Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑлса (тĕпĕ: ҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш хӗрарӑмӑн ачи сывах марччӗ, тухтӑр каланипе кӑнтӑра кайнӑ та — ачине те вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ.

А у той был слабый ребенок, переехали, по совету доктора, на юг — и спасли ребенка.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Иван Захарыч вара Марья Ивановнӑн аслӑ хӗрачине вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ; Петровсем тухтӑр каланипе гостиницӑсене вӑхӑтра куҫса кайнӑ та — ачисем чӗрӗ юлнӑ, куҫса кайман пулсан, ачисем те сывӑ юлас ҫукчӗ.

А у Марьи Ивановны Иван Захарыч спас старшую девочку; а вот у Петровых вовремя, по совету доктора, разъехались по гостиницам — и остались живы, а не разъехались — и померли дети.

XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Ачасем мана та, ӑна та ҫӑлса тӑнӑ.

Дети спасали меня и ее.

XV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Ҫак шанчӑк унӑн — пурӑнас килни, пурӑнасса шанса тӑни пулать, ҫав ҫеҫ ӑна ҫӑлса хӑварма пултарать.

— И то, если она сама захочет жить.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Анчах колхозниксене ҫаратасран ним те ҫӑлса хӑварма пултарайман.

Но ничто не спасало колхозников от грабежей.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лондонра пӗр ҫакӑн пек йытӑ 12 ача ҫӑлса хӑварнӑ; ҫав йытта Боб тесе чӗннӗ.

Одна такая собака в Лондоне спасла двенадцать детей; ее звали Боб.

Пушар йытти // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 8–9 стр.

Анчах вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ ротӑна ҫӑлса хӑварас тӗлӗшпе ним тума та май килмен.

Но в это время уже нельзя было ничего сделать, чтобы спасти роту от гибели.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакӑнса тӑрас ҫӗртен ҫӑлса кӑлартӑм теме пулать.

Из петли, можно сказать, вынул.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Мана турӑ ҫӑлса хӑварчӗ, эпӗ — сана.

— Меня господь спас, а я — тебя.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пӗлместӗп, турри мана темле ҫӑлса хӑварчӗ, — терӗ малалла Ерофей Кузьмич, Лозневой мӗн каланине итлемесӗр, вара хӑй хальтерех кӑна чӑтса ирттернине астуса илнӗ пек пулса, куҫӗсене хупрӗ те сухалне хурлӑхлӑн силлентерсе илчӗ.

— Не знаю, как и спас меня господь, — не слушая Лозневого, продолжал Ерофей Кузьмич и, будто вспомнив, что пережил недавно, прикрыл глаза и горько покачал бородой.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тен, турӑ ҫӑлса хӑварӗ.

Может, пронесет господь.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Мӗншӗн ҫӑлса хӑвартӑн эс мана?!

Зачем ты спасла меня?

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Темиҫе страницине ҫил уҫкаларӗ те ӗнтӗ, — эпӗ Ольховкӑна килсе лекрӗм, эсӗ вара мана ҫӑлса хӑвартӑн…

Перелистнул ветер несколько страниц — и я оказался в Ольховке, и ты меня спасла…

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Командирсене ӗненнӗ вӑл, вӗсем мӗн хушнине чунтан парӑнса, пӗр хирӗҫмесӗр туса пыма хӑнӑхнӑ, пур ҫӗрте те вӗсемшӗн тӑрӑшма хӑнӑхнӑ, — кирлех пулсан, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн вилме те хатӗр пулнӑ.

Он привык верить командирам беззаветно, выполнять их приказы безоговорочно, заботиться о них везде и всюду и, если потребуется, не щадить себя для спасения их жизни.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Епле турри мана вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ-ши, э?

И как только уберег меня господь от смерти, а?

XXVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Танк тӑрук ҫаврӑна-ҫаврӑна илсе, унталла-кунталла-сиккелеме тытӑнчӗ, пӗтӗм уй-хире ҫӗмӗрсе, уласа, каялла ыткӑнчӗ, чарусӑр вӑйпа вут-ҫулӑма хӑй ҫинчен силлесе тӑкса, чӗрчун пек хӑй пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма хӑтланчӗ.

Танк заметался, делая крутые развороты, бросился назад, воя на все поле, — с неистовой силой живого существа он спасал свою жизнь, стряхивая огонь.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вара тытӑнса тӑрасах пулать, мӗнле пулсан та ыттисене шыв урлӑ каҫарса ямаллах, ҫӑлса хӑвармаллах, вилмелле пулсан та, тытӑнса тӑмалла.

Поэтому придется схватиться, как хочешь, а остальных надо перевести через воду, спасти, даже если придется умереть, надо держаться.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халӗ те вӗсем, калаҫу пуҫланӑ май, Мускава ҫӑлса хӑварас тӗлӗшпе, ун патнелле пыракан нимӗҫ ҫарне ҫапса аркатас тӗлӗшпе мӗн тума кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ.

Вот и сейчас начали они толковать о том, что надо бы, дескать, сделать для спасения Москвы, для разгрома фашистских полчищ, идущих к ней.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Батальонта чух Лозневой эрнипех пӗр-пӗр хӑрушӑ ӗҫ сиксе тухасса кӗтсе пурӑннӑччӗ, анчах хальхи пек пулса тухасса вӑл пӗртте кӗтменччӗ: халь ӗнтӗ вӗсен полкӗн, ытти чаҫсене ҫӑлса хӑварасшӑн, пӗтӗмӗшпех пӗтмелле.

Всю неделю отступления Лозневой ждал внезапных и грозных событий, но никак не ожидал того, что случилось: их полк, ради спасения других частей, был обречен на верную гибель.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вилмелле те — ыттисене ҫӑлса хӑвармалла.

Должны умереть, но спасти других.

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней