Поиск
Шырав ĕçĕ:
9. Эй юратнӑ тӑвансем, ҫапла калатпӑр пулин те, эпир ӗнтӗ эсир аванах тытӑнса тӑратӑр пулӗ, ҫӑлӑнас шухӑша тытса пурӑнатӑр пулӗ тесе шанса тӑратпӑр.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир хӑвӑра мӗн хушнине эсир Ҫӳлхуҫа пулӑшнипе унччен мӗнле пурӑнӑҫласа пынӑ, малашне те ҫаплах пурӑнӑҫласса шансах тӑратпӑр.4. Мы уверены о вас в Господе, что вы исполняете и будете исполнять то, что мы вам повелеваем.
2 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпир — ҫӳлте пурӑнасскерсем, Ҫӑлакан, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр та ҫавӑнтан килессе кӗтсе тӑратпӑр эпир.20. Наше же жительство - на небесах, откуда мы ожидаем и Спасителя, Господа нашего Иисуса Христа,
Флп 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир, хӑвӑра хӑвӑр саккунпа тӳрре кӑларакансем, Христоссӑр тӑрса юлтӑр, Турӑ тивлетӗнчен уйӑрӑлтӑр, 5. эпир вара Сывлӑш урлӑ ӗненсе тӳрре тухасса ӗмӗтленсе кӗтсе тӑратпӑр.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ халиччен мӗнле пурӑнтӑм, малашне те ҫаплах пурӑнӑп: «эпир те сирӗн пекех ӗҫлесе тӑратпӑр» тесе мухтанмашкӑн сӑлтав шыракансене эпӗ ун пек сӑлтав тупма памӑп.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кирек хӑҫан та Туррӑн ӗҫлекенӗсем пек пурӑнатпӑр: эпир пурне те тӳсетпӗр — хӗн-хура та, асапа та, ҫитменлӗхе те, 5. хӗненине те, тӗрмене хупнине те, халӑх пӑлханса хӑваласа янине те тӳсетпӗр; эпир йывӑр ӗҫлесе пурӑнатпӑр, ҫӗр ҫывӑрмастпӑр, типӗ тытатпӑр, 6. хамӑра таса усратпӑр, ӑспа ҫӳретпӗр, эпир пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те ырӑ тӑватпӑр, Таса Сывлӑш тивлечӗпе тӑратпӑр, юратнӑ пек туса мар, чӑннипе юрататпӑр, 7. чӑн сӑмаха анчах калатпӑр, Турӑ хӑвачӗ пулӑшнипе ӗҫлетпӗр, сылтӑм аллӑмӑрпа та, сулахай аллӑмӑрпа та тӳрӗлӗх кӑралне тытса тӑратпӑр; 8. эпир чыспа мӑшкӑла та, хамӑра хӑртнине те, мухтанине те тӳсме хатӗр: пире ултавҫӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах та эпир — шанчӑклӑ ҫынсем; 9. эпир паллӑ ҫынсем мар, ҫавах пире пӗлеҫҫӗ; пире ӗнтӗ вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ, акӑ эпир — чӗрӗ; пире асаплантараҫҫӗ, ҫавах эпир вилместпӗр; 10. пире кӳрентереҫҫӗ, эпир ялан савӑнса тӑратпӑр; эпир — чухӑн ҫынсем, ҫавах нумайӑшне пуйтаратпӑр; пирӗн нимӗн те ҫук — хамӑрӑн пурте пур.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑнпа эпир яланах лӑпкӑ, эпир ҫакна пӗлсе тӑратпӑр: ӳтпе пурӑннӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫаран аякра тӑратпӑр 7(эпир куҫ курнипе мар, ӗненнипе пурӑнатпӑр), 8. ҫавӑнпа эпир лӑпкӑ, ҫавӑнпа эпир ҫак ӳтрен уйрӑлса Ҫӳлхуҫа патне вырӑнаҫмашкӑн ӗмӗтленетпӗр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр ҫинчи пӳртӗмӗр — ҫак хӳшӗ — ишӗлсессӗн, пирӗн валли тӳпере Турӑ туса панӑ ҫурт — алӑпа туман ӗмӗрлӗх ҫурт — пуррине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫырура: «эпӗ ӗненеттӗм, ҫавӑнпа каларӑм» тенӗ пек, эпир те ҫавӑн пекех ӗненетпӗр, ӗненнӗрен калатпӑр та: 14. Иисус Ҫӳлхуҫамӑра Чӗртсе Тӑратаканӗ пире те Иисус урлӑ чӗртсе сирӗнпе пӗрле Хӑй умне тӑратассине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пире пур енчен те хӗстереҫҫӗ — ҫавах тытӑнса тӑратпӑр; шанчӑк пӗтнӗ пекех — ҫавах шанатпӑр; 9. пире хӗсӗрлеҫҫӗ — ҫавах эпир пӗччен мар; пире ураран ӳкернӗ — эпир ҫавах пӗтместпӗр; 10. Иисус пурӑнӑҫӗ пирӗн ӳтӗмӗрте палӑртӑр тесе, эпир Унӑн вилӗмне яланах хамӑр ӳтӗмӗрте илсе ҫӳретпӗр.
2 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпир хурлӑх куратпӑр пулсассӑн, сире лӑплантарасшӑн, сире ҫӑласшӑн хурлӑх куратпӑр; эпир лӑпланни сире те — эпир те тӳсекен хӗн-хур пек йывӑрлӑхсене ҫирӗппӗн чӑтса ирттермешкӗн — лӑплантарӗ; 7. эпир сире ҫирӗп шанса тӑратпӑр: эсир пирӗн хӗн-хура пирӗнпе пӗрле тӳссе пирӗнпе пӗрлех лӑпланӑҫ тупасса пӗлетпӗр эпир.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпир ҫак пурӑнӑҫра ҫеҫ Христоса шанса тӑратпӑр пулсассӑн — пур ҫынран та телейсӗр пулатпӑр.19. И если мы в этой только жизни надеемся на Христа, то мы несчастнее всех человеков.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӑкӑр пӗрре, эпир те нумаййӑн пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑртан пай илетпӗр.17. Один хлеб, и мы многие одно тело; ибо все причащаемся от одного хлеба.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ, 5. ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эпир ҫакна пурне те хамӑра Юратаканӑн хӑвачӗпе ҫӗнтерсе тӑратпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хамӑр курманнине ӗмӗтленнӗ чухне вара эпир ӑна тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑратпӑр.25. Но когда надеемся того, чего не видим, тогда ожидаем в терпении.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турӑ пултарнийӗ пурте халичченех йынӑшнине, асапланнине эпир пӗлетпӗр; 23. эпир хамӑр та, Таса Сывлӑш ырӑлӑхӗн пуҫламӑшне илнӗ пулин те, хамӑра ывӑллӑха илессе, вилӗмрен хӑтӑласса кӗтсе ӑшӑмӑрта хуйхӑрса тӑратпӑр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эпир Христоспа вилнӗ пулсассӑн, Унпа пӗрле пурӑнасса та шанса тӑратпӑр.8. Если же мы умерли со Христом, то веруем, что и жить будем с Ним.
Рим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпир ӗнтӗ, ӗненнипе тӳрре тухса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑпа килӗшнӗ; 2. ӗненнипе эпир Ун урлӑ тивлет илме пултартӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ мухтавне курас ӗмӗтпе савӑнса тӑратпӑр.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хамӑр Турӑран иккенне, пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче тӑнине эпир пӗлсе тӑратпӑр.
1 Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.