Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ӗҫнӗ (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗн, мӗнлерех сана? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ Илья Ильич, кӑштах ӗҫнӗ хыҫҫӑн стакана алӑрах тытса.

— Что, каково тебе? — кротко спросил Илья Ильич, отпив из стакана и держа его в руках.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпир юнашар лартӑмӑр, вӑл вара манран чир мӗнле иртсе пыни, эпӗ ӗҫнӗ эмелсем, тухтӑр (ман пата местечкӑран икӗ хутчен пырса кайнӑскер) сӑмахӗсемпе шухӑшӗсем ҫинчен тӗплӗн те тӑрӑшуллӑн ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Мы уселись рядом, и Олеся принялась подробно и заботливо расспрашивать меня о ходе моей болезни, о лекарствах, которые я принимал, о словах и мнениях доктора (два раза приезжавшего ко мне из местечка).

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑл вырӑн ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ, кӑшт ҫеҫ тӑмарӗ; туфли ҫинелле пӑхса, хӑрах урине ҫӗрелле тӑсрӗ, анчах ӑна каялла вырӑн ҫине хучӗ.

После чаю он уже приподнялся с своего ложа и чуть было не встал; поглядывая на туфли, он даже начал спускать к ним одну ногу с постели, но тотчас же опять подобрал ее.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫур сехете яхӑн вӑл ҫак шутпа асапланса выртрӗ, анчах кайран ҫапла шут тытрӗ: кӑна йӑлтах чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн та тума пулать, чейне, яланхи пекех, вырӑн ҫинчех ӗҫме юрать, тата выртса шухӑшлама та ним те чӑрмантармасть.

С полчаса он все лежал, мучась этим намерением, но потом рассудил, что успеет еще сделать это и после чаю, а чай можно пить, по обыкновению, в постели, тем более что ничто не мешает думать и лежа.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл вӑрансанах тӑрса ҫӑвӑнма, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн лайӑх шухӑшлама, ӑна-кӑна тавҫӑрма, ҫырса хума, ҫак ӗҫе тӗплӗн тума шут тытрӗ.

Он, как только проснулся, тотчас же вознамерился встать, умыться и, напившись чаю, подумать хорошенько, кое-что сообразить, записать и вообще заняться этим делом как следует.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Каҫхи чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн канма та юрать.

После вечернего чая можно и отдохнуть.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, сакӑр сехетре, занятисем пуҫланаҫҫӗ.

После утреннего чая, в восемь часов, начинались занятия.

Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

— Паллах лайӑх, — терӗ ҫӑвар туллин чӑмлакан арҫын ача газировка ӗҫнӗ май.

— Это точно, — ответил ей мальчик набитым ртом и сделал большой глоток газировки.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Пӗлесчӗ сан мӗн чухлӗ юн ӗҫнӗ вӑл пирӗнне, — терӗ Федя.

— Знаешь, сколько он из нас крови выпил? — покачал головой Федор.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл сӑра ӗҫнӗ.

Он пил пиво.

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ӗҫессе вӑл мӗнле те пулин пысӑк телейлӗ е хурлӑхлӑ ӗҫ пулнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗҫнӗ.

И пил обязательно после какого-нибудь из ряда вон выходящего события, все равно — радостного или печального.

XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пур ҫӗрте те эпир ӗҫнӗ, ҫинӗ, эпӗ пур ҫӗрте те Иван Иваныч ҫинчен кала-кала кӑтартрӑм, каланӑ май юлашкинчен мана хама та Иван Иваныч ӗҫлемен пулсан Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗсене сыхлас ӗҫ пит ӑнӑҫман та пулӗччӗ пек туйӑнчӗ.

Везде мы что-то ели и пили, и везде я рассказывал об Иване Иваныче, так что в конце концов мне самому стало казаться, что без участия Ивана Иваныча защита наших северных морских путей могла бы, пожалуй, потерпеть неудачу.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юр варкӑшса вӗркенӗ тӗттӗм ҫӗрте вӗҫнӗ чух, ҫапӑҫу иртсен пӗтӗм шӑмшак сӑрӑлтатса тӑнӑ вӑхӑтра ала пек шӑтӑннӑ самолетпа тинӗс ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн икӗ сехетренех офицерсен клубӗнчи ҫутӑ та капӑр пӳлӗмсене ҫитсе кӗрсен, пули-пулми калаҫса эрех ӗҫнӗ чух — епле пӑхӑн-ха вилӗм ҫине, епле ҫавӑн пек вырнаҫусӑр хирӗҫӗве асӑрхамӑн е ҫавӑн ҫинчен кӑштах та пулин шухӑшламасӑр тӑрӑн?

Лететь в темноте под крутящимся снегом, лететь над морем на пробитом, как решето, самолёте, после боя, который ещё звенит в остывающем теле, и через два часа явиться в светлые, нарядные комнаты офицерского клуба, пить вино и болтать о пустяках — как же нужно было относиться к смерти, чтобы не замечать этого контраста или, по меньшей мере, не думать о нём?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня вара куркине ҫӳле ҫӗклерӗ те тӗпӗ курӑнмалла шалт ӗҫнӗ хыҫҫӑн куркине стена ҫине ҫапса ватрӗ…

И, высоко подняв бокал, Саня пьёт до дна и со звоном разбивает его о стену…

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Манӑн ҫитӗннӗ хӗр пур-ҫке, пӗлсемӗрччӗ эсир, вӗсем кунта чей те ӗҫнӗ, калаҫнӑ та.

 — У меня взрослая дочь, знаете, и они тут пили чай и разговаривали.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫавна ӗҫнӗ чух Ромашка курка ҫӗклеме сӗнчӗ.

Ромашка произнес этот тост.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Наркӑмӑш ӗҫнӗ пулас вӑл», тенӗ самантран вара вӑхӑт сисӗнми хӑвӑртлӑхпа улшӑнма пуҫларӗ, ҫак сӑмахсене вара эпӗ хам ӑшӑмра кӑна темиҫе хутчен те каларӑм.

С той минуты, как я услышал: «Мне кажется, она отравилась», — все стало меняться быстрее, чем это можно было заметить, и эти слова время от времени страшно повторялись где-то в глубине души.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Наркӑмӑш ӗҫнӗ пулас вӑл…

Мне кажется, она отравилась…

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чей ӗҫнӗ чухне вӑл эпӗ нимӗн те ҫименнипе вӗҫӗмрен хӑраса ларчӗ.

За чаем она все ужасалась, что я ничего не ем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн пурте зала кӗтӗмӗр.

После чая все пошли в залу.

Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней