Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттарчӗ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан пӗчӗк Ванюка йӑтса кайса ашшӗне кӑтартасшӑнччӗ, такам куҫӗ тӗлне пуласран шухӑшне сирчӗ те мӑнукне амӑшне тыттарчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук сӑра пичкине Ҫтаппана тыттарчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Черккене татах тултарса, Матӗрнене тыттарчӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел сунтӑхӗнчен паспӑртне кӑларса квартальнӑя тыттарчӗ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен Кузнецов чӑлантан пӗчӗк брошюра илсе тухса тыттарчӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дуся хутаҫран пӗр пит-шӑлли кӑларчӗ те: — Леонид, ку сан валли, Николай Степанович арӑмӗ, Анна Александровна, парса ячӗ, — тесе Кузнецова тыттарчӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук пӗр булка, премӗк, кӑнахвет, мӑйӑр кӑларса пӗр ҫӗре ҫыхрӗ те кумӑшне тыттарчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ан хӑра, Степан Иванович, куншӑнах чухӑнланса юлмӑн ӗнтӗ, — савӑнса хуравларӗ те Матӗрне карҫинккине хӑюллӑн Ҫтаппана тыттарчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лукарье васкавлӑн чӑлана кӗрсе тухрӗ те Платуна пӗр тенкӗ тыттарчӗ.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкине амӑшне тыттарчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куна Микулана пар, — тепӗр питшӑллине те тыттарчӗ Анук.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уйрӑлас умӗн Анук ҫӳпҫинчен мӑйӑр хутаҫҫи кӑларса Дусьӑна тыттарчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыйткаласа ҫӳрекен ача костюмӗ, кӗпе, пушмак кӑларчӗ те Анука тыттарчӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь ху ӗҫлесе тупнӑ укҫана илме тивӗҫ эсӗ! — терӗ те Богданов ҫӗр тенкӗ кӑларса тыттарчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Виҫҫӗмӗш черккине ӗҫсен, Богданов аллӑ тенкӗ кӑларса Ҫтаппана тыттарчӗ те тӑруках аса илчӗ:

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫӗнӗ тырра ҫитет-и е ҫитмест-и, куҫ курӗ унта, халь мӗн пуррипе пулӑшас! — татса каларӗ те Наҫтик пуҫламан ҫӑкӑр илсе хӗрне тыттарчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай калаҫса тӑмасӑр пикесене икӗ ҫын валли йыхрав хучӗ тыттарчӗ те: — Эсӗ мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Ҫӗнӗ ҫын районти вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ шкул директорӗ ячӗпе парса янӑ хута пысӑк мар сӑран сумкинчен кӑларса Артем Алексеевича тыттарчӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Лешӗ ӑна илесшӗн пулмарӗ, анчах хӗр ҫине тӑрсах сӗнчӗ, укҫине ӑна алӑранах тыттарчӗ.

Помоги переводом

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр те хӑйӗнне тата мӗнле ӗҫпе-тӗллевпе, кам сӗннипе килнине каларӗ, РОНОра панӑ хута сумкӑран кӑларса ӑна аслине тыттарчӗ.

Помоги переводом

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней