Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лопуховсен килӗнче пуринчен малтан Алевтина Васильевна вӑранчӗ, ун хыҫҫӑн вара — куҫ хупмасӑр тенӗ пек ҫӗр каҫнӑ Марийка тӑчӗ.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Халь, акӑ, куҫ хупӑнмасть, пӗрмай шухӑшлатӑп: ӳстертӗм ӑна, чиперех пурӑнатпӑр, тесеттӗм, халь вӗт тухса каять те — пӗтет-каять!
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Куҫ хӑнӑхман ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ывӑлӗ ҫине пӑхса илсен, ун ҫинчен хӑй ӑшӗнче темскер шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн пулас, вӑл кӗскен, йывӑррӑн сывласа илчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вуласа тухрӑм та, куҫ умне тепӗр хут хамӑн ачалӑхри ҫак тӳсме йывӑр ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
Куҫ умӗнче ҫаврака тӗксем сарӑ чечек курӑнса кайрӗ.Перед глазами возник круглый темный цветок с оранжевой сердцевиной.
Телейлӗ ҫемье // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 93–104 стр.
Куҫ умне темиҫе ҫул каярах пулнӑ ӗҫсем татӑкӑн-татӑкӑн туха-туха тӑраҫҫӗ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Мана вилӗмсӗр ҫынсен юмахри пек хитре ҫӗршывӗ куҫ умне тухса тӑнӑ пек туйӑнса кайрӗ; эпӗ ӑна картинасем ҫинче курнӑччӗ, вӑл мана калама ҫук тыткӑнланӑччӗ.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Эпир аран-аран алӑк патне ҫитрӗмӗр, вара сасартӑк ман куҫ умӗнче хӗп-хӗрлӗ те сип-симӗс пӑнчӑсем вӗлтлетме тытӑнчӗҫ.Мы с трудом протиснулись к двери, перед глазами замелькали фигуры в красном и зеленом.
Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.
Кроликсем хӑйсен ҫӗнӗ ҫуртне пурӑнма куҫнӑранпа симӗс курӑк ҫиме те сайра хутра ҫеҫ туха пуҫларӗҫ, кайран вара куҫ умне курӑнми пулчӗҫ.Переселившись в норку, кролики лишь изредка выходили поесть, а потом совсем не показывались.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
— Ула кураксемпе чанасенчен хӑрамалла мар, — тенӗ Сань тайтай, — вӗсем апата ҫеҫ йӑтса тарма пултараҫҫӗ, авӑ лутра стена ҫинче кроликсем ҫинче, куҫ илмесӗр хура кушак ҫӑткӑннӑн пӑхса ларать, ҫав питӗ хӑрушӑ.
Кроликсем тата кушак // Николай Петров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 45–52 стр.
Анчах ҫак пӗчӗк ӗҫ манӑн куҫ умӗнчен татӑлмасть, мана вӑтантарать, лайӑхрах пулма хушать; вӑл мана тӗреклетет, манӑн шанӑҫа ҫирӗплетет.
Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.
Кун И-цзи ҫинчен куҫ хыҫӗнче вӑл тахҫан вӗренни ҫинчен, анчах кашнинчех пӗрремӗш экзаменра путланни ҫинчен тата пурӑнмалӑх ӗҫлесе тупма вӗренсе ҫитейменни ҫинчен калаҫнине итлекелеме тӗл килетчӗ мана.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек куҫ сиктермесӗр сӑнаса тӑнӑ ҫӗрте эрех ҫине шыв хушма йывӑрччӗ, ҫавӑнпа та, темиҫе кун иртсен, хуҫа мана: эсӗ хӑвӑн айванлӑхна пула, ӗҫре пултараймастӑн, тесе шутларӗ.
Кун И-цзи // Хӗветӗр Уяр, Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 3–12 стр.
Ҫапах та кайран, кӑнтӑрла, партизансем нумайӑшӗ куҫ касса ыратнипе, куҫҫуль юхнипе асапланчӗҫ.И все же потом днем у многих из партизан началась мучительная резь в глазах, слезотечение.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Пурте шӑп пулчӗҫ, амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ёлка ҫинчи пӗчӗк лампӑсене куҫ илмесӗр ларакан пӗчӗк Оля Лазарева ҫеҫ урисене сулласа, кӗлисемпе пукана шаккани илтӗнет.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Картузне ҫӗлесе тӑвӑрлатнӑ пулин те, вӑл аслӑ, куҫ хӑрписем таранах анса хӑлхисене усӑнтарса тӑрать.Ушитая, но тем не менее сползавшая на брови и топырившая ему уши.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпир куҫ хупмасӑр ун патӗнче ларатпӑр.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володя ҫутӑлас умӗн ҫиеле тухсан, йӑмӑхтаракан юр ҫутипе тин ҫеҫ тухакан хӗвел йӑлтӑртатнине куҫ хӑнӑхтӑр тесе, нумайччен тип вар тӗпӗнче ларчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Кун ҫутипе куҫ ыратни кӑштах лӑплансан, Володя хӑйне мӗн кирлине пӑхса илме ӗлкӗрчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Володьӑн чӳрече патне чупса пырса, чӑмӑрӗсемпе кантӑка шаккаса, тен юлашки хут, амӑшӗ ҫине ыткӑнса, ун ҫумне лӑпчӑнас килчӗ; аллисемпе амӑшӗн хулпуҫҫисене тытса, унӑн уснӑ пичӗ ҫине аялтан ҫӳлелле куҫ илмесӗр пӑхса, ҫапла кӑшкӑрса ярас килчӗ:
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.