Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

куҫ сăмах пирĕн базăра пур.
куҫ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Штокман сӑнӗпе тӗксӗмленчӗ, анчах ҫавӑнтах куҫ харшисене ҫӗклесе хӑвӑрт ыйтрӗ:

Штокман нахмурился, но сейчас же приподнял брови, спросил скороговоркой:

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий Аксинйӑн мӑйӗ ҫинчи мамӑк пек ҫемҫе ҫӳҫӗн кӑтра хумӗсене (вӗсене ҫил варкӑштарса арпаштарчӗ), чӑлт шурӑ явлӑкӗн вӗҫӗсене куҫ шарса каймалла уҫҫӑн курчӗ…

Григорий с такой слепящей яркостью, как никогда в действительности, видел пушистые кольца ее волос на шее (ими играл ветер), концы белой косынки…

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн чунӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫпа тулнӑ; вӑл Аксинйӑна ӗлӗкхи пекех халтан кайса юратрӗ, ҫакна пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе, чӗри кашни хут талтлатса тапмассерен туйрӗ, ҫав вӑхӑтрах ку чӑн пурнӑҫра маррине, вӑл пӗтӗмпех иртни, ӗмӗрлӗхе ҫухални, куҫ умне килсе тухнине, ку тӗлӗк кӑна пулнине ӑнланчӗ.

В нем цвело, бродило чувство, он любил Аксинью прежней изнуряющей любовью, он ощущал это всем телом, каждым толчком сердца и в то же время сознавал, что не явь, что мертвое зияет перед его глазами, что это сон.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Санӑн сӑмаххусем — контра! — сиввӗн каларӗ Иван Алексеевич, анчах Григорий ҫине куҫ ҫӗклесе пӑхмарӗ.

— Твои слова — контра! — холодно сказал Иван Алексеевич, но глаз на Григория не поднял.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка тӳсӗмлӗн куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.

Мишка сдержанно покосился.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пичӗ-куҫӗ сивӗпе хӗрелсе кайнӑ, куҫ харшисемпе мӑйӑхӗ пасарнӑ.

Бурый от мороза, с осевшей на бровях и усах изморозью.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юн кӗвелсе ларнӑ тута хӗррисем ҫурхаланчӗҫ, сӑнӗ сарӑхса кайрӗ, куҫ шуррисем кӑвакарса тухрӗҫ.

Запекшиеся кровью губы его растрескались, лицо пожелтело, белки подернулись голубой эмалью.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑксене пачах ӑнланса пӗтме ҫук, куҫ хупмалла вылянӑ пек пурӑнаҫҫӗ.

Молодых вовсе понять нельзя, вроде зажмурки живут.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кӑкӑрне каҫӑртса хучӗ, мӑйӑхне шӑлкаласа, куҫ айӗпе хистевлӗн пӑхрӗ.

Все приосанивался, оглаживая усы, смотрел исподлобно, властно.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Тем-ха курӑнмастӑн эс, тӑванӑм, — чарса хунӑ чакӑр куҫ хӳрипе Дарья ҫине ясаррӑн пӑха-пӑха илсе, сӑмахӗсене килӗшӳллӗ хулӑн сасӑпа тӑсарах каларӗ те Фомин, мӑйӑхне мӑнкӑмӑллӑн пӗтӗрме пуҫларӗ.

— Ты что-то, односум, и глаз не кажешь, — говорил Фомин протяжно, приятным баском, искоса поглядывая на Дарью широко поставленными голубыми глазами женолюба, и с достоинством закручивал ус.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорин хӗсӗннӗ куҫ хушӑкӗсенче ҫутӑ пайӑркисем чӳхенме пуҫларӗҫ.

У Григория в сузившихся прорезях глаз заиграли светлячки.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапах та фронт иртсе кайнӑ хыҫҫӑн чӑлӑм куҫ хупмасӑр ҫӗр каҫакансем те сахал тупӑнмарӗҫ: вӗсемшӗн минтер вӗри, вырӑн хытӑ пулчӗ, тӑван арӑм юттӑн туйӑнчӗ.

Но когда фронт прошел, немало оказалось и таких, кто не спал ночами, кому подушка была горяча, постель жестка и родная жена немила.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий питне-куҫне пӗркелентерчӗ, турткаланчӗ, анчах хӗрарӑм куҫ хӗснине асӑрхаса, ура ҫине тӑчӗ.

Григорий хмурился, упирался, но, заметив, как женщина мигнула, встал.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хуратнӑ куҫ харшийӗсем, чӗкеҫ ҫунатти пек курӑнса, пӗлӗт витӗр сӑрхӑнакан тӗтреллӗ уйӑх ҫутинче хура бархат майлӑ йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Насурмленные брови ее, раскрылившись на лице, под неярким, процеженным сквозь тучи, светом месяца блестели бархатной черниной.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Христоня сасси пӑшӑлтатса тухрӗ, чукмар пек пысӑк аллипе куҫҫульпе нӳрелнӗ куҫ лупашкисене шӑлчӗ.

— Голос Христони сполз на шепот, огромная ладонь вытерла смоченную слезинкой глазницу.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Наталья, пуҫа тутӑр пӗркенсе, хӗрлӗ куҫ харшиллӗ хӗрлӗармееца калинкке хыҫӗнче хӑваласа ҫитрӗ.

Наталья, накинув платок, догнала рыжебрового за калиткой.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ирхине вара хӗрлӗ куҫ харшилли, хваттерпе апат-ҫимӗҫшӗн тӳллесе татӑлнӑ май, юри ыттисенчен каярах юлчӗ.

А наутро рыжебровый, расплачиваясь за квартиру и харчи, нарочито замешкался и сказал:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кашни сас-чӗве тӳсӗмсӗррӗн тӑнласа выртнӑ, ӑшӗнче хӗрлӗ куҫ харшиллӗ хӗрлӗармееца вӗҫӗмсӗр тав тӑвакан Григорий, чӳрече умӗнчен такамсем утса иртнӗ тата тарӑхса калаҫнӑ сасӑсене илтсе, савӑнӑҫлӑн хускалса илчӗ:

Григорий, нетерпеливо прислушивавшийся, в душе бесконечно благодарный рыжебровому, радостно дрогнул, услышав под окном шаги и негодующий голос:

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗ куҫ харшилли ҫилӗллӗн мӑшлатса атӑ тӑхӑнни ҫеҫ илтӗнчӗ.

Слышно было только, как рыжебровый, сердито сопя, натягивает сапоги.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ну, Александр, йӑлӑхрӑм эпӗ сана тархасласа, — юнавлӑн янӑраса илтӗнчӗ хӗрлӗ куҫ харшиллин сасси.

Голос рыжебрового зазвучал угрожающе: — Ну, Александр, мне надоело тебя уговаривать.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней