Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Эпӗ те сире калатӑп: ултавпа пухнӑ мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӑл вара мана каларӗ: эхер те эпӗ санран тинӗс варринче пурӑнмалли вырӑн миҫе е тӗпсӗр авӑр никӗсӗнче миҫе ҫӑлкуҫ, е тӳпере миҫе шыв ҫулӗ, е райӑн хапхисем мӗнле тесе ыйтнӑ пулсассӑн, 8. эсӗ, тен, мана: эпӗ тӗпсӗр авӑра та анса курман, тӳпене те нихӑҫан та улӑхман, тамӑкран тухмалли вырӑн ӑҫтине те пӗлместӗп, тенӗ пулӑттӑн.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Ездрӑна ҫапла калать: хыпар ту Ман халӑхӑма — Эпӗ Израиле пама пулнӑ Иерусалим патшалӑхне урӑххисене парӑп, 11. Израиль ҫыннисенчен чапа туртса илӗп те вӗсем валли хатӗрленӗ ӗмӗр пурӑнмалли ҫуртсене урӑххисене парӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Священниксем, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, халӑхӑмӑра яланах Хӳтӗлекене тархасласа каланӑ: 35. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Сана нимӗн те кирлӗ мар, Эсӗ ҫак Ҫурта пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнмалли вырӑну тума кӑмӑлланӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Вара ҫав пӑхавҫӑсем ҫумне халӑх хушшинчен нумайӑшӗ, саккуна пӑрахнисем, хутшӑннӑ, — ҫав ҫӗр ҫинче ҫапларах усал ӗҫ тунӑ; 53. Израилӗн ӗнтӗ пытанса пурӑнмалли ҫеҫ юлнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иерусалимра пурӑнакансем вӗсене пулах тарса пӗтнӗ, вара ҫак хула ют ҫынсем пурӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ, хӑйӗн халӑхӗшӗн юта тухнӑ, ҫавӑнпа унӑн ачисем ӑна пӑрахса кайнӑ.
1 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑранса пурӑнмалли апатна виҫепе, кунне ҫирӗм сикль чухлӗ, ҫи; ҫакна вӑхӑтран вӑхӑта ҫи.
Иез 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вавилон вара ишӗлчӗк купи, шакал пурӑнмалли вырӑн, сехре хӑпартмӑш та тӗнче кулли пулӗ, унта ҫын та пурӑнмӗ.37. И Вавилон будет грудою развалин, жилищем шакалов, ужасом и посмеянием, без жителей.
Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл, Турӑ, ҫӗре калӑпланӑ, ӑна туса ҫитернӗ; Вӑл ӑна ҫирӗплетнӗ, Вӑл ӑна кӑлӑхах пултарман; Вӑл пурӑнмалли вырӑн калӑпланӑ: Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, урӑххийӗ ҫук.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл — ҫӗр ҫаврашкийӗ тӗлӗнче Лараканӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансем Ун умӗнче — хӗрлӗ шӑрчӑк ҫеҫ; пӗлӗтсене Вӑл ҫӳхе пир пек карса тухнӑ, вӗсене пурӑнмалли чатӑр пекех карӑнтарнӑ.
Ис 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫӳллӗ ҫӗрте хӑй валли тупӑклӑх касса ӑсталать, чул хысака касса хӑйне пурӑнмалли вырӑн хатӗрлет.- Он высекает себе гробницу на возвышенности, вырубает в скале жилище себе.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ, ҫӗр ҫинче кашни япаланӑн хӑйӗн вӑхӑчӗ пур: 2. ҫуралмалли вӑхӑт, вилмелли вӑхӑт; акмалли вӑхӑт, кӑкламалли вӑхӑт; 3. вӗлермелли вӑхӑт, сыватмалли вӑхӑт; ҫӗмӗрмелли вӑхӑт, туса лартмалли вӑхӑт; 4. йӗмелли вӑхӑт, кулмалли вӑхӑт; кулянмалли вӑхӑт, ташламалли вӑхӑт; 5. чул сапаламалли вӑхӑт, чул пуҫтармалли вӑхӑт; ыталамалли вӑхӑт, ытамран пӑрӑнмалли вӑхӑт; 6. шырамалли вӑхӑт, ҫухатмалли вӑхӑт; упрамалли вӑхӑт, салатмалли вӑхӑт; 7. ҫурса тӑкмалли вӑхӑт, ҫӗлесе ҫыпӑҫтармалли вӑхӑт; шӑпланмалли вӑхӑт, калаҫмалли вӑхӑт; 8. юратмалли вӑхӑт, кураймасӑр пурӑнмалли вӑхӑт; вӑрҫӑ вӑхӑчӗ, тӑнӑҫлӑх вӑхӑчӗ.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Сиона суйласа илчӗ, [ӑна] Хӑйӗн пурӑнмалли килӗ турӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӗнтӗ Хӑвӑн мӗн тума кӑмӑлу пур, ман тӗлӗшрен ҫавна ту; чунӑма илме хуш, пӗтем те тӑпра пулса выртам: пурӑниччен вилни авантарах маншӑн, мӗншӗн тесессӗн хама тӗрӗс мар ӳпкеленине илтетӗп, ӑшӑм ҫунса тухать! Ҫак йывӑрлӑхран хӑтарса, ӗмӗр пурӑнмалли вырӑна куҫарма хуш мана, Хӑвӑн сӑнна ан пытарсамччӗ манран, терӗм.
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ун ҫумӗнчи сыпӑка, левитсене пулӑшакансемпе сутуҫӑсен ҫурчӗ таран, кӗтесри пурӑнмалли ҫурт таран, Хурал хапхипе тӗлме-тӗл, Гацорфий ывӑлӗ Малхия юсарӗ.
Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗтрелӗхре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ, 2. Святой, эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, ҫакӑ Санӑн ӗмӗрхи вырӑну пултӑр терӗм, тенӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Турӑран сӑмах пулнӑ: 4. пыр, кала Манӑн Давид чурама: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт лартаканӗ эсӗ мар пулӑн, 5. Эпӗ Израиль ывӑлӗсене илсе тухнӑ кунранпа паянхи кунчченех ҫуртра пурӑнман, чатӑртан чатӑра, вырӑнтан вырӑна ҫӳренӗ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пророксен ывӑлӗсем Елисее каланӑ: кунта, сан патӑнта, пурӑнма хӗсӗк пире; 2. эпир Иордан енне каятпӑр, унта кашниех пӗрер пӗрене илетпӗр те хамӑр валли пурӑнмалли вырӑн тӑватпӑр, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне Соломон каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй тӗттӗмре пурӑнма кӑмӑллани ҫинчен каланӑ; 13. эпӗ Сан валли пурӑнмалли Ҫурт туса лартрӑм, Санӑн ӗмӗрхи вырӑну ҫакӑнта пултӑр терӗм, тенӗ.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 5. кай та Манӑн Давид чурама кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт эсӗ тӑвасшӑн-им?
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.