Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем Аслӑ Дрогали полустанокӗ патне тухакан вӑрмана ҫитсе кӗнӗ ҫӗре, йывӑҫ сулхӑнӗнче кӑна пас тытни юлнӑ, хӗвел хӗртнипе ҫӗр ӑшӑнать, ҫӑра пӑс йӑсӑрланса тӑрать, анчах сывлӑш унчченхи пекех сивӗ, кӑкӑра питӗрсе илет.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӑшӑнать те ача каллех казаксемпе салтаксем патне тухса вӗҫтерет.
Ҫӗнӗ ҫӗрте // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Кунта, шыв хӗрринче вӑл, пирӗн хӗрсемпе пӗрле вӑй вылять, уйӑх ҫутинче ӑшӑнать.Она на берегу играет в хороводе между моими девушками и греется на месяце.
V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Николай Петрович хӑш кӑвайт патӗнче ӑшӑнать?
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хӑҫан хутса яратӑн, ҫавӑн чухне: сывлӑш туртса илет те, кайран пӳлӗм каллех ӑшӑнать, — лӑпкӑн тавӑрать Анисья.— А когда затопишь: воздух и вытянет, а потом нагреется опять, — отвечала она тихо.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Няня кунӗпех, кунне-ҫӗрне чупкаласа ирттерет: е вӑл ачашӑн хавасланать, е тертленет, е ача ӳксе сӑмсине ҫӗмӗрсе пӑрахасран хӑраса ӳкет, е ачашланнипе кӑмӑлне ҫемҫетет, е унӑн малашнехи пурнӑҫӗ ҫинчен уҫӑмсӑррӑн хурланать: ҫакӑнпа ҫеҫ тапать унӑн чӗри, ҫак шухӑшпа ҫеҫ ӑшӑнать карчӑк юнӗ, ыйхӑллӑ пурнӑҫӗ те аран-аран кӑна тытӑнкаласа тӑрать, ҫаксем пулман пулсан, унӑн ӗмӗрӗ те тахҫанах иртсе кайнӑ пулӗччӗ-и, тен.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун айӗнче ҫӗрӗн ҫиелти сийӗ хӑвӑрт ӑшӑнать, типмест, вӑрлӑх патне сывлӑш лайӑх пырать.
Пахча ҫимӗҫ акатпӑр-лартатпӑр // В. ВАСИЛЬЕВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 6&page=279
Ҫуллахи вӑхӑтра нӳхреп ӑшӑнать, ӑна каҫсерен сивӗтнӗ тапхӑрта уҫса хумалла — сывлӑш хӑвӑртрах сивӗнӗ.
Панулми упрама // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
16. Йывӑҫӑн пӗр пайне ҫунтарса ярать, тепӗр пайӗпе аш пӗҫерет, ӑшалать, тӑраниччен ҫиет, ҫинипе пӗрлех ӑшӑнать: «аван-ха, ӑшӑнтӑм; вут-кӑвар уссине куртӑм» тет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.