Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Иисуса ӗнтӗ Хӑйӗн тӑванӗсем те ӗненмен.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫавӑн чухне тӑванӗсем каланӑ Ӑна: кунтан Иудейӑна тухса кай — Эсӗ тӑвакан ӗҫсене Хӑвӑн вӗренекенӳсем те курччӑр, 4. палӑрас тесен никам та нимӗн те вӑрттӑн тумасть; Эсӗ ҫавнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан, Хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн хыҫҫӑн Вӑл Хӑй те, Унӑн Амӑшӗ те, тӑванӗсем те, вӗренекенӗсем те Капернаума кайнӑ, унта темиҫе кун пурӑннӑ.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Халӑх ҫылӑхне каҫарттарма Турӑ умӗнче хӗрхенекен кӑмӑллӑ, шанчӑклӑ Аслӑ Священник пулмашкӑн Унӑн пур тӗлӗшпе те тӑванӗсем евӗрлӗ пулмалла пулнӑ.
Евр 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Христоса ӗненекен арҫыннӑн е хӗрарӑмӑн хӑйсен тӑванӗсем хушшинче тӑлӑх арӑм пулсан, ӑна вӗсем хӑйсем пулӑшса тӑччӑр, ӗненекен ушкӑна (Чиркӗве) ан чӑрмантарччӑр, ӗненекен ушкӑнӑн пулӑшакансӑр юлнӑ тӑлӑх арӑмсене пулӑшмалла пултӑр.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Е пирӗн ытти апостолсем пек, Ҫӳлхуҫамӑр тӑванӗсем пек, тата Кифа пек, ӗненекен арӑма хамӑрпа ҫӳретме ирӗк ҫук-и?
1 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӗренекенсем вара харпӑр хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Иудейӑра пурӑнакан тӑванӗсем валли пулӑшу яма пулнӑ; 30. вӗсем вара ҫапла тунӑ та: мӗн пуҫтарнине Варнавӑпа Савл урлӑ пресвитерсене парса янӑ.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вӑл тӑванӗсем унӑн аллипе Турӑ вӗсене ҫӑлӑнӑҫ панине ӑнланса илӗҫ тесе шухӑшланӑ; анчах та вӗсем ӑнланайман.25. Он думал, поймут братья его, что Бог рукою его дает им спасение; но они не поняли.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ун патне Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ, анчах халӑх нумай пулнӑран вӗсем Ун ҫывӑхне пырайман.19. И пришли к Нему Матерь и братья Его, и не могли подойти к Нему по причине народа.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
58. Кӳршисемпе тӑванӗсем, Ҫӳлхуҫа ӑна ҫав тери пысӑк ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен илтсен, унпа пӗрле савӑннӑ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем пынӑ та, хӑйсем ҫурт тулашӗнче юлса, Ӑна чӗнсе кӑларма ыйтнӑ.31. И пришли Матерь и братья Его и, стоя вне дома, послали к Нему звать Его.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков, Иосиф, Симон, Иуда Унӑн тӑванӗсем мар-и вара?
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӑл халӑха ҫапла каланӑ хушӑра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем тулта Унпа калаҫасшӑн кӗтсе тӑнӑ.46. Когда же Он еще говорил к народу, Матерь и братья Его стояли вне дома, желая говорить с Ним.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Авраам ывӑлӗн, Давид ывӑлӗн Иисус Христосӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑн пек: 2. Авраамран Исаак ҫуралнӑ; Исаакран Иаков ҫуралнӑ; Иаковран Иудӑпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ; 3. Иудӑн Фамарьтен Фареспа Зара ҫуралнӑ; Фаресран Есром ҫуралнӑ; Есромран Арам ҫуралнӑ; 4. Арамран Аминадав ҫуралнӑ; Аминадавран Наассон ҫуралнӑ; Наассонран Салмон ҫуралнӑ; 5. Салмонӑн Рахавӑран Вооз ҫуралнӑ; Воозӑн Руфьрен Овид ҫуралнӑ; Овидран Иессей ҫуралнӑ; 6. Иессейрен Давид патша ҫуралнӑ; Давид патшанӑн Урияран юлнӑ арӑмӗнчен Соломон ҫуралнӑ; 7. Соломонран Ровоам ҫуралнӑ; Ровоамран Авия ҫуралнӑ; Авияран Аса ҫуралнӑ; 8. Асаран Иосафат ҫуралнӑ; Иосафатран Иорам ҫуралнӑ; Иорамран Озия ҫуралнӑ; 9. Озияран Иоафам ҫуралнӑ; Иоафамран Ахаз ҫуралнӑ; Ахазран Езекия ҫуралнӑ; 10. Езекияран Манассия ҫуралнӑ; Манассияран Амон ҫуралнӑ; Амонран Иосия ҫуралнӑ; 11. Иосияран Иоаким ҫуралнӑ; Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн тӑванӗсем ҫуралнӑ.
Мф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
103. ашшӗсем — ывӑлӗсемшӗн, ывӑлӗсем — ашшӗ-амӑшӗшӗн, пиччӗш-шӑллӗсем — пиччӗш-шӑллӗсемшӗн, тӑванӗсем — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн е тус-юлташӗсем хӑйсен хаклӑ ҫыннисемшӗн Ҫӳлти Турра тархаслама пултараҫҫӗ-и? терӗм.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вара тусӗсемпе тӑванӗсем питех те савӑнса саланнӑ та, хӑйсем пӗлнӗ пек, хурал тӑратма хулари меллӗ вырӑнсене ҫарсем вырӑнаҫтарса тухнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Вара патшапа пӗрле ларакан тӑванӗсем унӑн улӑшӑнса тӑракан шухӑшӗнчен тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: патша, эсӗ пире, айван вырӑнне хунӑ пек, нумайччен сӑнасшӑн-и капла? Ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут иудейсене пӗтерме хушатӑн, ӗҫне тӑвасси патне ҫитсессӗн вара ху мӗн хушнине каллех пӑрахӑҫа кӑларӑн-и?
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28. Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29. ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, вӗсен пӗтӗм ӑрӑвӗ, ҫирӗп тӑрса, Израиль тӑшманӗсене сирсе ячӗҫ, Израиле ирӗке кӑларчӗҫ, тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.