Поиск
Шырав ĕçĕ:
Яков Лукич вӑраннӑ чух хӗвел тухнӑччӗ ӗнтӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Чечекре ларакан, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ ҫеҫен хир хӗвел ҫутинче ытарма ҫук илемлӗ ешерет!И дивно закрасовалась под солнцем цветущая, омытая дождями степь!
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кӗҫех хӗвел те тухрӗ, ун умӗнче килех илсе ҫитерекен аслӑ ҫул ҫуталса выртать.Взошло солнце и осветило перед стариком широкую дорогу, которая вела прямо к его дому.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Уйӑх пытаннӑ, малтанхи хӗвел пайӑркисем ҫеҫ курӑнаймарӗҫ-ха.
I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.
Хӗвел те тухмасть, алӑксем те уҫӑлмаҫҫӗ.
XI // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Патша вара: — Шуҫӑм евӗр йӑлтӑртатаканскер, уйӑх пек хӳхӗмскер те хӗвел пек ҫутӑскер, кам пулчӗ ку? — кӑшкӑрсах янӑ савӑннипе.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Хӑй юххине чарса лартать те вӑхӑт, хӗвел ҫаврӑмӗпе пӗрлешсе, тӑтӑшшӑн сыпӑнса, хутӑрланса каять вӗсем ҫийӗн.Время прекращает свое течение и смыкается над ними солнечным кругом.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.