Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗркелеме (тĕпĕ: йӗркеле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Теприсем ферма хуҫалӑхӗ йӗркелеме сӗнӗҫ.

Некоторые предложат организовать фермерское хозяйство.

Мӑнкун йӑли манӑҫать // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2739.html

«Донецк ҫыннисем — чӑн-чӑн паттӑрсем, вӗсен пурнӑҫӗ халь блокадӑри Ленинградри ҫынсенни пек. Юн юхать пулин те вӗсем мирлӗ пурнӑҫа йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ. Хулари транспорта хута янӑ, урамсене тасатаҫҫӗ, арканнӑ хулана сӑн кӗртеҫҫӗ».

Помоги переводом

Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ кӗвӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

- Центра килекенсене тӗллевлӗ пулӑшу пама, вӗсемпе калаҫма, ӑнлантару ӗҫӗ йӗркелеме чӑннипех те опытлӑ специалистсем кирлӗ.

Помоги переводом

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалла, инвестицисем явӑҫтармалла, муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗр ресурсӗсене тытса пырас, вӗсемпе усӑ курас ӗҫсен тухӑҫлӑхне пысӑклатмалла, экономика ӳсӗмӗн вырӑнӗсене йӗркелеме май паракан пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшмалла.

Помоги переводом

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

9. Вӑл тата — эхер те патша влаҫӗпе ӑна ҫамрӑксен ӳт-пӗвне аталантармалли шкула йӗркелеме, Иерусалим ҫыннисене Антиохи ҫыннисем тесе ҫырма ирӗк парсассӑн — ҫакӑн ҫумне ҫӗр аллӑ талант хушма пулнӑ.

9. Сверх того обещал и еще подписать сто пятьдесят талантов, если предоставлено ему будет властью его устроить училище для телесного упражнения юношей и писать Иерусалимлян Антиохиянами.

2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Малашне те йӗркелеме шутлани ҫинчен вӗсем каланӑ.

Они сказали и о том, что подумают об организации в будущем.

Хусан ҫамрӑкӗсем пухӑнса хӑйсен смартфонӗсем ҫине чӑвашла сарӑм лартрӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11974.html

Хӑвӑрӑн тӗлӗнмелле талантӑра, тӑрӑшулӑхӑра тата малашлӑха курма пӗлнине пула эсир пурне те кӑсӑклантаракан темӑсене тӗплӗн ҫутататӑр, кӑткӑс ыйтусен тупсӑмне уҫса паратӑр тата влаҫпа общество хушшинче усӑллӑ калаҫу йӗркелеме пулӑшатӑр.

Именно благодаря удивительному таланту, незаурядным способностям и умению видеть перспективы Вы всестороннее освещаете самые злободневные темы дня, раскрываете суть вещей и выстраиваете конструктивный диалог с властью и обществом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1326202

Ҫӗнӗ учрежденисем йӗркелеме укҫа пулмасть.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Раҫҫей Правительствинче ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӗренӳ центрӗсем йӗркелеме хутшӑнакан регионсем ҫӗршывӑн ӑс-хакӑл резервуарӗсем пулса тӑраҫҫӗ, малашлӑх программисене апробациленӗ чухне вӗсемшӗн «симӗс ҫутӑ» ҫутӑлать.

Помоги переводом

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Продукцие тирпейлесе производствӑна кӗртмелли схемӑпа усӑ курма, сӑра вӗретекен ассоциацисем, хӑмла тата ытти продукци туса илекен, лавккасенче сутакан холдингсем йӗркелеме сӗнтӗм.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Вӑл «симӗс ылтӑна» сортлассине йӗркелеме май пачӗ.

Помоги переводом

Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пирӗн уйрӑм пӗчӗк, ҫавӑнпа ӗҫе йӗркелеме ҫӑмӑлрах.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тен, малашне ЖЗЛ /«Жизнь замечательных людей»/ шухӑша тӗпе хурса, «Чи лайӑх чӑваш журналисчӗсем» ярӑм йӗркелеме те май килӗ?

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Потребительсен обществин канашӗн председателӗ Вениамин Чернов «Утар» ятлӑ потребпӗрлешӳ йӗркелеме сӗннӗ тата ытти те.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тепӗр икӗ ҫултан «Петр Садовников сцена ҫинче — 25 ҫул» уяв йӗркелеме ӗмӗтленетӗп.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑҫал кинопа ҫыхӑннӑ мероприятисем чылай йӗркелеме палӑртнӑ.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Сӗт хакне мӗнле те пулин ял ҫыннин кӑмӑлне тивӗҫтермелле йӗркелеме пулать-ши? - пӑшӑрханса ыйтрӗ Владимир Казаков фермер.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Турнир йӗркелӳҫисем ҫакӑнпа кӑна лӑпланса ларасшӑн мар, Александр Станиславович Бойков каланӑ тӑрӑх, планра ҫуллахи мини-футбол енӗпе ӑмӑртусем йӗркелеме те пӑхасшӑн, районти урам командисем хушшинче Лига вӑййисем те ирттересшӗн.

Помоги переводом

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

— Ҫавнашкал экскурсисене ютран килекен туристсем валли ҫеҫ мар, хамӑрӑн вӗренекенсем валли те йӗркелеме тытӑнатпӑр.

Помоги переводом

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Йӑлари хытӑ каяша пухас, ҫав шутра уйӑрса пухас, турттарас, суйласа иккӗмӗш хут ӗҫе кӗртес, утилизацилес, сиенсӗрлетес, ҫӗр айне чикес ӗҫе йӗркелеме ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине шаннӑ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней