Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗ сăмах пирĕн базăра пур.
Ашшӗ (тĕпĕ: ашшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чирлин ятне, ашшӗ ятне, хушаматне, вӑл мӗнле ӗҫпе, ӑҫта пурӑннине, хут пӗлнипе пӗлменнине, ҫулӗсене, кайран, ӑна пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл мӗнпе чирлине тата ӑна эмел панине ҫыра-ҫыра пыраҫҫӗ.

Записывают имя, отчество, фамилию, звание, место жительства, грамотен ли, лета и потом, после приемки, род болезни и выданное лекарство.

Ялти эмелҫӗсем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 71–80 стр.

Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ.

Челкаш чувствовал себя овеянным примиряющей, ласковой струьй родного воздуха, донесшего с собой до его слуха и ласковые слова матери, и солидные речи истового крестьянина-отца, много забытых звуков и много сочного запаха матушки-земли, только что оттаявшей, только что вспаханной и только что покрытой изумрудным шелком озими…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ…

Он успел посмотреть себя ребенком, свою деревню, свою мать, краснощекую, пухлую женщину, с добрыми серыми глазами, отца — рыжебородого гиганта с суровым лицом; видел себя женихом и видел жену, черноглазую Анфису, с длинной косой, полную, мягкую, веселую, снова себя, красавцем, гвардейским солдатом; снова отца, уже седого и согнутого работой, и мать, морщинистую, осевшую к земле; посмотрел и картину встречи его деревней, когда он возвратился со службы; видел, как гордился перед всей деревней отец своим Григорием, усатым, здоровым солдатом, ловким красавцем…

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Юлашкинчен, Челкашӑн пур туйӑм-сисӗмӗсем те пӗр ҫӗре пӗрлешрӗҫ — вӑл хӑйне ашшӗ пек тата хуҫа пек туйрӗ.

И все чувства в конце концов слились у Челкаша в одно — нечто отеческое и хозяйственное.

I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ватӑ салтак Данило Раддан ашшӗ пулнӑ-ҫке!

Тоже отцом был Радде старый солдат Данило!

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

— «Кам пулать хӗрӗн ашшӗ?» — тесе аслати пекех кӗрлеттерет ун сасси табор тӑрӑх.

«Кто ее отец?» — громом гремит по табору.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Нафанаил кӑштах шухӑшласа тӑнӑ та ашшӗ ҫурӑмӗ хыҫне пытаннӑ.

Нафанаил немного подумал и спрятался за спину отца.

Мӑнтӑрккапа ырханкка // Митта Петӗрӗ. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 11–14 стр.

Хӑй вӑл, ашшӗ вӗлле хурчӗн ҫӑвӑрне епле тытнине пӗрре кӑна курман та-ха, анчах тӗрессипе каласан, ӗҫӗ те унӑн ашшӗне йӗпе шӑпӑрпа витре парасси ҫеҫ пулнӑ.

Хотя он не раз видел, как отец снимал пчелиный рой, но, по правде говоря, его участие при этом выражалось только в том, что он подавал отцу мокрый веник и ведро.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кунта унӑн ашшӗ пурӑннӑ, халӗ амӑшӗ ӗҫлет.

Здесь жил его отец, сейчас трудится мать.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ унӑн пур ӗҫе те тума пултарнӑ — вӑл атӑ та ҫӗленӗ, кастрюльсем те тӳрлетнӗ, витре тӗпленӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ещӗкре инструментсем туллиех.

Отец был мастер на все руки — он мог подшить сапоги, запаять кастрюлю, починить ведро, и ящик был полон разного инструмента.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр Санька ашшӗ Егор Коншаков кӑна киле таврӑнмӗ…

И только Егор Коншаков не вернется домой…

23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑй аллисене ашшӗ пек хыҫалалла тытса, Муромецпа юнашар ерипен утса пычӗ, ҫул ҫинчи кашни лакӑма, канава, анаталла анмалли, тӑвалла хӑпармалли вырӑнсене сӑнаса пычӗ.

Сам он продолжал степенно шагать рядом с Муромцем, заложив руки за спину, как это делал его отец, и зорко всматривался в дорогу, примечая каждую рытвину, канаву, каждый спуск и подъем.

21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсӗ ҫирӗпрех пул унпа, ашшӗ пек.

— А ты покруче с ним, по-отцовски.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ те ача пур енчен те ашшӗ пекех тума тӑрӑшрӗ.

И сейчас мальчик старался во всем подражать отцу.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька ашшӗ епле ҫӑмӑллӑн сула-сула янине пӑхса тӑма юрататчӗ.

Санька подолгу мог любоваться, как отец легко, точно играя, размахивал косой.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Юрланӑ пек», тетчӗ вара ашшӗ.

«Песня, а не работа», — говорил, бывало, отец.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫава ҫӳхе те ҫӑмӑл, ҫавапа ашшӗ улӑха тухсан, кашни ҫыннах хуса ҫитсе иртсе кайнине Санька лайӑх астӑвать-ха.

Коса была тонкая, легкая, и мальчик хорошо помнил, как отец, выходя с ней на луг, перегонял всех других косарей.

20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Санька ашшӗ ҫитӗнтернӗ пек тулла ҫӗр ҫулсӑр та никам тӑвас ҫук.

Насчет «цены ей нет» Санька заметил, что такой пшеницы, какая была у отца, теперь еще сто лет не вырастить.

17-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Апат ҫинӗ хыҫҫӑн амӑшӗ ашшӗ патне ҫыру ҫырма хушрӗ.

После завтрака мать предложила написать письмо отцу.

16-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫакӑн пек сӑмахсене унӑн ашшӗ е Андрей Иванӑч илтсен…

Если бы такие слова слышали его отец или Андрей Иваныч…

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней