Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

таврӑнаймарӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлташӑмсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вилсе пӗтрӗҫ, Гальчихӑна хам янӑ разведка партийӗ таврӑнаймарӗ.

Все мои товарищи погибли один за другим, а разведывательная партия, которую я послал в Гальчиху, не вернулась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл чылайччен таврӑнаймарӗ.

Его долго не было.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Улттӑрах хӑй патне таврӑнаймарӗ вӑл, вунпӗрелле ҫеҫ, Петя патне те кӗмен иккен, «Асторие» каҫхи апат тума халех хӑй патне пыма хушрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫаплах кун каҫа апатланайман, шуйттанла выҫса ҫитнӗ, пӗччен ҫиесси вара кичем ӗҫ иккен.

Он вернулся не к шести, а к одиннадцати и не к Пете, а в «Асторию» и потребовал, чтобы мы немедленно приехали к нему ужинать, потому что он так и не обедал и голоден, как дьявол, а есть одному ему скучно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пичче манӑн, Микулай, таврӑнаймарӗ вӑрҫӑран, эсӗ хӑть, Коля, сывӑ юлтӑн, вӑхӑт ҫитсен службӑна татса килӗн, — терӗ Укахви, аран-аран тӑрса ларса.

- Мой брат, Николай, с войны не вернулся, хоть ты, Коля, остался в живых, со временем отслужив вернешься, - сказала Агафья, еле-еле приподнявшись.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Аттене часах больницӑна илсе кайрӗҫ — вӑл унтан таврӑнаймарӗ.

Отца вскоре увезли в больницу - он оттуда не вернулся.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫав кунран килне текех таврӑнаймарӗ ача.

С этого дня ребенок больше не смог вернуться домой.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней