Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑрман ҫулӗпе ун чухлӗ утсан, атӑ тӗпӗ татӑлса тухӗ…
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Аллӑ-утмӑл хӑлаҫ утсан, Телегин чарӑнчӗ те, каялла ҫаврӑнса, Матвисен виҫӗмҫул лартнӑ пысӑках мар ҫӗнӗ пӳртне пӗрремӗш хут курнӑ пек чылайччен пӑхса тӑчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тинӗс хӗрринчи ялтан хулана кайса килме, хӑвӑрт утсан та, виҫӗ сехет иртетех.Взад и вперед от приморской деревни в город составляло не менее трех часов скорой ходьбы.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем вара — хӑвӑн тӗллевне лайӑх пӗлсе тӑрсан тата суйласа илнӗ ҫулпа чӑрмавсене ҫӗнтерсе малалла ҫирӗппӗн утсан пурне те тума пултарнине уҫҫӑн кӑтартса пани.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Километр яхӑн утсан, Синопа аялалла пӑхса шырлан тӗпӗнче шӗвӗр чулсем выртнине курнӑ.Пройдя около мили, Синопа посмотрел вниз и увидел, что дно пропасти усеяно острыми камнями.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вокзалран анаталла вырнаҫнӑ урампа кӑшт утсан — вӗсен аякри тӑванӗ пурӑнакан ҫурт.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Ача эпӗ гамак ҫинче выртакан ещӗке илчӗ те, пӗр ҫур сехет хушши утсан, тинӗс хӗрринчи чӑнкӑ сӑртсем патне ҫитрӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Пӗр сехет утсан тин урпа пусси хӗррине тухрӑм; ун тавра ҫӗр ҫирӗм фут ҫӳлӗш карта тытса ҫавӑрнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Каминскин, хӑй енчен, Функ парикмахерскинчен тухса суд ҫурчӗ еннелле утсан, картузне хывса пуҫне хыҫса илмелле.
Малалли пулать… // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сехетне пилӗкшер километр туса, пусма тӑрӑх ҫӑлалла анакан ҫын Ҫӗр центрне (варрине) икӗ уйӑха яхӑн пӗр канмасӑр утсан тин ҫитнӗ пулӗччӗ.
Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗн пысӑкӑш? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кирек хӑш урампа утсан та, уйӑх ҫутинче — сулахайра та, сылтӑмра та — сирень тӗмесен чӑлт-шурӑ сапаккисем ялтӑраса тӑчӗҫ, вӗсем ҫерҫи пуҫӗ пек ӳкекен пӗрремӗш нӳрлӗ юра аса илтерчӗҫ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Морава патӗнчен икӗ кун утсан, Павӑлӑн икҫӗр ҫынлӑ роти Ястребац тӑвӗсем патӗнче Вуксанӑн пилӗк ҫынлӑ ротипе пӗрлешрӗ.
41 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Виҫӗ сехет хушши хӑвӑрт утсан, колонна Гробовицӑран ҫӳлерехри сӑрта улӑхса ҫитрӗ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Паянхи пек хӑвӑрт утсан, никам та ҫултан пӑрса ямасан, пӗрре те ҫывӑрмасан, канасса кӑшт кӑна, сахалӑн-сахалӑн кансан, хырӑм выҫҫине манма тӳр килсен, паллах, хӑвӑртрах ҫитме пулать.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпӗ, ҫурӑм хыҫне патак тытса, сунара кайнӑ пек пултӑр тесе, вӑрманалла утсан, Володя, аллисене пуҫӗ айне хурса, ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ те: «Мана та хӑвпа пӗрле пынӑ пек шутла,» — терӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл нимӗҫ вилли урлӑ йӗрӗнсе каҫрӗ, темиҫе утӑм утсан хӑй вӑйсӑрлӑхне туйрӗ.Он с отвращением перешагнул через убитого немца и, испытывая слабость, сделал несколько шагов.
11 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Каплах йӑраланса утсан, ак чарлан сан пуҫу ҫинче чӗпӗ кӑларма та ӗлкӗрет! — кӑшкӑрчӗ ӑна Кэукай.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӑштах утсан ҫеҫ: — Инҫе-и-ха, ӑслӑскерӗм? — тесе ыйтрӗ вӑл.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Пӗр виҫӗ ҫухрӑм пек утсан, Владимир Ильичӑн кӑмӑлӗ тинех ҫӗкленет, вӑл хавхаланма тытӑнать.Версты три отшагали, и Владимир Ильич почувствовал бодрость и свежесть во всём теле.
Симӗс лампа // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.