Поиск
Шырав ĕçĕ:
Служить туса пӗтерсен вӗсем киле ватӑлса тата ӗҫлеме юрӑхсӑр пулса таврӑннӑ, хӑйсен ӗмӗрне вӗсем ыйткалакаласа пурӑнса ирттернӗ.
Салтак чапӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 76–94 с.
Хӑйӗн сӑмахне пӗтерсен, вӑл Ленин патне салам яма сӗннӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Октябрь уйӑхӗнче, Щорс хӑйӗн полкне йӗркелесе пӗтерсен, ӑна шанчӑксӑр ҫынсенчен тасатсан, вӑл оккупантсене кӗтмен ҫӗртен пыра-пыра тапӑнса кансӗрлеме пуҫланӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Чӗркесе пӗтерсен сӑпка пек йӗнер ҫине хучӗ, хӑй вара ҫӑмӑллӑн пӑлан ҫине сиксе утланчӗ те малтине тапранса кайма юрани ҫинчен пӗлтерчӗ.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Пӗтӗмпе хывса пӗтерсен, ӑна вӑл юр ҫине хучӗ те кула-кула, тем те пӗрсем кала-кала юрпа сапма пуҫларӗ.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Кимӗри шыва тӑкса пӗтерсен, эпир унти мӗнпур япаласене типтерлӗрех майлаштарса хутӑмӑр та, ҫиелтен брезентпа витсе, лайӑх кӑна ҫыхрӑмӑр.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Тӗкӗсене майлаштарса пӗтерсен, ӳхӗ каллех шыва кӗрсе ларма тӑнӑччӗ, анчах шӑп ҫак вӑхӑтра вӑрмантан пӑсара сиксе тухрӗ.
Пулӑҫӑ-ӳхӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 81–83 с.
Чӗлӗмӗсене туртса пӗтерсен, Чжан-Баопа Маха йывӑҫ турачӗсем касса вӗсене кимӗн икӗ хӗррипе вырнаҫтарса лартса тухрӗҫ.Покурив, Чжан Бао и Маха нарезали ножами древесных веток и принялись укреплять их по бортам лодки.
Каҫхи сунар // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 27–32 с.
Кӑштах кантӑмӑр та вара, кӑвайт умӗнче чӗлӗмсем турткаласа пӗтерсен, малалла тухса утрӑмӑр.Мы немного отдохнули, покурили у огонька и втроем отправились дальше.
Йӑнӑш курӑннӑ-мӗн… // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 11–15 с.
Каласа пӗтерсен, вӑл ҫӗнӗ ҫынсен сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнет.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кил хуҫи арӑмӗ кама та пулин ҫав тери хисепленине кӑтартас тесе, сӗнекен апат-ҫимӗҫе ҫав ҫынна чи малтан хурса парать, хӑйне валли хӑнасен умне лартса пӗтерсен тин илет.
Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ха-халлӗхе сире пӗр аллӑ тенкӗ парам та, ыттине ӗҫ туса пӗтерсен.Вот прямо сейчас вам отдам полсотни рублей, а остальные потом, как работу закончите.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эппин, савӑтне ӑна малашне те, ҫурт лартса пӗтерсен те ӗҫлеттерӗпӗр.Значит, заводик-то и дальше, как дом построим, все равно будет работать?
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӗр чавакансем — аякри ҫынсем, вӗсем, хӑйсен ӗҫне пӗтерсен, килӗсене саланаҫҫӗ.А землекопы — люди сторонние, закончат свое дело — и по домам.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Лешсем вара, кӗлет туса пӗтерсен, кашни хӑй алӑкӗ урати ҫине ларса, хуҫа пире вилӗмрен ҫӑлчӗ иккен-ха тесе, савӑнса макӑрнӑ, тет.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Бабенчиков сӑмахне каласа пӗтерсен пионерсене виҫшерӗн уйӑрчӗ.
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Зоя кашни сӑмахне вуламассерен тарӑхса пычӗ те вуласа пӗтерсен хута хыттӑн ывӑтса ячӗ.С каждым словом Зоя все больше хмурилась, а дочитав, резко отбросила записку.
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пурте калаҫса пӗтерсен, вара хӑй сӑмах илет те ҫав тери ӑнланмалла, вӑтӑр ҫынна мар, виҫӗ ҫынна каланӑ пек хуллен калама пуҫлать.
Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Ӗҫ пӗтерсен, Кантюк хул хушшинчи шлепкине тытрӗ те ӑна ҫыран айлӑме тӑрӑх кустарса ячӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра та пулин шӑппӑн мӑкӑртатрӗ: — Анас ҫулӑмӑр хирӗҫле ан пытӑр, ҫапла татах киле-киле чӑрманмалла ан пултӑр, — терӗ вӑл.
XXXI. Йӗпетнӗ ҫул // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ташласа пӗтерсен, эрехне ӗҫсе янӑ та куркине урай тӑрӑх кӑлтӑр! кустарса янӑ.А закончив пляс, снял чарку с головы, опрокинул одним махом и покатил по полу пустую посудину.
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.