Поиск
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш класри пек пӗр-пӗринпе тытмалла выляймӑн ӗнтӗ, пуҫра та шухӑшсӑр шухӑ ҫил ачисем ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, алпастӑланса ҫӳреме пӑрахнӑ, унта аслисен чӑн пурнӑҫ «пуҫватмӑшӗсем», ӗҫӗ-хӗлӗ, тӗллевӗ-ӗмӗчӗ сӑмсаланасшӑн, тӗвӗленесшӗн, тымарланасшӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пӗр сӑнар хускатни темиҫе ҫывӑх япала сӑнарӗсене пуҫра автоматикӑлла хускатать.
Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294
«Мустаев пире иккӗмӗш хут тӗлпултарать вӗт», – вӗлтлетрӗҫ пуҫра шухӑшсем.
Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast
Апачӗ темшӗн ытти чухнехи пек анмарӗ: те пуҫра тӗрлӗрен шухӑшсем ҫаврӑннӑран, те тата ытти сӑлтавсене пула.
V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
«Мӗн тӑвӑн: вӑрҫа!» — вӗҫсе илет пуҫра яланхи йӑлӑхтармӑш шухӑш.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Хӑйӗн вара виҫӗ ҫул ӗҫлесе татсанах кунтан каяс текен шухӑш та пуҫра пулнӑ.
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Астӑватӑн-и, Сергей Петрович, эпир иксӗмӗр, уйрӑлнӑ чухне ман пуҫра пӗр шур пӗрчӗ ҫукчӗ.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Пайтах шухӑшчӗ пуҫра каҫхине, йӑлтах Аньӑна уҫса парасшӑнччӗ вӑл.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Пин-пин шухӑшчӗ пуҫра, анчах нихӑшӗ те йӗркеленсе ҫитейменччӗ, сапаланчӑкчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.
Икӗ шухӑш вылятчӗ пуҫра: е урӑх темӑпа ҫырас, е йӑлтах пӑрахса каяс.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Пуҫра темӗн тӗрлӗ шухӑш хӗвӗшрӗ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.
Ытти чух салтак юрри ӗнӗрлеме те тытӑнмалла, халь пуҫра ним те пӑтранмасть, ӑшра кӑна лайӑх та ырӑ.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Симӗс пустав витнӗ кӗрӗк пасарӗпе те ман кӑкаччӗ, пуҫра ярапаллӑ пысӑк шаль тутӑрччӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Аманнӑ», — вӗҫрӗ пуҫра шухӑш.
10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пирӗн вӑл-ку шухӑш мар-ха пуҫра.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тепӗр шухӑш, хӑравҫӑ ҫын шухӑшӗ те пулчӗ пуҫра:
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пуҫра ҫиҫӗм-шухӑшсем йӑлт та ялт ҫиҫсе иртрӗҫ, мӑрса ҫак намӑсран хӑтӑлма ҫӑлӑнӑҫ шырарӗ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хам пурӑнакан ҫурта, атте ҫуртне патӑм, — амаланчӗ пуҫра шухӑш.
14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
«Тепӗр тарҫине кама илет-ши? — вӗҫет пуҫра шухӑш.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Иливан ирхи сулхӑнпа картиш шӑлать, пуҫра пӗр шухӑш — Сарье.
9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.