Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттарчӗ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ахальтен мар сирӗн пирки ҫакӑн пеккисене ярса параҫҫӗ, — клуб пуҫлӑхне икӗ ҫыру тыттарчӗ Испуханов.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пӗр кунхине ӑна Анна Петровна хӑй пӳлӗмне чӗнтерчӗ те, сивлек сӑнлӑскер, икӗ ҫыру тыттарчӗ: «Акӑ еплерех теттесем киле пуҫларӗҫ Санарова пирки!

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханова Павӑл вӑйпа тенӗ пекех тулли стакан тыттарчӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Малтанхи кунах вӑл мана тин кӑна кӑмакаран кӑларнӑ ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ те: — Ҫи, — терӗ.

Помоги переводом

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлнӑ шывне те тӑкмарӗ — Карлая хӑйне тыттарчӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахпӑлатпа пупа патька-патша аллинех тыттарчӗ.

Помоги переводом

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хусах тепӗр темиҫе минутран сарлака хӗрлӗ пиҫиххи илсе кӗчӗ те Пӑкачава тыттарчӗ.

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл чыслӑн, танлӑн пӗр-ик утӑм турӗ те Ахмара кӑвак ҫӗмрен тултарнӑ пысӑк укҫу тыттарчӗ

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак сӑмахсемпе карчӑк Укаслӑва ҫӗҫӗ тата пуҫламан ҫавра ҫӑкӑр тыттарчӗ.

Помоги переводом

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйне тӑсса панӑ хӗҫе ярса тытрӗ те Пӑкачава ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ, вара тин ӑна эпи-карчӑка тыттарчӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уксах ача аллине хыҫалалла тӑсрӗ, Укаслу ӑна васкасах тепӗр ҫӗмрен тыттарчӗ.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗкеҫ кӗрсе лараччен, Силемпипе нумайччен Пӑшӑлтатса пуплерӗ: «Ҫуран кая юл», терӗ, Алтутрине тыттарчӗ, Икӗ тӗвӗ тӗвлерӗ, Куҫне хупса, хӗрелсе, Пӗр ӗҫ хушрӗ именсе: «Йӗршшӳ ҫинчи кӗперпе Утаман уль каҫмалла, Тыттар икӗ тӗвӗпе Алтутрине ытарла.

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапла сӑмах пӗтерчӗ, Патша аллине чуп турӗ, Урипеле шӑлт! турӗ, Унтан парне тыттарчӗ.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Ме, — тыттарчӗ ӑна Кӗтерук хаҫатпа чӗркенӗ кукӑль сӑмсине.

Помоги переводом

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

— Ирех канашлӑва тухса кайрӗ те… — арӑм сумкинчен пӗр ывӑҫ кӑранташ кӑларса мана тыттарчӗ.

Помоги переводом

Шанчӑклӑ мел // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 52–54 с.

Мана курчӗ те ҫак инке: «Эй, улмисем сан пекех!» — тесе мана улма тыттарчӗ.

Помоги переводом

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗрре мана аппа уҫнӑ аш консерви тыттарчӗ те, туратпа паллӑ тунӑ тӗле, хупахпа витсе курӑк ӑшне лартма хушрӗ.

Помоги переводом

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Выҫӑ виличчен ҫисе вил, — тесе мана тиркӗпе кукӑль тыттарчӗ те кӑмака хыҫне лартрӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анук аппа укҫа тыттарчӗ те мулла арӑмне, эпир тухса кайрӑмӑр.

Помоги переводом

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Тепӗр арҫынӗ, ҫуткамскер,типӗтнӗ шерӗх пулӑ пек хытканскер, ҫинҫе питлӗскер, сысна курӑкӗ куҫлӑскер, «чӗртмен» мухмӑр еплерех инкеке ҫаврӑнма пултарнине чӗрӗ тӗслӗхпе ҫирӗплетсе пама пикенчӗ (те чике тӑршшӗ тыттарчӗ?).

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней