Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та эпир ҫав шӑв-шавра пӗр кӑвакал чӗппин сасси раснах уйрӑм пулнине илтрӗмӗр.И все-таки в этой кутерьме мы расслышали отдельно голос одного утенка.
«Хайлавҫӑ» // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 10–14 с.
— Паллах, — асӑрхаттарчӗ Николай Петрович, — эсӗ кунта ҫуралнӑ, сана кунта пурте темӗнле раснах хаклӑ пек туйӑнмалла.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Тен, ку йӑлтах пуш сӑмах кӑна, — ҫапах ман пуҫа тепӗр чух тӗлӗнмелле шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, раснах ыйӑх килмен вӑхӑтра, тул ҫутӑлас умӗн, тӳпе кӗреннӗн те сенкеррӗн курӑннӑ чух.
XI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ сире раснах никам ҫине те ан шанӑр, хӑвӑрӑн вӑй ҫитнине пурне те хӑвӑр ҫине илӗр ҫеҫ тесшӗнччӗ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мана Приреченски район раснах хытӑ туртать.
22 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Роман шавлама юратнӑ, халӑх куҫ умӗнче ыррӑн курӑнма тӑрӑшнӑ пек туйӑннӑ, пысӑк ӗҫ укҫипе те, таҫта алран туяннӑ, ҫавӑнпа хӑй раснах пысӑка хурса хакланӑ сайра тӗл пулакан япаласемпе мухтаннӑ.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Шифера, цемента тата раснах хӗҫ тимӗре выльӑх-чӗрлӗх фермисем тунӑ ҫӗре ямаҫҫӗ, райцентрти ҫынсене ҫурт лартма ӑсатаҫҫӗ…
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Раснах стариксем хытӑ кӳреннӗ — колхоз пулнӑранпах колхозра ӗҫленӗ, халӗ акӑ хуть вилсе вырт — ҫӑкӑр та памасть, вутӑ та, нимӗн те ҫук, теҫҫӗ…
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫынсем пурне те асӑрхаҫҫӗ, раснах пысӑк вырӑнтисенне.
9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тепӗр тесен, ун хӗрӳлӗхӗнчен никам та раснах тӗлӗнмен — хӑйне пӗр вӑл анчах ҫапла тыткаламан.Да никто особо и не дивился его горячности — не один он вел себя так.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Бахарьтен раснах сыхлан, пит ҫывӑха пынӑ ан пул, тапса вӗлерет, — терӗ вӑл, йӗнер йӑранинчен тытса тата урисене улӑштарса тӑракан кӗсрен нӑкӑ-нӑкӑ йӑмӑх хура ҫиллине киленчӗклӗн хыпашласа.
II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Адъютант, раснах ачаш пӑхса усракан кача пӳрнине чарӑлтарса, кӗсйинчен сӑмса тутри туртса кӑларчӗ, анчах сӑмсине шӑнкарма ӗлкӗреймерӗ.Адъютант достал платок, изящно топыря холеный мизинец, но высморкаться не успел.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ӑна, пуринчен те вӑрӑмскерне, тыткӑна лекнисем раснах аптӑратса ҫитерме пуҫларӗҫ.Как самого приметного по росту, его особенно осаждали пленные.
XXV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫавӑнпа та вӗҫем ҫирӗп фронт линийӗ тӑвасси ҫинчен шухӑшламастчӗҫ, пирӗн ҫарсем раснах хытӑ тӑрса хӑйсен ҫулне пӳлсен ҫеҫ, хӑш-пӗр чухне, ирӗксӗртен тенӗ пек кӑна тӑпра алтса кӗре-кӗре ларатчӗҫ.
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫапӑҫу хыҫҫӑн Андрей хӑй раснах йывӑрланса ҫитнине туйнӑ-мӗн.
VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Казаксем ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те, ҫак минутра раснах пысӑк япалана пӗлтерекен ӗҫе асӑрхасшӑн мар пулса, васкаса пуҫӗсене пӑрчӗҫ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл вӗҫкӗнленсе хӑяккӑн ларнинче, аллине выляткаласа, лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапкаласа пынинче, раснах тата унӑн йӗри-тавралла мӑнкӑмӑллӑн, кӑшт хӗсерех пӑхакан йӑлтӑркка хура куҫӗсенче — хӑй вӑйлине лайӑх туйни тата ҫамрӑклӑхӑн хӑйне хӑй шанса тӑрас йӑли палӑрать.
XXXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Паллах, кун пек япала нумая пыма пултарайман; вилӗм ҫывхарнӑҫемӗн Крюкова ҫине-ҫинех ыйтса пӗле пуҫланӑ пулӗччӗ; е унӑн чӑнлӑха пӗлме уйрӑм сӑлтав пур тесе каланӑ пулӗччӗ вӑл, е Лопуховпа Вера Павловна вӑл ыйта-ыйта пӗлнинче темӗнле раснах кирлӗ япала пулнине туйса илнӗ пулӗччӗҫ, вара икӗ-виҫӗ эрнерен е, тен; тепӗр темиҫе кунтан ӗҫ кӑшт маларах мӗнле пӗтнӗ, ҫавӑн пекех пӗтнӗ пулӗччӗ, — ун чухне Кирсанов мастерскоя Крюкова кӗтмен ҫӗртен пырса тухнӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кусен те, лешсен те ӗҫӗсем пӗрмаях лайӑхланса пычӗҫ, ҫавӑнпа та калас пулать: ҫак вӑхӑтлӑха пулнӑ ҫепӗҫлӗх: — пӗрисем чӑтни, теприсем килӗшменни — раснах чаплӑ ӗҫ пулман тесе калас пулать.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫын саншӑн раснах мӗн те пулин туни ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсӗ хӑвна урӑхларах тыткалатӑн.Когда думаешь, что чем-нибудь особенным обязан человеку, отношения к нему уже несколько натянуты.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.