Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнма (тĕпĕ: хутшӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах вӑл хутшӑнма кирлӗ маррине часах ӑнланчӗ, мӗншӗн тесен сӑмах Лузгин текен ҫын колхоза ертсе пыма пултарнипе пултарманни ҫинчен ҫеҫ мар, икӗ секретаре уйӑрса тӑракан чылай пысӑкрах япала ҫинчен пырать-мӗн.

Но скоро он понял, что вряд ли стоит так поступать, потому что, судя по всему, речь шла не только о способности какого-то Лузгина вести колхоз, а о чем-то более серьезном, разделявшем двух секретарей.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ытти районсенче халӑха «Самозанятость» программа на хутшӑнма ӳкӗтлеме тивнӗ пулсан, Теччӗ тӑрӑхӗнче пач урӑх лару-тӑру.

Если в других районах, чтобы участвовать в программе «Самозанятость» население нужно было просить, то в районе Тетюши совсем другая ситуация.

Яваплӑх хӑратмасть // Ирина НИКОЛАЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.

Хӑй района ертсе пынӑ ҫулсенче Пробатов Пашӑна, халӑхӑн шавлӑ пуххисене хутшӑнма юратман, пурне те ҫул паракан именчӗк те ырхан хӗре пӗлмен те темелле.

В те годы, когда он верховодил в районе, он почти не знал Пашу, робкую и худенькую девушку, всегда сторонившуюся шумных сборищ и уступавшую всем дорогу.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурнӑҫ вара ӑна пур районсен ӗҫне те, пур вак-тӗвек ӗҫне те хутшӑнма хистенӗ, ҫав вак-тӗвексенчен ыран пысӑк ӗҫсем пулса кайма пултарнӑ…

А жизнь заставляла его вмешиваться во все дела и мелочи, из которых уже завтра могли развиться серьезные дела…

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурнӑҫӗ темӗнле йывӑр пулсан та Олег ачасемпе хутшӑнма пӑрахман.

Несмотря на всю тяжесть жизни, Олег не переставал общаться с детьми.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Правительство ҫакӑн ҫинчен пӗлтерет: вырӑнти пурнӑҫа йӗркелесе ярас ӗҫе вырӑнти халӑх хӑй ҫеҫ хутшӑнма тивӗҫлӗ.

Правительство заявляет, что в устройстве местной жизни может принимать участие лишь местное население.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ман таса мар вӑййа хутшӑнма кӑмӑлӑм ҫук!

Но я не желаю участвовать в этой бесчестной игре!

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунхине Григорин, ӑнсӑртран тенӗ пек, пӗр аван мар ӗҫе хутшӑнма тиврӗ.

В тот день случай втянул Григория в неприятную историю.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ хам хисеплемен ҫынсемпе хутшӑнма пултараймастӑп.

Я не могу общаться с людьми, которых не уважаю.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пресс-релизра кӑтартнӑ тӑрӑх кӑмӑл тӑвакансем пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫул ӳсӗмӗпе чарусем ҫук.

В пресс-релизе указывается, что принять участие могут все желающие, без ограничений по возрасту.

«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш: видеоинсценировка» видеоконкурс пуҫланать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24293.html

Ҫакӑнтан пуҫласа тытӑннӑ та вара турккӑ юнӗ казак юнӗпе хутшӑнма.

С тех пор и пошла турецкая кровь скрещиваться с казачьей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах ют ҫын ӗҫне хутшӑнма юратакан этем тӳрех асӑрхатчӗ ӗнтӗ: Солоха пуринчен ытла Чуба килӗштерет.

Но охотник мешаться в чужие дела тотчас бы заметил, что Солоха была приветливее всего с козаком Чубом.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Кирлӗ пулнӑ вӗт-ха ӑна, шуйттана, ҫав ӗҫе хутшӑнма, — терӗ Чуб, уссийӗсене ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлкаласа.

— Надобно же было, — продолжал Чуб, утирая рукавом усы, — какому-то дьяволу, чтоб ему не довелось,

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Санӑн, Тимофей Ильич, тен, куҫусем тӗрӗс кураҫҫӗ, сана халӗ пӗтӗм парти пысӑк шанчӑк панӑ пулсан, эсӗ станицӑн кирек епле пурнӑҫне те партилле хутшӑнма тата станицӑри пур йӗркесӗрлӗхсене те сӑнаса тӑма тивӗҫ…

— «У тебя, говорит, Тимофей Ильич, глаз верный, и раз ты теперь имеешь от всей нашей партии такое великое доверие, то во всякую жизнь станицы должон вникать по-партийному и за всеми станичными порядками присматривать…»

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Илӗртӳллӗ хӗрарӑм хӑй», — шухӑшларӗ те вӑл, вара калаҫӑва хутшӑнма, ҫав Хевелтухӑҫнелле каякан поезд ҫинче мӗн-мӗн пулса иртнине, буфетра мӗнле-мӗнле таварсем пулнине ыйтма шухӑш тытрӗ, анчах ҫак вӑхӑтра лавкка умне пит чаплӑ тӑхӑннӑ, ҫӳҫне ку чухнехи майлӑ якатнӑ Настенька Вирцева темле арҫына ҫавӑтса пычӗ.

«А смазливенькая собой бабенка», — подумал он и хотел было вступить в разговор и расспросить, что же происходит в том поезде, что идет на Восток, и какие бывают товары в буфете, но тут к ларьку подошла Настенька Вирцева в роскошном платье и в модной прическе, ведя под руку какого-то мужчину.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку ӗҫре вӗсен компанине хутшӑнма пултаратӑп.

Могу им в этом деле составить компанию.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ирина, ҫаплах кайӑк ҫинчен шухӑшласа, упӑшки ҫине пӗрре сиввӗн, тепре ачашшӑн пӑха-пӑха илчӗ, — унӑн та темскер калас килчӗ пулмалла, анчах вӑл калаҫӑва хутшӑнма хӑяймарӗ…

Ирина, еще думая о птичке, посматривала на мужа, — видимо, и ей хотелось что-то сказать, но она не решалась вмешиваться в разговор…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— «Сирӗнпе… хутшӑнма шутлатпӑр» ҫыртӑн-и?

— Написал: «желаем вступить с вами»?

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Сире тата сирӗн юлташӑрсене пӗрле ӗҫленипе пӗлсе тата хӑвӑр панӑ сӑмахсенчен нихҫан та пӑрӑнманнипе палӑрса тӑракан опытлӑ механизаторсем пулнине шута илсе, эпир, Григорий Мостовой отрядӗнчи трактористсем, сирӗнпе… хутшӑнма шутлатпӑр…»

«Зная вас и ваших товарищей по работе как опытных механизаторов, у которых слова не расходятся с делом, мы, трактористы отряда Григория Мостового, желаем вступить с вами…»

II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл пӗр самантрах ҫакна тавҫӑрса илнӗ: халь вӗсене виҫӗ нимӗҫ ҫеҫ курнӑ чухне унӑн хӑй енчен ҫапӑҫӑва хутшӑнма нимӗнле сӑлтав та ҫук, ҫывӑхри ращана ҫитсе кӗрсен вара — тен унта нимӗҫсем вуҫах та ҫук пуль, — ку виҫӗ нимӗҫ кая юлса тревога ҫӗклес пулсан та, разведчиксен хӑтӑлма шанчӑк пур, Травкин ҫавӑн пекех тарма та шутламан.

Он моментально рассудил, что, пока его видят только три немца, ему нет никакого расчета первому лезть в драку, а достигнув ближайшей рощи, где немцев, быть может, нет, он имеет шанс спастись даже в том случае, если эти трое поднимут запоздалую тревогу, бежать Травкин тоже не решился.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней