Поиск
Шырав ĕçĕ:
вырнаҫтарса (тĕпĕ: вырнаҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1978-1983 ҫулсенче ҫӗнӗ элеватор туса лартнӑ, вӑл республикӑра пысӑккисенчен пӗри – 187 пин тонна тырӑ вырнаҫтарса упрама пултарнӑ.
Пӑрӑнтӑк 65 ҫулта // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
Унтан кашни 16 ялӑн арӗсем йӑх юписене вырнаҫтарса лартрӗҫ.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Пӗрремӗш ушкӑнри йӑласене ҫапларах вырнаҫтарса тухнӑ: 1) Ака умӗн пӑтти; 2) Вӑрлӑх пӑтти; 3) Кӗтӳ умӗн пӑтти; 4) Учук; 5) Ҫерҫи чӳкӗ (ҫурхисем); 6) Каҫхи чӳк; 7) Авӑн пӑтти; 8) Хур чӳкӗ; 9) Карта пӑтти; 10) Килӗш пӑтти; 11) Шыв нимӗрӗ; 12) Сӑра чӳкӗ; 13) Хурт чӳкӗ; 14) Хӗрт-сурт пӑтти (кӗрхисем).
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Ҫапла анкартинчи ҫирӗм сотка ҫӗр ҫине теплица вырнаҫтарса лартрӑмӑр.Таким образом мы разместили теплицу на двадцати сотках земли своего огорода.
Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10
Музейри япаласене темӑсем тӑрӑх вырнаҫтарса тухнӑ: этнографи, шкул историйӗ, паллӑ ентешсен кун-ҫулӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӗве туптанӑ ял-йыш, салтак хӗсметӗнче пулнисем, ХХ ӗмӗрте усӑ курнӑ тӗрлӗ япала...
Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21