Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Лере сăмах пирĕн базăра пур.
Лере (тĕпĕ: лере) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лере, айлӑмра, юрпа витӗннӗ водокачка хӗвелпе йӑлтӑртатнӑ ҫӗрте, Тутаринов мучи плантацийӗ тавра чавнӑ ҫырма пырать, чавса кӑларнӑ тӑм пӗчӗк тӗмӗсем пек выртать.

А в том месте, где лежит низина и блестит на солнце, весь в снегу, веер водокачки, в обход плантаций деда Тутаринова уже идет ров, бугорками лежит свежая насыпь щебня и суглинка.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Таҫта лере, станци хыҫӗнче, каҫ пулас умӗнхи ӗнтерӗкпе витӗннӗ уй-хирсем хыҫӗнче, паҫӑрах тӗттӗмленсе килнӗ.

Где-то за станцией, за сумеречными полями, дыша холодком, уже легла ночь.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫта лере, эшелон хӳринче, пӗр ҫамрӑк казак юрӑ шӑрантарать, такама ҫӗрлехи тӗттӗмре хӑйӗн хурлӑхлӑ шӑпи ҫинчен каласа парать:

Где-то в хвосте эшелона молодой казачий голос пел, жаловался в темноте неведомо кому:

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, пирӗн патра шутланӑ тӑрӑх, ҫӗршывра пӗрешкел пысӑк вӑйсем иккӗ: Корнилов тата большевиксем: Керенский икӗ чул хушшинче, — пӗри мар пулсан, тепри сирпӗнтерсе ӳкерет ӑна.

У нас там думают так: две равнозначащих — это Корнилов и большевики: Керенский между двумя жерновами, — не тот, так другой его сотрет.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере ав, юнпа пӗвеннӗ Белорусси тӗлӗнче, хурлӑхлӑ куҫҫульпе ҫӑвӑнакан тӗксӗм ҫӑлтӑрсем чӳхенсе ҫуталаҫҫӗ.

А над намокшей в крови Беларусью скорбно слезились звезды.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере ҫемьесем хуйхӑ-суйхӑпа тӗкӗнсе ҫитнӗ… пурнӑҫ-и ку?..

А семьи наши там нужду принимают, да ить как?..

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, Донӑн тепӗр айккинче, кӑнтӑр ҫиле лӑскаса хӑваланинчен тарса ӳкесшӗн пулнӑ пек, пӗр вырӑнта тӗлсӗррӗн хӑлаҫланса чупрӗҫ кӗмӗл туратлӑ тирексем.

За Доном, понукаемые южным волнующим ветром, стремились в недвижном зыбком беге тополя.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, ту ҫамкин чӑнкӑ тайлӑмӗн тепӗр енче, нимӗҫсем патӗнче, пичӗ ҫил каснипе хӗрелнӗ тата сӑмси тирӗ виселенсе хӑйпӑннӑ саксонец-лейтенант пӗтӗм кӗлеткипе каҫӑрӑлса тӑнӑ; хӑйсен салтакӗсем хушшинче йӑлкӑшса кулса, вӗҫкӗнле харсӑрланса калаҫать:

Там, за увалом, у немцев, лейтенант-саксонец, с красным от ветра лицом и облупившимся носом, откидываясь всем корпусом назад, улыбаясь, кричал задорно солдатам:

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Таҫта лере, ҫумӑр пӗрех май пӗрӗхсе тӑнипе тӗссӗрленнӗ тӳпере, нимӗҫсем кӑкарса хунӑ аэростат, сарӑрах кӑвак тӗслӗскер, пӗр хускалми ҫакӑнса тӑрать.

Вдали, на вылинявшем от дождей хмарном небе, желто-серым недвижным пятном висел немецкий привязной аэростат.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере, ав, наступлени пырать, эпир кунта эрнере пӗр обойма персе пӗтерместпӗр.

 — На чистом наступают, а мы тут за неделю по обойме расстреливаем.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лере ватӑрах ҫын пӗр офицерпа калаҫса тӑрать, кунта артиллериста пӗр ушкӑн ҫын хупӑрласа илнӗ, унта савӑнӑҫлӑ питлӗ, йӑлтӑркка куҫлӑ хӗрсем танкистсене чечексем параҫҫӗ, пурин сӑнӗсенче те Сергей савӑннине, тӗлӗннине курнӑ…

Здесь пожилой мужчина о чем-то разговаривал с офицером, там толпа окружила артиллеристов, а девушки с веселыми, смеющимися лицами дарили танкистам цветы и улыбки, в глазах всех людей Сергей видел и радость и удивление…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Аван ушкӑн пухӑннӑ, — шухӑшларӗ вӑл. — Кун пек савӑнӑҫлӑ та ӗҫчен ушкӑнпа эпир пӗр уйӑх хушшинче нумай пӗрене антарма пултарӑпӑр, Савва лере шывран кӑларма кӑна ӗлкӗртӗр».

«Хорошая подобралась артель, — думал он. — С такой дружной артелью мы за месяц столько сбросим леса в реку, что Савва только поспевай ловить бревна и вытаскивать их из воды».

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳллӗ тусен хушшинче ҫынсене акӑш-макӑш хӳшӗри пек туйӑнать, лере вӑрман хуралса ларать.

Перед глазами огромным шатром рисовалась почти отвесная скала, а наискось от нее тучей темнел лес.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лере?

— А там?

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лере, инҫетри лутра сӑртсем хыҫӗнче, Кубаньрен пӗр юпӑ юхса тухать те ун хӗррипе пырать, ҫавӑнта вара, чӑнкӑ ҫыран патӗнче шыв ҫӗкленет…

Может быть, за дальними холмами отойдет от Кубани рукав, протянется вдоль берега, а вот в этом месте, у каменного обрыва, подымется вода…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пусӑ тулли ҫын, лобогрейкӑсем ҫунаттисене пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫавӑрса пыраҫҫӗ, вӗсене тӑватӑ лаша е мӑшӑр самӑр вӑкӑр кӳлнӗ, — хӑвалакансем е йӗнер ҫинче, е вӑкӑрсен йывӑҫ сӳсменӗ ҫинче ларса пыраҫҫӗ, унтах пӗр лаша кӳлнӗ урапа кайӑк йӑви пек курӑнса каять, ҫав йӑвара е трактор бригадин бригадирӗ, е участокри агроном ларать; лере ҫеҫенхир тӑрӑх ҫип ҫапнӑ пек тӑсӑлса вӑкӑр лавӗсем пыраҫҫӗ — урапа ещӗкӗсем ҫинче типӗ тырӑ йӑлтӑртатса выртать, ҫав тырӑ ҫинче ачасем лараҫҫӗ, ҫӳҫӗсем хӗвелпе шуралса кайнӑ, вӗсем вӑкӑрсене хӑваласа пыраҫҫӗ; тепӗр енче унталла та кунталла грузовиксем вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ, ҫил сирейми тусан ҫӗклеҫҫӗ, — вӑл вӑрҫӑри тӗтӗм карри пек курӑнать, ун айне пытанса пӗр дивизи ҫапӑҫӑва кӗме пултарнӑ пулӗччӗ…

Поля стали многолюдны: там машут крыльями лобогрейки, в которые впряжены то четверка коней, то пара добрых волов; видны погонычи, сидящие либо в седле, либо на ярме; там покажется одноконная бедарка с ящиком сверху, похожим на гнездо, а в том гнезде сидит либо бригадир тракторной бригады, либо участковый агроном; там растянулся по степи, ровной стежкой обоз бычьих упряжек — в бричках-бестарках бронзой отсвечивает зерно, и сидят в этом зерне мальчуганы-возчики с белыми, выгоревшими на солнце головами; там снуют взад и вперед грузовики, подняв такую непроницаемую гряду пыли, что она похожа на дымовую завесу, под прикрытием которой целая дивизия может идти в бой…

XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл бархат мар, вӑл помидор ани; акӑ эсир хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан цинкран тунӑ ҫулҫӑсем куратӑр, вӗсем тӗл-тӗл кӑвакарнӑ, кӗл сапнӑ пек, анчах вӑл цинк та мар, кӗл те мар, вӑл купӑста йӑранӗсем; акӑ тата шупка кӗрен пустав куратӑр эсир — пустав та мар вӑл, хӗрлӗ кӑшман ани анчах… йӑрансем хушшинче шыв юхса выртать — ансӑр шыв юххисем пур пахчасене те тӗрлесе пӗтернӗ; унта та кунта, хурал пек, пысӑк, ҫӑмламас тӑлӑп тӑхӑннӑ юмансем тӑраҫҫӗ; ав унта пӗчӗк пӳрт курӑнать, лере хӳшӗ е чалӑш урисем ҫинче лупас ларать.

Это вовсе не бархат, а густая помидорная ботва; вот блестящие на солнце цинковые листы, местами серые, точно посыпанные золой, а ведь это и не цинк и не зола, а капустные гряды; вот бледно-розовое полотно — нет, это не полотно, а свекольная ботва на грядке; между грядами течет вода — узкие ручейки исчертили все поле; то там, то сям, как стража, стоят кряжистые дубы в кудлатых папахах; чернеет домишко, балаган, а дальше — навес на кривых ногах…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чи малтан куҫа симӗс пиҫиххи пек анасем савӑнтарчӗҫ; унтан пахчасем курӑнчӗҫ — кӗске те кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан арбуз ҫеҫкисем ҫӗре хупласа илеймен-ха, вӑрман хура хӳме евӗрлӗ тӑрать, лере вара, ту хӗрринчен пуҫланса, кукурузӑн шупка-симӗс уйӗ выртать.

Сперва взор радовала толока — зеленый кушак вдоль посевов; затем тянулись бахчи — короткие серебристые плети арбузов еще не укрыли землю; темной стеной стояла лесозащитная полоса, а за ней, к самому подножью гор, растекалась бледная зелень кукурузы.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лере мӗнле-ши, тӑвансем?

Как они там, родные?

Аллине шарт ҫапать Ненила // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Гришатка шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн коридорпа темиҫе утӑм тӑвать: тен, сасартӑк лере таҫта ҫиеле тухмалли пур.

Гришатка подумал и сделал несколько шагов по одному из коридоров: «А вдруг где-то там впереди есть выход?»

Тӑнне ҫухатнӑ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней