Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун сассинче хӑйне хӑй ирӗксӗрлени палӑрса тӑчӗ.В котором, мимо его воли, все-таки высказывалась борьба с самим собою.
XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Хӑй вӑхӑтӗнче ытларах калавсемпе пьесасем ҫырнӑ пулин те, паянхи вулаканшӑн Н. Мранька халӑх хушшине анлӑ сарӑлнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗпе палӑрса юлчӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юратнӑ ҫынпа ют хулара, палламан ҫынсем хушшинче ҫӳреме темле уйрӑммӑнах кӑмӑллӑ: пурте лайӑх та ыттисенчен палӑрса тӑнӑ пек туйӑнать, пурне те ырлӑх, килӗшӳ тата хӑвӑнни пек телей сунатӑн.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
«Вӗтӗ ҫӑмлӑ такасен ашшӗн» сӑн-питӗнче айванла мӑнкӑмӑллӑх, хастарлӑх, кутӑнлӑх, ҫаврӑнӑҫусӑрлӑх, тӑнсӑрлӑх питӗ лайӑх палӑрса тӑнипе тата ҫав вӑхӑтрах кӗлетке Инсаровпа каснӑ-лартнӑ пӗр сӑнарлӑ пулнипе Берсенев ахӑлтатса кулмасӑр тӳссе тӑраймарӗ.
XX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсенев ун патне кӗрсе Феербах ҫинчен калаҫрӗ, Инсаров ӑна тимлӗн итлерӗ, сайра хутра кӑна килӗшмесӗр хирӗҫлерӗ, анчах вӑл хирӗҫлени вырӑнлӑ пулчӗ; вӑл хирӗҫлесе каланинче Феераха вуласа вӗренмелле-и е унсӑрах ҫырлахма пулать-и, тенине татса парасшӑн тӑрӑшни палӑрса тӑчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров ют ҫӗршывра ҫурални (вӑл болгар) сӑн-питӗнчен тата уҫҫӑнрах палӑрать: вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулсене хитнӗ, типшӗм те тӗреклӗ, путӑк кӑкӑрлӑ, шӑнӑрлӑ ҫирӗп алӑллӑ ҫамрӑк ҫын; вӑл яр уҫҫӑн палӑрса тӑракан сӑн-сӑпатлӑ, курпун сӑмсаллӑ, кӑвакрах хура ҫӳҫлӗ, сарлакарах мар ҫамкаллӑ, витӗр пӑхакан пӗчӗк куҫлӑ, ҫара куҫхаршиллӗ; кулнӑ чухне ҫӳхе тути айӗнчен илемлӗ шурӑ шӑлӗсем самантлӑха курӑнаҫҫӗ.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл Еленӑпа юнашар хуллен утрӗ, мелсӗррӗн яра-яра пуҫрӗ, ун аллинчен те мелсӗррӗн тытса пычӗ, хушӑран ӑна хул-пуҫҫийӗпе те тӗрткелесе илчӗ, пӗрре те ун ҫине пӑхмарӗ; анчах вӑл, ирӗккӗн пулмасан та, ҫӑмӑллӑн калаҫрӗ; вӑл ахаль сӑмахсемпе те тӗрӗс сӑмахларӗ, унӑн пӗрре йывӑҫ вуллисем ҫине, тепре хӑйӑр сарнӑ сукмак ҫине пӑхакан куҫӗсенче кӑмӑлӗ ырӑ туйӑмпа ҫӗкленни палӑрса тӑчӗ, лӑпкӑ сассинче вара хӑй шухӑшне урӑх ҫынна, хӑйшӗн хаклӑ ҫынна, каласа пама май килнӗшӗн хавасланни илтӗнчӗ.
IV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Унӑн кӳлепи аякран питне-куҫне кукӑртса пӑрахнӑ упӑтен каҫӑр пуҫӗ пек курӑнса инҫетлӗхре уҫҫӑнах палӑрса тӑрать.Контур её резко вырисовывался на горизонте и походил на запрокинутую голову гримасничающей обезьяны.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Темӗнле тӗтреллӗ кӳлепесем аякранах палӑрса тӑраҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Макари» команди капитан мӗн тунинех тӑвать, ҫавӑнпа та, тӳрех каламалла, Туфольд бухтинчен ҫӳрекен «Макари» пек пысӑк тимсӗрлӗхпе палӑрса тӑраканни урӑх пӗр карап та ҫук пуль.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн хура куҫӗсем, ҫын ҫине пӑхсан, ҫынна лапчӑнтарсах антараҫҫӗ, ватӑ сӑнӗнче халӗ те ӗлӗкхи илемӗн йӗрӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ.С тяжелым, придавливающим взором черных глаз и со следами былой красоты на старом лице.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ун ҫумӗнче, чавсипе пианино ҫине тӗреленсе, Цветаев ларать, вӑл илемлӗ ҫырӑ ҫын, тути хӗррисем унӑн калама ҫук уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Тӗп пролетари ҫынни Артём, тем пирки чипер сӑн-сӑпатлӑ ҫӗвӗҫ-работница Гальӑпа виҫӗ ҫул хушши пынӑ туслӑха татрӗ те пилӗк ҫынлӑ, пӗр ӗҫлекен ҫук ҫемьене, нимӗнпе те палӑрса тӑман Стёша патне, киле кӗчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл: ку ҫын — шайкӑн атаманӗ, хӑйӗн усал ӗҫӗсене пула мӗнпур ҫӗршывӗпе палӑрса тӑраканскер, терӗ.Этот человек был атаманом шайки, успевшего стяжать себе мрачную славу.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем чарӑннӑ вырӑнӑн пӗр айӑккипе, ҫурҫӗр енче, Дурмонди сӑрчӗ ҫӗкленсе ларать, тепӗр айӑккипе — Дройден сӑрчӗ, унӑн ҫӳллӗ мар тӑрри кӑнтӑр енчи горизонтра палӑрса тӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӑпри унти пекех курӑклӑ та тикӗс, горизонт унти пекех таҫта аякра уҫҫӑнах палӑрса тӑрать.Почва была такая же травянистая и гладкая, горизонт такой же далёкий и резко очерченный.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем пурте акӑлчансемпе американецсем, арӑмӗсем вара Добрая Надежда сӑмсахӗнчи хӑйсен акӑш-макаш йӗркесӗрлӗхӗсемпе палӑрса тӑракан негритянкӑсемпе готентоткӑсем пулса тӑраҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Горизонтран аванах палӑрса килекен хура пӗлӗт ушкӑн-ушкӑн ҫумӑрсене пӗрин хыҫҫӑн теприне курӑнми туса пырать.Тяжёлая тёмная туча, резко выделяющаяся на горизонте, скрывала от глаз созвездие за созвездием.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫакӑ ҫав тери тырпул аван ӳсекен ҫӗршывра акӑш-макӑш ҫӳллӗ ӳсекен курӑксенчен те, сип-симӗс курӑнса выртакан ҫарансенчен те аванах палӑрса тӑрать.Это было видно по необычайной даже в этой плодородной стране высоте травы, по тёмной зелени пастбищ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мануэль сержант ытла та ҫӗкленсе кайса калаҫнине пула ҫулҫӳревҫӗсем унпа вӑрҫӑ ӗҫӗ мӗнтен ытлашши палӑрса тӑни ҫинчен те, ҫавӑн пекех унӑн салтакӗсем хатӗрлекен ҫемьин аван пуласлӑхӗ ҫинчен те тавлашма пултараймарӗҫ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.