Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

татӑлса (тĕпĕ: татӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ним тунмасӑр каланӑ тӑрӑх, хуторсенче хӗрлисене ӳпкелешекенсем йышлах мар, Хопер округӗнчи улах вырӑнсенче фронтран татӑлса юлнӑ офицерсем пытанса пурӑнаҫҫӗ, восстани тӑвасшӑннисенчен пысӑк вӑй пуҫтарасси пулмасть, мӗншӗн тесен фронтовиксем е килӗсенче лараҫҫӗ, е хӗрлисемпе пӗрле кайнӑ, стариксем тесен, вӗсене пӑрусене витене хуса кӗртнӗ пекех, хӗссе-хуптерлесе ҫитернӗ те, вӗсен халь вӑй та, ӗлӗкхи чапӗ-ячӗ те ҫук.

Направдок рассказывали, что недовольных красными по хуторам не так-то много, что офицеры, оставшиеся по глухим углам Хоперского округа, скрываются, значительных сил, сочувствующих восстанию, сколотить не могут, так как фронтовики либо дома, либо с красными, а стариков загнали, как телят в закут, и ни силы, ни прежнего веса они уже не имеют.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икӗ хутӗнче те Мишкӑна чӗри татӑлса кайса, таҫта аялалла шуса аннӑ пек туйӑнчӗ.

И оба раза сердце у Мишки срывалось и словно катилось куда-то вниз.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫур талӑка яхӑн кайнӑ хыҫҫӑн малтанхи каҫах полк командирӗ, ҫар старшини Филиппов, Солонка слободи патӗнче офицерсен чи пысӑк пайӗпе пӗрле полкран татӑлса юлчӗ, тул ҫутӑлас умӗн вара граф Мольерӑн каялла чакакан, ҫапӑҫусенче аванах лӑскаса пӗтернӗ бригадипе пӗрлешрӗ.

После первого же перехода ночью возле слободы Солонки командир полка, войсковой старшина Филиппов, с большинством офицерского состава отбился от полка и на рассвете пристал к отступавшей, потрепанной в боях бригаде графа Мольера.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ахӑртнех, ҫунать пулмалла-ха, хӑйӗн мӑчӑлти ҫутине сапаласа, Григорий ҫут тӗнчене килнӗ кун ҫӳл тӳпене ярӑнса тухнӑ пӗчӗкҫӗ ҫӑлтӑр; вӑхӑчӗ ҫитмен-тӗр-ха ӑна халех татӑлса ӳкме, аялалла вирхӗнекен сивӗ ҫулӑмӗпелен тӗпсӗр тӳпе ытамне ҫунтарса вӗҫме.

Знать, еще горела тихим трепетным светом та крохотная звездочка, под которой родился Григорий; видно, еще не созрела пора сорваться ей и лететь, сожигая небеса падучим холодным пламенем.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чукаринпа Кружилин ҫулӗсем юпленнӗ тӗлте, сенкер ҫутӑ тӳпе айӗнче, часавай юпин тӗтреллӗ мӗлки курӑнчӗ; ун тӗлӗнче кирпӗч тӗслӗ хӑмӑр кӑтра пӗлӗтсен пӗр ҫӗре капланса тулнӑ пысӑк катрамӗ кӗҫ-вӗҫ татӑлса анас пек тӳп-тӳрӗ усӑнса тӑрать.

На развилке чукаринской и кружилинской дорог виднелся на фоне сиреневого неба увядший силуэт часовни; над ним отвесно ниспадала скопившаяся громада кирпично-бурых кучевых облаков.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

(Чакса пыракан ейӳ вӑхӑтӗнче юхан-шывран татӑлса юлнӑ шӑла пулӑ вӑл, ниҫта кайса кӗреймен енне, кӳлленчӗкре ҫапла ҫатӑлтатать.)

Как мечется суда в какой-нибудь ямке, отрезанная сбывающей полой водой от реки.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӗл тӗслӗ тӳпере шупкалма тытӑннӑ ҫутӑ шурӑ йӗр хӑварса, ӳкме-ҫӑлтӑр татӑлса анчӗ, пӗлӗт хӗрринелле йӑрласа кайрӗ.

Сорвалась и стремительно скатилась к горизонту падучая звезда, на пепельном небе фосфорический стынущий след.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вырӑссем Измаила иличчен маларах пӗлӗт Дуная татӑлса анать.

— Раньше небо упадет в Дунай, чем русские возьмут Измаил.

Измаил // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Подтелков каллех аялалла персе анчӗ, хулпуҫҫийӗ тӗлӗнче сӑран пиншакӗн ҫӗвви татӑлса тухрӗ, ура пӳрнисем хальхинче те ҫӗре перӗнчӗҫ.

Вновь грузно рванулось вниз тело Подтелкова, лопнул на плече шов кожаной куртки, и опять кончики пальцев достали земли.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелковпа Кривошлыков черетре тӑракансем патне пычӗҫ, вӗсене лӑплантарма пикенчӗҫ, анчах сӑмахсен унчченхи пӗлтерӗшӗ пулмарӗ — тепрер минутран хӑйсен кун-ҫулӗ йывӑҫ ҫулҫи татӑлса ӳкнӗ пек татӑлас ҫынсене халӗ пачах урӑххи хыпӑнтарса тӑчӗ.

Подтелков и Кривошлыков подходили к тем, кто дожидался очереди, пытались ободрить, но слова не имели былого значения — иное владело в этот миг людьми, чья жизнь минуту спустя должна была оборваться, как надломленный черенок древесного листа.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫаннисене чавса таран тавӑрса янӑ аллисенче курас милкесем кӑшӑртатса шӑваҫҫӗ, куҫӗсем таран кӗптесе ҫыхнӑ пичӗсем ҫине шурӑ тумламсем татӑлса анаҫҫӗ.

Мочалковые щетки ходили в их засученных по локоть руках, на закутанные по самые глаза лица сыпались белые брызги.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӑн-тӑн-тӑн-тӑн! — сасартӑк чиркӳ тӑрринчен татӑлса анса, площадь тӑрӑх, урамсем, тӑкӑрлӑксем тӑрӑх янӑраса кайрӗ сасӑ; чан сасси хӑмӑррӑн явӑнса выртакан ҫурхи шыв ҫийӗн, типсе ҫитме ӗлкӗреймен шур чуллӑ тӑвайкки ҫийӗн тӗнкӗлтетсе чупрӗ, вӑрман тӗлне ҫитсен, вӗтӗ-вӗтӗ ясмӑк пӗрчисем пек тӗпренсе саланчӗ те хурлӑхлӑн йынӑшса шӑпланчӗ.

Дон-дон-дон-дон! — сорвалось с колокольни и залило площадь, улицы, проулки; над бурой гладью полой воды, над непросохшими меловыми мысами горы звон пошел перекатом, в лесу рассыпался на мелкие, как чечевица, осколки, — стеня, замер.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапла вара Тури Дон округӗ, вун икӗ станицӑпа украинецсен пӗр вулӑсне хӑй ҫумне пӗрлештернӗскер, центртан пачах татӑлса, хӑйне уйрӑм пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлать.

И Верхне-Донской округ, оттягавший себе двенадцать станиц и одну украинскую волость, зажил обособленной от центра жизнью.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Алӑка ҫаклатса хунӑ тимӗр ҫекӗл тӑпсинчен татӑлса тухрӗ.

Легонький крючок выскочил из пробоя.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пыр тӗпӗсем татӑлса тухас пек хӑватлӑ «ура» кӑшкӑрса ӑсатаҫҫӗ ӑна офицерсен батальонӗсем.

Густым рыкающим «ура» провожали его офицерские батальоны.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ури вӗҫӗнче, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе, арӑмӗ татӑлса йӗрет.

У ног его билась упавшая на колени жена.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑлха алки татӑлса кайрӗ те ак, ҫав виҫӗ пуслӑх япалана та тупса илме ҫук! — хуйхӑллӑн вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне.

Сережка вон сломалась, да и той грош цена! — докончила она с горестью.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сулахай хулпуҫҫийӗ ҫинчи пакунӗ татӑлса ӳкнӗ.

Погон на левом плече его был оборван.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ха-а-а-а-а!.. — снаряд пек ахлатса кайрӗ те сасӑ, мачча ҫумӗнчен штукатурка катӑкӗсем татӑлса анчӗҫ, урайӗнче чӑл-паррӑн тӗпренсе саланчӗҫ.

— Га-а-а-а-а!.. — снарядным взрывом лопнул крик, осколками посыпались с потолка куски отвалившейся штукатурки.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Улӑм шывӗ сарӑхтарса янӑ пӑр шереписем, ҫурт тӑррисенчен татӑлса анса, кантӑк пек чӑнкӑртатса ванаҫҫӗ.

С крыш падали пожелтевшие от соломы сосульки, разбивались со стеклянным звоном.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней