Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шухӑшласа ывӑнать те этем тин кӑна тӑрӑх майласа лартнӑ сӗтеле урлӑ вырнаҫтарса тирпейлет, кайран тем килӗшмен пек туйӑнать, унчченхи сӗтелех урай варрине кӑларса лартать.
Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мӗншӗн тесен вӑл: «Ҫак ачасемпе килте кунӗ-кунӗпех ларса йӑлӑхтарчӗ», — тесе, пире ача садне вырнаҫтарса, ӗҫлеме тытӑнчӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Темле якӑлтирех хӗрпе кӗнӗ арҫын пит вӑр-варскер пулчӗ: ҫутӑ ҫутрӗ самантра, чӑматанне кирлӗ пек вырнаҫтарса хучӗ, унчченех сарса тирпейленӗ утиялсене сиркелерӗ, минтере пӑшт-пашт чышкаларӗ; унтан, Левене тахҫанах пӗлнӗн: — Атя, йӑпӑртлӑха тух, — терӗ.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сурпан вӗҫӗсене ҫурӑм тӑрӑх юнашар вырнаҫтарса хунӑ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫип ҫине тирнӗ вӗт шӑрҫа ярӑмӗсене пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтӑ вырнаҫтарса тухнӑ ⎼ шӑрҫа чӗнтӗрӗпе кӳршӗллӗ пулмалли капӑр талккӑша хатӗрленӗ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Стационарлӑ киноустановкӑна вырнаҫтарса лартнӑ хыҫҫӑн тӑтӑш сарлака экранлӑ фильмсем кӑтартма тытӑннӑ.После монтажа стационарной киноустановки начались регулярные показы широкоэкранных фильмов.
Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA
С. Павлов инженер унта 1931 ҫулта Астраханьтен илсе килнӗ ҫӗнӗ передатчике вырнаҫтарса лартнӑ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Чи малтанах 1600 м ҫӳллӗшӗнче поселок никӗсленӗ, кайран вара аталану ҫӳлелле кармашма пуҫланӑ, ҫапла май 1800, 1950 тата 2000 м ҫӳллӗшӗнче мӗнпур инфраструктурӑна вырнаҫтарса тепӗр виҫӗ хӑна комплексӗ йӗркеленӗ.
Лез-Арк // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D0% ... 1%80%D0%BA
«Хайлавсене тӗп сӑнарсен ӳсӗмне кура вырнаҫтарса тухнӑ. Константин Малышевӑн «Татман чечек» калавӗнче тӗпре – аслӑ класра вӗренекен ачасем; Татьяна Ишмуратовӑн, Ольга Рубцовӑн тата Дмитрий Моисеевӑн геройӗсем – студентсем; Ольга Австрийскаян, Владислав Николаевӑн, Владимир Степановӑн тата Ольга Васильевӑн калавӗ-повеҫӗнчи тӗп сӑнарсем – ӗҫлекен ҫамрӑксем», – тесе палӑртнӑ кӗнекене пухса хатӗрленӗ Ольга Федорова умсӑмахра.
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Хӑй вара Кулян кутамккинчен панулмисене вӑр-вар кӑларса саваламан вӑрӑм хӑма сӗтел ҫине илемлӗн вырнаҫтарса тухрӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Ун хыҫҫӑн храма хӑпартма Миклош Ибле шанса панӑ, вӑл вара ҫӗнӗ купола хӑйӗн проекчӗпе ҫуртӑн пӗтӗмӗшле композицине аван вырнаҫтарса чиперех туса лартнӑ.
Сӑваплӑ Стефан базилики // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D3% ... 0%BA%D0%B8
Дубовсем вӑрманта ӗҫленӗ чухне чугун ҫул хӗррине башньӑллӑ пысӑк кран вырнаҫтарса лартнӑ.
57 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Ман хурӑн шывӗ ӗҫес-ха, — терӗ те Ҫтаппан, ҫумӗнчи хурӑн айне тӑрса, ун вуллине пуртӑпа пӗр шит тӑршшӗ хӗреслӗн кач-кач! касса хӑпарчӗ, хуйӑра сӳсе валак турӗ, аяла алюмини курка вырнаҫтарса лартрӗ.
4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хуҫа чӳречине уҫать, унта лаша хӑмӑтне пуҫхӗрлӗ вырнаҫтарса хураҫҫӗ иккен.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Урлӑ ҫипписене те шӑпах ҫав йӗркепе вырнаҫтарса пыраҫҫӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шыв тӑрӑх сулӑпа килнӗ пӗренесене ҫӗклекен машинӑсем вӗсене шывран хуллен кӑлараҫҫӗ те йӑтса хӑпартаҫҫӗ, вара йывӑҫӗпех лайӑх вырнаҫтарса хураҫҫӗ.
Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Кӗнеке ҫӳлӗкӗсене те хӑйне евӗрлӗ вырнаҫтарса тухнӑ.
Этнобиблиотека ӗҫлеме пикенчӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/10/20/%d1%8d%d1%8 ... %87%d3%97/
Вӑл эпир хамӑрӑн вертушкӑсемпе барометрсене вырнаҫтарса лартнӑ палаткӑна тӑпӑлтарса вӗҫтерсе кайрӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вырӑна ҫитсессӗн, эпир хамӑрӑн ҫурта — будкӑна вырнаҫтарса лартрӑмӑр, хатӗрсене пушатрӑмӑр.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Юлташсем пулӑшнипе эпир трехтонка ҫине инструментсем тултарнӑ ещӗксене, метеостанци валли кирлӗ хатӗрсене, апат-ҫимӗҫ, выртса тӑмалли япаласене вырнаҫтарса хутӑмӑр.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.