Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

палӑрать (тĕпĕ: палӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче, тимлӗ те пӑртак шиклӗрех курӑнакан сӑн-питӗнче, улшӑнса тӑракан таса куҫӗсенче, ирӗксӗртен кулнӑ пек кулнинче, лӑпкӑ та пӗр тикӗс мар сассинче темле ҫилӗллӗ кӑмӑл, электричествӑлла хӗм, сасартӑк килсе тухакан темле васкавлӑх палӑрать, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те килӗшсех кайман тата хӑшпӗрисене шиклентерекен паллӑ пур.

Во всем ее существе, в выражении лица, внимательном и немного пугливом, в ясном, но изменчивом взоре, в улыбке, как будто напряженной, в голосе, тихом и неровном, было что-то нервическое, электрическое, что-то порывистое и торопливое, словом что-то такое, что не могло всем нравиться, что даже отталкивало иных.

VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вӑл мелсӗррӗн выртнӑ; унӑн пуҫӗ, тӑрри сарлака та аялалла шӗвӗрленсе анаканскер, мӑйӗ ҫинче темле мелсӗррӗн ларать; аллисене мӗнле хунинче те ҫан-ҫурӑмне тӑп кӑна тытса тӑракан сюртук тӑхӑннӑ пӳ-сийӗнче те, шӑрчӑкӑн кайри урисем евӗрлӗ хутлатса хунӑ вӑрӑм урисенче те мелсӗрлӗх палӑрать.

Он лежал неловко; его большая, кверху широкая, книзу заостренная голова неловко сидела на длинной шее; неловкость сказывалась в самом положении его рук, его туловища, плотно охваченного коротким черным сюртучком, его длинных ног с поднятыми коленями, подобных задним ножкам стрекозы.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Вера Михайловнӑн сӑн-питӗнче — пачах урӑхла, ют сӑн-питре — темӗнле лӑпкӑлӑх, тӑнӑҫлӑх пурри палӑрать.

В лице Веры Михайловны — чужом, незнакомом лице — появилось что-то спокойное, уравновешенное.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӑл вӑхӑтрипе танлаштарсан, госпитальте кӑштах урӑхла сӑн пурри те палӑрать: пӑхатӑн та, ытла мирлӗ вӑхӑтри пек те туйӑнмасть, ытла вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек те курӑнмасть.

И в общем облике госпиталя есть что-то иное, еще не совсем мирное, но и не военное, как тогда.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Тата шиклӗх, урӑхла каласан, большевиксен ҫарӗнчен ҫав тери хӑраса тӑни палӑрать.

И страх — безумный страх перед армией большевиков.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑнӗ хӑйӗн курӑнмасть, сулкаланакан кӗлетки ҫеҫ палӑрать.

Я не видел его лица, только — раскачивающуюся фигуру.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Хӗресӗ те унӑн кӑшт ҫеҫ палӑрать.

Даже крест на ее корпусе еле виден.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Йӗрӗ пысӑк пулать пуль тесе малтанах куляннӑччӗ, халь ӗнтӗ ним кулянмалли те ҫук — кӑшт ҫеҫ палӑрать.

Правда, тогда я переживала, что останется большой шрам, но шрам оказался маленький.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Таврара пӗр ахаль ҫын та курӑнмасть, Гороховец хули кӑна таҫта аякра палӑрать.

И ни штатской души вокруг, только город Гороховец, до которого не близко.

1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Сӑмахӗсенче хӑйӗн темӗнле аптӑраса ӳкни палӑрать.

В словах ее звучала растерянность.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Цветаевӑн вара ку уҫҫӑнах палӑрать.

У Цветаева это налицо.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Унӑн ӗмӗртенпе лӑпкӑ пичӗ тӑрӑх вӑл йывӑр шухӑша кайни палӑрать.

Его обычно спокойное лицо на этот раз отражало тяжёлое раздумье.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑтӑшах «ноки, ноки» тени палӑрать, ӑна каланӑ чух вӗсем аллисемпе нумайтарах кӑтартса параҫҫӗ те ҫулҫӳревҫӗсем, юлашкинчен, ӑнланчӗҫ: вӑл «пар, пар» тени пулать иккен.

Слово «ноки, ноки» слышалось всё чаще и сопровождалось такими выразительными жестами, что путешественники, наконец, поняли его значение: «дай, дай».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫавӑнпа та ҫак айлӑмра вӑхӑта темӗн чухлӗ ирттерсе тӑмалла мар; мӗнпур интерессене илсе пӑхсан, часрах ҫул ҫине тухма май пурри палӑрать.

Все эти важные соображения не позволяли надолго задерживаться в долине; в общих интересах было возможно скорее двинуться в путь.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл аванах пӑхкаласа Эдуард Гленарван, Эленпа Мэри ҫине черетлӗ пӑхса илчӗ, вӗсен пичӗсем ҫинче ӑна хӗрхенни те палӑрать, кусемпе юнашарах кулса тӑракан Джон Мангльс тата нимӗн те пулман пек тӗк тӑракан Мак-Набс майора курчӗ, вара, хулпуҫҫийӗсемпе турткаланса, ҫамки ҫинчи куҫлӑхне сӑмси ҫине антарчӗ те, ҫапла каласа хучӗ.

Он поочерёдно обвёл глазами серьёзного Эдуарда Гленарвана, Элен и Мэри, лица которых выражали искреннее сочувствие, улыбающегося Джона Мангльса и абсолютно невозмутимого майора Мак-Набса, затем, передёрнув плечами и опустив очки со лба на переносицу, он воскликнул:

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл пысӑк кӑна ҫын, пичӗсем тӑрӑх вӑл кӑштах хытӑ чӗреллӗ пулни палӑрать, куҫӗсем вара калама ҫук ырӑ; сӑмах та ҫук, вӑл хӑюллӑ та паттӑр, ӗҫшӗн ҫунса тӑракан пысӑк чун-хаваллӑ ҫын, тата кирек мӗскер пулсан та, ахаль иртсе каймасть.

Он был высокого роста, с несколько суровыми чертами лица, но необыкновенно добрыми глазами, настоящий житель поэтичной горной Шотландии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Миккуль самаях хӗрӗнкӗ пулни палӑрать.

Николай заметно пьян.

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Самаях ӳсӗртерех пулни палӑрать.

И, очевидно, изрядно выпивший.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Кӑшт ӳсӗртереххи те палӑрать.

Заметно, что от выпитого.

Иккӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Халиччен ман кӑмӑл тӳнтер пулнӑ-тӑк, паян вӑл пиччӗн енпе палӑрать.

Помоги переводом

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней