Поиск
Шырав ĕçĕ:
4. Есевон та, Елеала та кӑшкӑрсах макӑрать: вӗсен сассийӗ Иааца таранах илтӗнет; ӗнтӗ Моавӑн ҫар ҫыннийӗсем те йӗреҫҫӗ; чӗтрет унӑн чунӗ.
Ис 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫар ҫыннийӗн вӑрҫӑра вараланнӑ аттине, юнпа пӗвеннӗ тумтирне ҫунтарма пӑрахӗҫ, вут-ҫулӑм апачӗ тӑвӗҫ.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫӗмренӗсене шӗвӗртнӗ, уххисене туртса карӑнтарнӑ; учӗсен чӗрнийӗ — вутчуль пек, ҫар урапийӗсем — ҫавраҫил пек.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-3. Часах акӑ Ҫӳлхуҫа, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Иерусалимран тата Иудӑран туйине, тӗрекне туртса илӗ, ҫимелли ҫӑкӑрне, ӗҫмелли шывне, паттӑр ҫулпуҫӗпе ҫар ҫыннине, тӳрипе пророкне, витӗркурана, аслӑ ҫынна, алпӳне, пуҫлӑхне, канашҫине, ӑслӑ ӳнерҫине, ӑста вӗрӳҫине туртса илӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ӗнтӗ унӑн ҫӗрӗ кӗмӗлпе-ылтӑнпа тулса ларчӗ, пурлӑхӗн шучӗ те ҫук; унӑн ҫӗрӗ ут-урхамахпа тулса ларчӗ, ҫар урапийӗсен шучӗ те ҫук; 8. унӑн ҫӗрӗ йӗрӗхсемпе тулса ларчӗ: вӗсем хӑйсен алли тунӑскерне, хӑйсен пӳрни ӑсталанӑскерне пуҫҫапаҫҫӗ.
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Манӑн чунӑма икӗ япала хурлантарать, виҫҫӗмӗшӗ вара тарӑхтарсах ярать: 25. ҫар ҫынни ҫуклӑха пула хур курнинчен, ӑслӑ ҫынсем хисепре пулманнинчен хурланатӑп; 26. тӳрӗлӗхрен ҫылӑх еннелле ҫаврӑнакана курсассӑн тарӑхатӑп — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗҫ валли хатӗрлет.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑрӑмне мала хунипе ниме те ӗненменскерсем малтанхи ывӑлӗсене пӗтернӗ чухне ку халӑх шӑпах Турӑ ывӑлӗ пулнине ӗненнӗ: 14. пӗтӗм тавралӑх шӑплӑха путсассӑн, каҫӗ, шӑва-шӑва, хӑйӗн варрине ҫитсессӗн 15. тӳперен, патша вырӑнӗнчен, пӗтме пӳрнӗ ҫӗр варрине Санӑн пурне те тума пултаракан сӑмаху хаяр ҫар ҫынни пек аннӑ.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кам-ши вӑл, шурӑмпуҫ ялтравӗ евӗрскер, уйӑх пек чиперскер, хӗвел ҫутийӗ евӗрскер, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрскер?
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Савниҫӗм-пикеҫӗм, эсӗ Фирца пекех илемлӗ, Иерусалим пекех кӑмӑллӑ, элем ҫӗкленӗ ҫӗнтерейми ҫар евӗрлӗ эсӗ.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑслӑлӑх ҫар кӑралӗнчен лайӑхрах; анчах та ҫылӑха кӗнӗ пӗр ҫынах ыррине нумай пӗтерет.18. Мудрость лучше воинских орудий; но один погрешивший погубит много доброго.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Туррӑн ҫар урапийӗсем пиншер-пиншер пин, имӗ-сумӗ те ҫук; вӗсем хушшинче, Синай ҫинче, сӑваплӑ вырӑнта — Ҫӳлхуҫа.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӳлхуҫа Сӑмахӗпе — тӳпе, Унӑн Сывлӑшӗпе ҫӳлти пӗтӗм ҫар пулса тӑнӑ: 7. тинӗс шывне Вӑл ҫӗмел пек купаласа хунӑ, тӗпсӗр-йӗрсӗр шыва тарӑн вырӑнсене тултарнӑ.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана ҫар тапӑнас пулсассӑн та чӗрем шикленмӗ; мана хирӗҫ вӑрҫӑ хускалсассӑн та пӗрех шанса тӑрӑп.
Пс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑшӗ — ҫар урапипе, хӑшӗ учӗпе мухтанать, эпир вара Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ячӗпе мухтанатпӑр: 9. вӗсем чӑтса тӑраймарӗҫ, ӳксе пӗтрӗҫ, эпир сиксе тӑтӑмӑр, чанк тӑратпӑр.
Пс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Урипе кукалет, хӑйӗн вӑйӗпе хӑй савӑнать; кӑрала хирӗҫ пырать; 22. хӑрушлӑх уншӑн — кулӑш ҫеҫ, шикленмест, хӗҫрен каялла чакмасть; 23. ун ҫийӗн ҫӗмренсем шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ун тавра сӑнӑ-хӗҫ ялтӑрать; 24. хӗрсе кайнӑскер ҫӗре хаяррӑн кӑшлать, трупа кӑшкӑртнӑ чухне тӗк тӑраймасть: 25. трупа сассине илтсессӗн шар-шар кӗҫенсе ярать, ҫапӑҫӑва аякранах сисет, ҫар пуҫӗсен сассине, шӑв-шава таҫтанах илтет.
Иов 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана Унӑн тӗкӗрҫисем хупӑрласа илчӗҫ; Вӑл ӑшӑм-чиккӗме касса ҫурать, хӗрхенмест, ватӑма шӑтарса юхтарса кӑларчӗ, 14. ӳтӗме ҫӗмрен яра-яра шӑтарать, вӑрҫа тухнӑ ҫар ҫынни пек тапӑнать мана.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ахиор сӑмахне итлесе пӗтерсен, чатӑр тавра тӑракан пӗтӗм халӑх шавлама-ӳпкелеме пуҫланӑ, Олофернӑн аслӑ ҫыннисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакансем тата Моав ҫӗрӗнче пурӑнакансем пурте: халех вӗлермелле ӑна, тенӗ; 23. эпир Израиль ывӑлӗсенчен хӑраса тӑмӑпӑр: вӑл халӑхӑн ҫар та ҫук, вирлӗн хирӗҫ тӑма вӑйӗ-хӑвачӗ те ҫук.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Олоферн, хуҫи патӗнчен тухсассӑн, хӑйӗн патне пур аслӑ пуҫлӑха, ҫулпуҫсене, Ассири ҫарпуҫӗсене чӗнтернӗ те, 15. хӑйӗн хуҫи хушнӑ пек, вӑрҫӑ вӑрҫма чи вӑйпитти ҫынсене — ҫӗр ҫирӗм пин ҫуран ҫын тата вуникӗ пин ухӑллӑ юланутҫӑ — суйласа илнӗ, 16. вӗсене ҫапӑҫӑва тухакан ҫар евӗрлӗ йӗркелесе тӑратнӑ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсене Иерусалима кӗвӗ-юрӑ сассипе, тӳнкӗр ҫапса, трупа кӑшкӑртса, ыррӑн-сыввӑн илсе ҫитермешкӗн Дарий вӗсемпе пӗрле пин ҫынлӑ утлӑ ҫар янӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ вара хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнса ҫӳрӗ, ылтӑн савӑтран ӗҫӗ, ылтӑн ҫинче ҫывӑрӗ, ылтӑн йӗвенлӗ урхамах кӳлнӗ ҫар урапипе тухса ҫӳрӗ, пуҫне виссон хӑю ҫыхӗ, мӑйне чаплӑ мӑя ҫакӗ, 7. пысӑк ӑсне кура Дарипе юнашар ларӗ, ӑна Дарий хурӑнташӗ теме тытӑнӗҫ, тенӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.