Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл рысака кӑшт кантарать те каллех юртӑпа ярать, анчах чӑпӑрккапа хӑваламасть, ӑшӗнче ҫеҫ ыйтать: вӑйна ан хӗрхен-ха, утӑм, пулӑшсам, ӗмӗрне те манмӑп!
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хирӗҫ лав килнине курсан, вӑл, кӗҫенсе ярса, тата ҫӑмӑлраххӑн вӗҫтерет, вара Егор, вӑл хуҫи пуррине туйтӑр, ан ашкӑнтӑр тесе, тилхепине кӑшт хытарать те ун тутисене ҫӑварлӑхпа хыртарать.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Егор ӑнланнӑ: вӑл, председателӗн чи киревсӗр те ниме тӑман хушӑвне тумасан та, хӑйне тапӑнма Лузгина тепӗр сӑлтав тупса парать-ҫке-ха, вара кӑшт шухӑшларӗ те салхуллӑн килӗшрӗ.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫӑварӗ коридоралла тухакан кафель кӑмакаран ӑшӑ ҫапать, тӑрӑшса якатнӑ простыньсемпе минтер пичӗсенчен хӗвел ҫинче кӑшт пиҫнӗ ӳт шӑрши кӗрет.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл нормӑран кӑшт та пулин пӑрӑннине те тӳсме пултарайман, сухала темӗнле кивӗ пурнӑҫ юлашки, уншӑн ялти тӗттӗм хресчене каҫарма пулать, анчах райкомра ӗҫлеме хатӗрленекен ҫынна вара ниепле те каҫарма ҫук тесе шутланӑ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Ха, еплескер!» тесе кӑшт ҫеҫ сасӑпах каламарӗ Коробин.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Коробин ҫутӑ ӳкнӗ тӗле пычӗ те, кравать ҫумӗнче тӑрса, Алексей Макарович ҫине кӑшт ӑнланмасӑртарах пӑхрӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Ҫапла, пирӗн сирӗнпе чи малтан председатель лайӑх е начар хуҫа пулнине пӑхмалла! — ҫирӗплетрӗ Бахолдин, унтан, выртса тавлашма майлах пулман пирки, вӑл кӑшт ҫӗкленчӗ те минтерсем ҫине чавсаланса ларчӗ.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров ҫенӗхе кӗрсе, алӑк патне ҫитме те ӗлкӗреймерӗ, ун умне ватник тӑхӑннӑ сарлака та кӑшт курпун карчӑк тухса тӑчӗ.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров ун сулахай пит ҫӑмартипе ҫӑра куҫ хӑрпӑкӗ кӑшт витнӗ хура куҫне анчах курчӗ.Мажаров видел лишь левую часть ее лица и чуть притушенный густыми ресницами темный глаз.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл, тӳсеймесӗр, тӳрех йӗпе чӑтлӑх витӗр васкарӗ, турата ҫапӑнса, куҫлӑхне кӑшт ҫеҫ ӳкермерӗ, унтан шыв тулса тӑракан лакӑма пусрӗ те, ҫавӑнтах пӑр пек сивӗ шыв атти ӑшне сӑрхӑнса кӗчӗ, пӳрнисем патнех ҫитрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Васенӑ малалла аппӑшӗ патнелле ӳпӗнчӗ, ӑна мӑйӗнчен ытамласа тытса, пӑшӑлтатса темскер каларӗ, Ксени, хӑяккӑн ларса, ӑна пуҫне сула-сула итлерӗ, аялтан, щиток ҫинчен, кӗрен ҫутӑ ӳкнӗ, цыганкӑнни пек кӗре тӗслӗ питне кӑшт каҫӑртса, вӑл йӑл кула-кула илет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров Ксенин пит-куҫӗнче мӗн улшӑннине те калайман пулӗччӗ, ҫав улшӑну куҫа курӑнмасть те темелле, анчах унӑн кашни йӗрӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрӗн илӗртекен тата кӑшт ӑмсантаракан илемӗ палӑрса тӑрать.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хамӑр ҫапла кая юлнишӗн кӑшт именме те тӳр килчӗ.
Эпир — пӗрле! // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
— Эпӗ хам та темшӗн ҫапла пуль тесе шутларӑм, — хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс пулнипе савӑннӑ пек, Васенӑ хӑвӑрт сывласа илчӗ, унтан, хӑй ҫавӑншӑн вӑтанса пулас, пуҫне чиксе, кӑшт тарланӑ тӗксӗм кантӑка пӳрнипе сӑтӑркаларӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Хӑйӗн учителӗ хӑш-пӗр чухне кӑшт ятлакаласа илнӗ пулин те, Константин ун патне ҫыру ярсах тӑнӑ, Тимирязевкӑра экзаменсем тытмалли, сессире экзаменсене мӗнле тытни ҫинчен ҫырнӑ, хӑйӗн студент пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтернӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун туйӑмӗ те, Константинӑнни пекех, кӑшт юратма пуҫланине ҫеҫ пӗлтермен-ши?Не было ли ее чувство выражением той же увлеченности, что и у него?
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Интереслӗ, мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши ку сӑмахсем?» — шухӑшланӑ Константин вара, шкулта, ун хыҫҫӑн педтехникумра ӑна икӗ чӗлхе вӗрентме пуҫланӑ пулин те, вӑл ҫав сӑмахсене вулайман пирки хӑйне кӑшт кӳренсе илнӗ, унтан ҫилленсе кайнӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сехетӗн хӗрӳ хӗвел ҫутине упраса тӑнӑ пек туйӑнакан шалти хуппи ҫине касса вензель ӳкерсе хунӑ пулнӑ, кӑшт аяларах, айккинчен пӑхсан, ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗске сӑмах ҫутӑлса тӑнӑ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров, хӑйне темӗнле шӑнтса пӑрахнӑ пек туйса, сӗтел патӗнчен кӑшт сиксе ларчӗ, стаканне ывӑҫ тупанӗсемпе хытӑрах чӑмӑртаса тытрӗ.
5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.