Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫак самантра вара эпӗ Васька вилнине, эпӗ ҫак сӑрт ҫинче, ҫак пысӑк ҫеҫенхирте, пӗтӗм тӗнчере пӗр-пӗччен тӑрса юлнине ҫав тери уҫӑмлӑн тавҫӑрса илтӗм.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Мана хӑйӗн питех те паллӑ вырӑн йышӑнса тӑракан чаплӑран та чаплӑ изобретенийӗн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен ӑнлантарса панишӗн ҫак паллӑ ученӑя эпӗ пӗтӗм чун-чӗререн тав турӑм, хамӑн тӑван ҫӗршывӑма каялла таврӑнмашкӑн телейлӗ вӑхӑт ҫитсен, ҫак тӗлӗнмелле машинӑна шухӑшласа кӑларакан ҫак пӗртен-пӗр ученӑя тивӗҫлипех мухтаса хаклама сӑмах патӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шурӑ та ҫаврака пӗлӗтсем юмахри шыв айӗнчи кимӗсем пек вӑрахӑн шуса иртеҫҫӗ, — вара сасартӑк ҫак мӗнпур тинӗс, ҫак хӗвел ҫутине тулнӑ сывлӑш хӗвелпе ҫуталса тӑракан ҫак туратсемпе ҫулҫӑсем, — йӑлтӑртатса вӗттӗн-вӗттӗн чӗтреме пуҫлать те, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ вӗҫӗмсӗр вӗтӗ хум евӗрлӗ кӑштӑртатса калаҫнин уҫӑмлӑхӗ ҫӗкленет.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ҫак Ҫуткас урамӗ, ҫак тӳпе, ҫак сывлӑш.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫак ял, ҫак униче, ҫак анлӑ-анлӑ уй-хир — амӑшӗ вӑл.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Виҫӗ уйӑх хушшинчи ӗҫсем ҫинчен каласа патӑм тата уйрӑммӑнах ҫак шухӑша палӑртса хӑвартӑм: Путивльрен тухса килнӗ чух эпир кашниех тӑшмана хирӗҫ пӗтӗм вӑй-хала хурса, ӑна мӗн аркатса тӑкичченех ҫапӑҫма сӑмах патӑмӑр, ҫак тупанах эпир хамӑр юлташсен масарӗ умӗнче ҫирӗплетрӗмӗр, халӗ паян, ҫак Хинель вӑрманӗнче, хамӑр тӑван ҫӗршыва, аслӑ Сталина тата тепӗр хут тупа тӑватпӑр.
Присяга // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Мӗншӗн тесен эпӗ ҫак ӗҫшӗн хамӑн мӗнпур пуянлӑхӑма — ултҫӗр таланта яхӑн — паратӑп, ҫак самантран пуҫласа пӗтӗм пурнӑҫӑма та ҫак ӗҫе пеххилетӗп.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫак тӗлӗнмелле йывӑҫсене, ҫак пушӑ ҫеҫенхирпе ҫынсӑр вӑрмансене, ҫак халиччен курман тӗлӗнмелле япаласемпе урӑхларах ҫынсене курсан, Вавжон чӑтаймарӗ: — Марыся! — терӗ вӑл.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Зубавин, ҫак катастрофӑн сӑлтавӗсене пӗлмест пулин те, ҫак япала ахалех пулманнине, ҫак ӗҫе путех, Скибан шофере арестлесрен калама ҫук хӑраса тӑракан ҫынсем тунине ӗненчӗ.
13 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сӑтӑрӑлнӑ ӑшлӑ, сарӑхса кайнӑ ҫак нанка ряса, ҫак кӗнекесен тыткаланӑран якалнӑ хура сӑран хупписем, пӑхӑр тӳмесемпе ҫаклатса хунӑскерсем, тӑприне тимлен шӑварнӑ тата ҫулҫисене ҫуса тасатнӑ ҫак тӗксӗм симӗс чечексем, уйрӑмах маятник пӗр тикӗссӗн шаккаса тӑни — мана ҫӗнӗ, халиччен эпӗ пӗлмен пурнӑҫ ҫинчен, пӗччен пурӑнни, кӗлтунисем, тӳлек те лӑпкӑ телей ҫинчен каларӗҫ…
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Халь эпӗ шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та акӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑм: пирӗн ҫак ачана ялта пурне те кӑтартас пулать, ҫак ӳкерчӗке клуба, стена ҫине ҫакмалла.
Тынэт хуйхи // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫак шуранка сӑн ҫакӑн пек тӗлӗннӗ тӗслӗ пулнине тата ҫакӑн пек… вӑраннӑ пек тӗслӗ пулнине нихҫан та курман эпӗ.Никогда я не видел это бледное лицо таким изумленным, таким… проснувшимся.
28 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ак ҫак «пичӗке», ак ҫак пиҫиххи, ак ҫак… ӑнлантарма та кирлӗ мар, ахалех лайӑх курӑнать, сан умӑнта — йывӑҫпа ҫырнӑ поэма, асамлӑ юмах!
18 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Шӑп ҫак сӑмахсенех мар ӗнтӗ, анчах ҫак шухӑша, мӗн каланин-юмахланин ҫакӑн евӗр тӗшшине пирӗн, Альбина Альбертовна ертсе пынипе пурӑнаканскерсен, пӗрре мар илтме тӳр килнӗ.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах та чи кирли уншӑн вӑл пулман-ха: инкеклӗ пурнӑҫра та савӑнма пӗлекен хӗвеллӗ Францирен килнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн батальонӗпе пилӗк уйӑх хушши тӗксӗм те сивӗ вӑрманта пурӑнса, вӑл хӑйӗн шалти темле туйӑмӗпе ҫак ӑнланса илмелле мар совет ҫыннисенчен, ҫак сивӗ те тискер ҫанталӑкран, ҫак никам та пурӑнман вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрмантан хӑрама пуҫланӑ; кунта кашни кӗрт хӳнӗ вырӑнтан, кашни тӗм, кашни тунката хыҫӗнчен кӗтмен ҫӗртен пӑшал сасси илтӗнме пултарнӑ; кунта, фронтран аякра, шалти тылра пӗр салтӑнмасӑр, авӑрланӑ револьвере пуҫ айне хурса ҫывӑрма тивнӗ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
— Вӗсем ҫак утравпа, ҫак хӳшӗпе, ҫак вӑрӑмтунасемпе тата сирӗнпе пӗрле, ҫулҫӳревҫӗ господин, ҫӗр тӗпне анса кайччӑр!
Юлашки парне // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Ҫак нӳрлӗ тӗттӗмлӗх, ҫак сасӑсем, уйрӑммӑнах хумсен харкашуллӑ сасси, ҫаксем ӑна пурте эсӗ малалла ан кай, сана кунта нимӗнле ырлӑх та кӗтмест, санӑн уру ӗнтӗ текех нихӑҫан та бухта ку енчи вырӑс ҫӗрӗ ҫине ярса пусас ҫук, халех каялла таврӑн та тар ӑҫталла та пулин, ҫак вилӗм кӳрекен хӑрушӑ вырӑнтан мӗн май килнӗ таран инҫетерех тар, теҫҫӗ пек.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫак кунхине Дик Сэнд американеца ҫакӑн пирки темиҫе ыйту та пачӗ, пампа ҫакӑн пек пулни хӑйне тӗлӗнтерни ҫинчен каларӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ӑна класа ертсе килӗп, ан тив, вӑл хӑех ҫак мӗнпур ҫав шуйттансем ҫине пӑхтӑр, — учитель мачча тӑрӑх ҫакӑнса тӑракан шуйттансем ҫине кӑтартрӗ, — ҫак перо ҫине тата ҫак чернил ямалли савӑта пӑхтӑр; тата ҫакна та калӑп эпӗ: пурне те пуҫтараканни, чи усалли, чи тӳрккес, ӑстӑнсӑр выльӑх вӑл Вахнов, тейӗп.
Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.