Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пуҫра ун — пач урӑххи, чӗрӗ йывӑҫах тапӑннӑ шӗкӗ евӗр чуна та, пуҫа та ҫине тӑрсах кӗшӗклекенни пур: «Мӗн тумалла малашне? Епле пулмалла?»
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
— А тӑванӑм, ман пуҫра хамӑн ӑслӑ шухӑш пайтах.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
— Мучи, юмах каласа пар-ха, — тесен, кашнинчех пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑрать, вара: «Юмах?» — тесе ыйтать те, ахӑртнех, пуҫра мӗн пуррине каллӗ-маллӗ ҫавӑрма тытӑнать.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
— Пуҫра — хӗрлӗ хӑюпа илемлетнӗ сӑрӑ папаха, ҫире — салтак шинелӗ, алӑра — йӑлтӑртатса тӑракан ҫинҫе те авӑнчӑк хӗҫ…
Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Ялава та ҫитсӑранах тунӑ, — вӗлтлетсе илчӗ ҫав самантра ман пуҫра.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫапах та вӑл вӑхӑтра ман пуҫра Нина Васильевна пулмарӗ.
V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ман пуҫра пысӑк плансем пур.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Ҫавӑн пек шухӑшсем те пулчӗҫ ман пуҫра.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
«Мӗн пур хуйха-суйха пуҫра тытсан, тухма пулать иккен тӑр ухмаха» — тесе йӑпатать вӑл хӑйне хӑй.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пуҫра шухӑш: Актай пӗрремӗш урок хыҫҫӑн тарнӑ.
3 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ашшӗ, амӑшӗ, Улька, Ҫӗпритун, ҫарти ывӑлӗсем, паянхи Эрхип — пурте, пурте пӑтрашӑнчӗҫ пуҫра.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Хӗр шухӑшӗ-им ман пуҫра?! — такама ҫилленнӗ пек, лашине тилхепе вӗҫӗпе туртса ҫапрӗ те Эрхип, шыв пичӗкисем шӑмпӑртатса сиккеле пуҫларӗҫ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пуҫра каҫ ӗҫнин йӗрӗ те юлман.
XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ющенко текенни тата мӗне пула ҫиллентернӗ ку спортсмена? — ҫапла ыйтусем хӗвӗшрӗҫ пуҫра.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Манӑн пӗчӗк пуҫра ҫавӑн пек ҫӑлтӑрланса хӗм сапакан шухӑш ярӑмӗсем ҫуралатчӗҫ ун чухне.
Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.
Пуҫра пӗр вӗҫӗм шухӑш ҫаврӑнать:
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Пӗр самантлӑха ман пуҫра: «Кирлӗ мар япала тумастӑп-ши?» — текен шухӑш та ҫуралчӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Пуҫра хӑрушӑ шухӑш явӑнать:
Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.
Кӑштахран, Шурешкин капитан алӑран пырса тытсан ҫеҫ, тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ пек туйма тытӑнчӗ, хӑлхара шавлама-янрама чарӑнчӗ, тӑнлавра та пуҫра ҫемҫелчӗ-ҫӑмӑлланчӗ, куҫ хупаххисем, ҫӑпан тухса ларнӑн йывӑрланнӑскерсем, аран-аран уҫӑлчӗҫ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.
«Ӑҫталла уттарӗҫ-ши мана тата мӗншӗн пӗччен ҫеҫ-ха эпӗ?» — вӗлтлетсе иртрӗ пуҫра ыйту.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.