Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтланнине (тĕпĕ: хӑтлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Курӑр-ха ҫак субьект симулянтла хӑтланнине! — ҫаврӑнса ларчӗ юрист хӑйӗн «ассистенчӗсем» еннелле.

— Обратите внимание на симуляцию этого субъекта! — повернулся юрист к своим «ассистентам».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хулпуҫҫирен хӗҫпе каснипе суранланнӑ Виктор тахӑшӗ хӑйӗн аллинчи плаката туртса илме хӑтланнине туйрӗ.

Виктор, раненный саблей в плечо, почувствовал, что у него из рук рвут плакат.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Моломан нимӗҫ ҫынни мӗн хӑтланнине тимлӗн пӑхса тӑчӗ, анчах кӑштах уҫӑлнӑ ещӗкре браунинг йӑлтӑртатса илнине курсан, вал ҫав самантрах Прелл ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна пӗрре ҫапсах урайне ӳкерчӗ.

Моломан глядел, что станет делать немец, но когда в приоткрывшемся ящике блеснула вороненая сталь браунинга, он бросился на Прелл а и одним ударом кулака свалил его на пол.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Эпӗ каярах юлса ҫав тип мӗн хӑтланнине сӑнам-ха, — терӗ вӑл, куҫ хӗррипе хулпуҫҫи урлӑ пӑхса.

— Я задержусь, погляжу, что будет делать тот тип, — сказал он, косясь краешком Глаза через плечо.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫапах та вӗсем куншӑн кулянмарӗҫ: «Кирек мӗнле пултӑр та, мӗншӗн кун пек хӑтланнине халь ӗнтӗ пӗлетпӗр», шухӑшларӗҫ ҫамрӑксем хӑйсен ӑшӗнче.

Но они принимали всё это безропотно: «По крайней мере, знаем за что».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ывӑннӑ урисене аран-аран сӗтӗрсе мастер хӑйӗн будкине кӗрсе каять, тек ачасем мӗн хӑтланнине те пӑхмасть вӑл, хӑйне темиҫе ҫул хушшинче мӗн чухлӗ кӳрентернине аса илме тытӑнать.

Шаркая усталыми ногами, старик тащился в свой угол, снова и снова перебирал в памяти старые обиды, не обращая больше внимания на ребят.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗлетӗп вӗт-ха эпӗ, витӗрех куратӑп кам мӗн хӑтланнине!

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Амӑшӗ эпӗ мӗн хӑтланнине ҫын пекех пӑхса тӑчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хам айванла хӑтланнине пӗлетӑркачах, Розӑн пуҫне сулахай ал туни ҫине хутӑм та юхакан куҫҫулӗпе тӑварланнӑ тутине виҫӗ хут чуптурӑм.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Хамӑр ял хӗрӗсене ют каччӑсенчен упрама хӑтланнине мухтама тивӗҫ те, ҫакна ҫеҫ шута илеймен эсир: ют ял каччи, пуринчен ытла пуян каччӑ хыҫҫӑн чупма шут тытнӑ хӗре ним туса та чарас ҫук.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хӑйсем мӗн хӑтланнине тем тусан та тунатчӗҫ.

Помоги переводом

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗркерен тухма хӑтланнине сиссен, шеллесе ан тӑр, пер!

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Трактирте мӗн хӑтланнине манса кайрӑн-и? — татах астутарчӗ Огуречников.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ ун ӗҫне хутшӑнма хӑтланнине Михха нихҫан та килӗштермен.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

– Ҫавӑнпа та ачасем тирек мамӑкӗпе аташнине, чӗртме хӑтланнине курсан аякран иртсе ан кайӑр, инкеке асӑрхаттарма тӑрӑшӑр.

Помоги переводом

Ашкӑнсан инкек тухать... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10811-as ... kek-tukhat

Тата ӗнер эс ялта саботаж тума хӑтланнине мӗнле ӑнланмалла?

Помоги переводом

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах Алттыш Тукай сӑмахне итлесе кулчӗ кӑна, хӑй патӗнче Мамич-Бердей мӗн хӑтланнине пӗлтересшӗн пулмарӗ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир вӑл мӗн хӑтланнине пӑхса тӑракансем ҫеҫ!..

Помоги переводом

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Палюк мучи хыҫҫӑн эпӗ те кайрӑм; кӗлетре кушак йӗке хӳресемпе мӗн хӑтланнине курас тесе шӑтӑк витӗр пӑхса тӑратӑп.

Помоги переводом

Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.

Укка ҫын упӑшки ҫумне ҫыпӑҫма хӑтланнине ниме халӑхӗ те сиснӗ пулать-и?

Неужели люди догадались, что она липнет к чужому мужу?

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней