Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫитӗнекеннисем урӑх чӗлхене тӑван тесе йышӑнса пынӑран хамӑрӑнни ял хапхи тӗлне ҫитиччен мар, тӗпелтен те тухмасть Яш-пашьелӗнче…
Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.
Бригада, ҫапӑҫусене кӗре-кӗре, Донӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх Казански станица ҫӗрӗнчен Усть-Хопер станицин хӗвеланӑҫ енчи пирвайхи хуторӗсем таран поход йӗркипе малалла куҫса пычӗ, сылтӑм флангӗпе Чир хуторӗсене йышӑнса илчӗ те унтан тин, Дон тӑрӑхӗнче пӗр-икӗ эрне чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, каялла кайма тухрӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсем Вешенскине йышӑнса илес шутпа хӗрлисем станица тӳрӗрен каҫасран, пӳклен тӑсӑлса кайнӑ фронт ҫине савӑл пек тӑрӑнса кӗрсе, фронта икке уйӑрса ярасран, унтан Калачпа Усть-Медведица патӗнчен флангсемпе тапӑнса килсе повстанецсен ҫарӗсене тӗппипе аркатса тӑкасран шикленчӗҫ.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Телеграфа йышӑнса илнӗ, никама та кӗртмеҫҫӗ…
XLIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Балашовпа Поворинран пулӑшма килсе ҫитнӗ ҫар вӑйӗсемпе ҫирӗпленнӗ хӗрлӗ чаҫсем пӗр вӑхӑтра ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен ӑнӑҫлах ҫӗнтерсе пычӗҫ, Елански станицӑн чылай хуторӗсене йышӑнса илсе, Елански станици умне ҫитрӗҫ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӗҫех вӑл хӗрлисен пехоти, Каргинскине йышӑнса илсе, Чир патне пуҫтарӑннине курчӗ.Он видел, как красная пехота занимает Каргинскую и накапливается около Чира.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр ирпе, тӑватӑ сехет ҫитес умӗн, хӗрлисем Каргинскине йышӑнса та илчӗҫ.На следующий день около четырех часов утра красные цепи уже занимали Каргинскую.
XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Батарея хушса парса ҫирӗплетнӗ Мускав полкӗн батальонӗ, Усть-Хопера хӗвеланӑҫ енчен хӳтелесе, Дон хӗррипе тӑсӑлакан Крутовски хуторне йышӑнса илчӗ.
XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗрлешетпӗр, хамӑр айӑпа йышӑнса Краснов патне каятпӑр.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Трибунал йышӑнса илнӗ купца керменӗн кантӑкӗсем хыҫӗнче вӗтӗ юр ӳккелет.За стеклами осанистого купеческого дома, занятого трибуналом, порошил снежок.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Моховсен ревком йышӑнса илнӗ ҫуртӗнчи ӑшӑ ҫенӗкпе коридор хӗҫпӑшалпа тулса ларчӗ.В моховском доме, занятом под ревком, теплые сени и коридор завалили оружием.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хохолсен слободисене йышӑнса илнӗ чух хамӑр ҫавӑн пек туман-и-мӗн эпир?
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче большевиксем хӑйсем йышӑнса илнӗ станицӑсенче тӑвакан «тискер ӗҫсене» ытла та хӑрушӑ сӑрсемпе сӑнласа кӑтартма пуҫласан, хыҫалти ретсенчен, кӑн-кӑвак табак тӗтӗмӗ хыҫӗнчен, тахӑшӗ тарӑхса кайнипе тӳсеймесӗр хыттӑн кӑшкӑрса ярать:
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кусем лайӑх кӑна чыхса лартаҫҫӗ те тепӗр хутора йышӑнса илеҫҫӗ, унта каллех вара кути-мути пуҫланать.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Уйӑх вӗҫӗнче полк юнашар пыракан 33-мӗш Елански полкӗн сотнипе пӗрле Шырланпуҫ хуторне йышӑнса илчӗ.
IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗрлисем тепӗр хутора йышӑнса илчӗҫ, анчах ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗрех казаксен аллине хӑварчӗҫ.Красные заняли следующий хутор, но сдали его без сопротивления.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Григорий Мелехов ертсе пыракан сотня йӗри-тавра вӑрман пек йывӑҫ кашласа ӳсекен пысӑк мар хутора кӑнтӑрла йышӑнса илчӗ.Сотня под командой Григория Мелехова к полудню заняла небольшой, одичало заросший левадами хутор.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Германи ҫарӗсене хирӗҫ наступлени пуҫласа ярас тӗллӗшпе чехословаксем Атӑл тӑрӑхӗнче хӗвелтухӑҫ фронт туса хума шут тытнӑ; вӗсем ӗнтӗ Саратов, Царицын тата Астрахань хулисене йышӑнса илеҫҫӗ текен сас-хура июнь уйӑхӗнче, хӗвелтухӑҫ ҫилӗ пек, Дон тӑрӑх варкӑшса ҫӳреме тытӑнать.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Мишка, хӑйне уйӑрса панӑ кӗтӳсене йышӑнса, будкӑра ӑпӑр-тапӑр япалисене майлакаларӗ.Мишка принял отведенные ему косяки и сложил свои пожитки в полевой будке.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хаяр курӑкӗпе тӗрленнӗ лутра типчак вырӑнӗ-вырӑнӗпе сӗм-суккӑррӑн та ҫӑтах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ; унтан каллех вара ытти курӑксене пусса илсе ашкӑрса кайнӑ кӑлкан тӗрлӗ тӗссемпе — хир сӗлли, сарӑ анра ҫарӑк, хурхух, хытӑ, пӗр хӑйне ҫеҫ юратакан, йышӑнса илнӗ лаптӑкран мӗнпур курӑка хӗссе кӑларнӑ эрчемес курӑкӗн тӗсӗсемпе ылмашӑнса, — вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса ларать.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.