Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Апла пулсан, — терӗ Обломов, пӗр вӑхӑт шӑпланнӑ хыҫҫӑн каллех калаҫма пуҫласа, — мӗншӗн тӑрмашатӑн-ха, санӑн тӗллевӳ хӑвна валли ӗмӗрлӗхех пуянлӑх пухса кайран канлӗн канма пуҫласси пулмасан?..
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Писевлесе хӗретнӗ ултава шуранкка чӑнлӑхран ҫав паллӑ мар ҫӗрте вӑхӑтра уйӑрса илме май килсен, вӑл хӑй шӑпине тав тӑвать; чечексемпе ӑста витнӗ ултавран пӑрӑнса иртсен, такӑнса ӳкмесен, ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухмасан, ҫакна пула кайран ӗмӗрлӗхех унӑн пурнӑҫӗнче кӑмӑлсӑр паллӑ юлмасан, вӑл ҫав тери хавасланать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача ӑс-тӑнне тӗлӗнмелле усал мӗлкесем вырнаҫаҫҫӗ; шиклӗхпе кичемлӗх унӑн чӗрине чылайлӑхах, тен, ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлчӗҫ пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кам та пулин ватлӑхпа е мӗнле те пулин вӑрӑма пыракан чирпе ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ пулсан, унти ҫынсем кайран та ҫакнашкал сайра пулакан ӗҫ пирки чылайччен тӗлӗнсе пурӑнаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла вара Тарантьев ӗмӗрлӗхех теоретик ҫеҫ пулса юлнӑ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтем йӑха ылханнӑ пирӗнне ӗмӗрлӗхех.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тӳпене парӑнтарма чӗнсе калакан ҫак хура сухаллӑ ҫынна вӑл ӗмӗрлӗхех ас туса юлнӑ.Он на всю жизнь запомнил чернобородого богатыря, дерзко звавшего к завоеванию неба.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Хӗвелпе ҫуталса тем анлӑш сарӑлса выртакан Атӑл ҫавӑн чухне арҫын ача чунне ӗмӗрлӗхех кӗрсе вырнаҫрӗ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ҫак вӗренӳ заведенийӗнчен хӑйсен ӗҫӗсемпе ӗмӗрлӗхех чапа тухнӑ ученӑйсем, тӗпчевҫӗсем, ҫулҫӳревҫӗсем, флотоводецсем сахал мар тухнӑ.
Виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Ӗмӗрлӗхех арҫын ача пулса ҫӳреймест-ҫке вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Ҫак кунхине ялтӑраса курӑнан ҫӗнтерӳ туйӑмӗ пирӗн чуна ҫутатни ӗмӗрлӗхех асра тӑрса юлчӗ.Это был день, когда вдруг сверкнуло в душе и осталось навеки ослепительное сознание победы.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗмӗрлӗхех сирӗн.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл ун чухне ачан пуҫне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлнӑ.
XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Мӑшӑрӑм ҫывӑрать, аллине питҫӑмарти айне хунӑ вал, хитре те ӑслӑскер, темшӗн вӑл мана ӗмӗрлӗхех юратса пӑрахрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Родион ҫакна лайӑх пӗлнӗ: унӑн ӗлӗкхи пурӑнӑҫне тавӑрма май ҫук, патша флотӗнче матроссен ирӗксӗр пурнӑҫӗ те, ялти сарӑ е кӗрен мальва чечекӗсем хушшинче ларакан симӗс чӳречеллӗ шурӑ пӳрт те, хресченӗн йывӑр пурӑнӑҫӗ те — ҫаксенчен пуринчен те вӑл ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлнӑ.
XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Петяшӑн хресченсен пурнӑҫӗ, вӗсем мӗнле ӗҫлени ӗмӗрлӗхех асра юлнӑ: ҫӗнӗ улӑм ҫуталса выртни, пӳртӗн кай енне шурӑ тӑмпа шуратнӑ стена ҫумӗнчи ситца татӑкӗсенчен ҫӗленӗ пуканесем, типӗтсе хунӑ «таракуци» текен вылямалли вӗтӗ кавӑнсем.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫавӑн пекех хӑйне сума сутаракан паттӑр Ленинград та хӑйне тытса тӑрайми ирӗклӗх вӑй-хӑватне хӳтӗлекен ҫапса туллатнӑ чӳречисемпе, Вспольери ҫӗрле те ҫывӑра пӗлмен, ӗшеннӗ, вӑрҫӑн хура-шурне курнӑ вокзалӗпе ӗмӗрлӗхех асамра тӑрса юлчӗ…
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ сире Ҫурҫӗр ҫынниех тесе шутлаттӑмччӗ — ӗмӗрлӗхех тесе тӑраттӑм.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗнтӗ мӗнле пулсан та халӗ мана Ленинграда вӗҫме никам та кансӗрлеместчӗ, унта арӑма шырама, вӑл ӗмӗрлӗхех ҫухалнипе ҫухалманнине тӗрӗс пӗлме никам та ним чухлӗ те кансӗрлеместчӗ-ха.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Килӗшнӗ-ши вӑл Катя хӑйшӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалнӑ тенипе?
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951