӑр ӗҫӳ-хӗлӳпе кӗлмӗҫ пурнӑҫунтан; никам та кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа чӑмӑртамӗ каҫсерен сан пуҫна; ывӑнса халтан кайнипе тӗшӗрӗлсе ӳкӗн эсӗ вырӑн ҫине, анчах никам та ӗлӗкрех вӑл лӑплантарса каланӑ пек: «Ан хурлан, Аниҫка! Пурӑнӑпӑр!» — тесе сан чунна вырттаракан пулмӗ.

И помни, что никто не приласкает ни тебя, ни твоих сирот, никто не избавит тебя от непосильной работы и нищеты, никто не прижмет к груди твою голову ночью, когда упадешь ты, раздавленная усталью, и никто не скажет тебе, как когда-то говорил он: «Не горюй, Аниська! Проживем!»

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Стефан Петрович пысӑк шухӑша кайнипе ун ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Стефан Петрович так задумался, что на лбу у него выступили капельки пота.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шухӑша кайнипе Сергей хӑй патне Ирина пырса тӑнине те сисмен.

Это сказала Ирина — Сергей задумался и не слышал, как она подошла.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫемен тарӑн шухӑша кайнипе ҫӗр пӳрт умне ҫитнине те сисмерӗ.

Семен так задумался, что не заметил, как подошел к землянке.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ӗмӗчӗпе пӗрле вӗҫсе кайнипе чӑх ферми патне ҫитсе тӑнине те сисмен.

Сергей размечтался и не заметил, как подъехал к птичнику.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей шухӑша кайнипе машина чарӑннине те сисмерӗ.

Сергей задумался и не заметил, как машина остановилась.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней