Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Адам урлӑ пурте вилнӗ пек, Христос урлӑ пурте чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 23. пӗтӗмпе хӑй йӗркипе пырать: малтан Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, унтан, Вӑл килнӗ чухне, Ӑна ӗненнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ, Вӑл — вилнисенчен чи малтан чӗрӗлсе тӑраканӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эсир ӗненни те харам пулать: эсир ҫав-ҫавах ҫылӑхӑрсенчен хӑтӑлман пулать; 18. апла вара Христоса ӗненсе вилнисем те ӗмӗрлӗхе пӗтнӗ пулать.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тата эпир Турӑ ҫинчен суеҫтерекенсем те пулатпӑр, мӗншӗн тесессӗн эпир Турӑ ҫинчен: «Вӑл Христоса чӗртсе тӑратнӑ» тетпӗр, вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Вӑл Христоса чӗртсе тӑратман пулать; 16. вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук пулсассӑн, Христос та чӗрӗлсе тӑман пулать; 14. Христос чӗрӗлсе тӑман пулсассӑн, эпир вӗрентни те харама каять, эсир ӗненни те харам пулать.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Христос ҫинчен Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ тесе вӗрентеҫҫӗ пулсассӑн, мӗнле-ха сирӗнтен хӑшӗ-пӗрисем: вилнисем чӗрӗлсе тӑрас ҫук, тееҫҫӗ?
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, 4. Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, 5. Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; 6. унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; 7. унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; 8. пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсир — Христос ӳт-пӗвӗ, уйрӑммӑн илсессӗн, кашнийӗ вара — унӑн пайӗ.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӳт-пӳ пӗрре, анчах пайӗ нумай; пӗр ӳт-пӗвӗн пайӗсем хӑйсем нумаййӑн пулсан та пӗр ӳт-пӳ пулаҫҫӗ: Христос та ҫавӑн пекех.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тата эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ Христос пек пулма тӑрӑшатӑп, эсир те ман пек пулма тӑрӑшӑр.
1 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир хуҫа-хуҫа паракан ҫӑкӑра ҫини Христос ӳчӗпе пӗрлешни пулмасть-и?Хлеб, который преломляем, не есть ли приобщение Тела Христова?
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпир пиллӗх ыйтса кӗлтунӑ хыҫҫӑн пиллӗх куркинчен ӗҫетпӗр, ҫакӑ Христос Юнӗпе хутшӑнни пулмасть-и?16. Чаша благословения, которую благословляем, не есть ли приобщение Крови Христовой?
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: пирӗн аттемӗрсем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс витӗр тухнӑ; 2. Моисей пӗлтернине ӗненсе, вӗсем пурте пӗлӗтпе тинӗс ӑшӗнче тӗне кӗнӗ; 3. пурте пӗр ҫимӗҫе, ҫӳлтен ярса панине, ҫинӗ; 4. пурте тӗлӗнмелле юхтарса кӑларнӑ пӗр ӗҫмелли ӗҫнӗ, вӗсем хӑйсемпе пыракан Чулран ӗҫнӗ, ҫав Чул Христос пулнӑ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ, хам ирӗклӗ пулсассӑн та, ӗненекенсен йышӗ ӳстӗр тесе пуриншӗн те чура пек пултӑм: 20. иудейсене хам енне ҫавӑрас тесе вӗсемшӗн эпӗ иудей пек пултӑм; саккуна пӑхӑнакансене хам енне ҫавӑрас тесе (хам саккуна пӑхӑнмастӑп пулин те) вӗсемшӗн эпӗ саккуна пӑхӑнакан пек пултӑм; 21. саккуна пӗлменнисемшӗн (хам Турӑ саккунне уяса пурӑнатӑп пулин те, Христос саккунне пӑхӑнса пурӑнатӑп пулин те) саккунсӑрри пек пултӑм.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ Евангелие вӗрентсе, нимӗн илмесӗрех, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар саратӑп, Ырӑ Хыпар сарнӑшӑн илме тивӗҫлипе усӑ курмастӑп, ҫавӑншӑн мана пайта пулӗ.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ыттисем сирӗнтен ҫавна тивӗҫлипе илеҫҫӗ пулсассӑн, эпир тата ытларах тивӗҫлӗ мар-и? Ҫапах та эпир ҫав тивӗҫлӗхпе усӑ курмарӑмӑр: Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сармашкӑн нимӗн те ан кансӗрлетӗр тесе эпир пурне те тӳсетпӗр.
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапла санӑн пӗлӗвӳ тӗрексӗр тӑванна пӗтерӗ; уншӑн Христос вилнӗ.11. И от знания твоего погибнет немощный брат, за которого умер Христос.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӳпере е ҫӗр ҫинче ӗнтӗ «турӑ» тенӗскерсем пулсан та (чӑнах, «турӑ» тенӗскерсем те, «хуҫа» тенӗскерсем те нумай), 6. пирӗн пӗр Атте Турӑ анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Унран пулнӑ, эпир Уншӑн пурӑнатпӑр; пирӗн тата пӗр Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр анчах, мӗн пурри пӗтӗмпех Ун урлӑ пулнӑ, эпир Ӑна пула пурӑнатпӑр.
1 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа ячӗпе чӗнсе илнӗ чура Ҫӳлхуҫашӑн — ирӗклӗ ҫын; ҫавӑн пекех чӗнсе илнӗ ирӗклӗ ҫын — Христос чури.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.