Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утсан (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Васкаса утсан, каскӑри шыв чӳхенсе тӑкӑнать.

Помоги переводом

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тепӗртак утсан, каллех ҫаврӑнса пӑхрӑм: анчӑк, хӳрине вылятмасӑр, куҫне ман ҫинчен илмесӗр, ман хыҫҫӑнах йӑпӑртатать.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Куҫ хӑрать те, ура утать, ура утсан, ҫул юлатех…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эсир чӑнах та ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пымастӑр, — рабочисем пӑрӑнса утсан калаҫа пуҫларӗ Ревлен Петрович, — кашнин хӑйӗн интересӗ, вӗсен кӑмӑлне те ҫӗклеме пӗлмелле.

Помоги переводом

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тем чухлӗ утсан та часах ҫитейместӗн-ха эсӗ ҫав ҫутӑсем патне.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне вунӑ-вун пилӗк ҫухрӑм утсан вӗсем тӑваттӑн Сӗве хули тӗлне пырса тухрӗҫ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ваҫукпа ун юлтӑшӗ, хӑйсен ялӗсемех, Иванов Дементий салтак, кирек ӑҫталла утсан та, виҫҫӗмӗшӗ ҫак вырӑс ермешсе пырать.

ни на шаг не отстает от Васюка и его односельчанина Дементия Иванова. Стоит им двоим куда-то отойти, третий тут как тут.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хытӑрах утсан ҫитме те пултаратӑр вӗсене.

Ежели пойдете скорым шагом, можете догнать.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫавӑнпа пирен шутласа пӑхас пулать: малалла мӗнле утсан лайӑхрах — пӗчченшерӗн-и е ушкӑнла-и?

Помоги переводом

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Утсан — утма пултарап, чупсан — чупма пултарап, савни манран сивӗнсен тепре тупма пултарап, — чунне лӑплантармалла такмакларӗ вӑл.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ерипентерех пынӑ май хӑй хӑҫан киле ҫитме пултарасса шутласа утрӗ Павлуш: вӑтам шутпа илсен, кашни утӑмра тӑватӑ шит, шитре тӑватӑ вершук, вунултӑ вершук пӗр аршӑн, виҫӗ аршӑн утсан, чалӑш пулать; ҫухрӑмра пилӗкҫӗр чалӑш.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗрлӗ сукмаксемпе утсан, эпир аслӑ ҫула та ҫухатма пултаратпӑр.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тепӗр тапхӑр утсан, тӗттӗм пуличчен Ворнӑя ҫитме пулать, — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн шухӑшне кая юлнӑ ҫулҫӳревҫӗ.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Малалла саланкӑрлӑн кӑштах утсан Моргиана кӗтмен ҫӗртен хӗрсене асӑрхарӗ.

Рассеянно пройдя еще немного вперед, Моргиана вдруг заметила девушек.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Эверкки хальхинче аслӑ урампа кайрӗ, кӑшт утсан, ҫаврӑнса пӑхрӗ, урӑхла пулма та пултараймасть ҫав: хапха умӗнче кукамӑшӗ тӑрать, пӗчӗк те хытанка карчӑк, ывӑлӗ-мӑнукӗ кайнӑ еннелле тимлесе пӑхать.

Помоги переводом

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Мекеҫленсе утсан-утсан ҫулӗпе пуринчен те аслӑрах Марук: — Кай ӗнтӗ, ҫакӑн чухлӗ утмалла мар пуль ӗнтӗ урам патне? Виҫӗ анкарти тӑршшӗ кӑна вӗт ҫул. Кун чухлӗ утсан тепӗр урама ҫитӗн, — терӗ аптӑранӑ енне.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Унӑн сехӗрлентерекен инҫелӗхне тайлӑмӗсенчи кӑвак плюш пусмана аса илтерекен вӑрман ҫеҫ уҫӑмлӑн ҫирӗплетет, анчах Давенант ҫакна пӗр сехет утсан тин ӑнланса илчӗ; акӑ плюш тимлӗрех пӑхсан кӑштах кӑпӑшланчӗ пек.

Об угрожающей отдаленности ее говорил лишь лес на ее склонах, напоминающий сизый плюш, но Давенант сообразил это лишь после часа ходьбы, когда плюш стал чуть рыхлее на взгляд.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кӑштах утсан ҫул ҫӳревҫӗсем тӗрӗс мар ромб евӗрлӗ катмар чула курчӗҫ.

Пройдя немного пешком, путешественники увидели огромный камень неправильной ромбической формы,

Фергюсон ҫинчен хывнӑ халап // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 192–197 с.

Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑрман ҫулӗпе ун чухлӗ утсан, атӑ тӗпӗ татӑлса тухӗ…

Помоги переводом

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней