Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пуҫламан (тĕпĕ: пуҫла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Манӑн аманнӑ пӗҫӗ шӑмми ҫӗре пуҫламан пулсан, эпӗ те Шупашкара таврӑнас ҫукчӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чӗмсӗртерех Пикментей, кунта пуринчен те аслӑраххи, хӑйӗн хутаҫҫинчен пуҫламан пӗчӗк шӑрттан туртса кӑларчӗ те ӑна вакласа пӗрер татӑк валеҫсе пачӗ.

Помоги переводом

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑр, тепӗр чашӑк кӑмпа, какай тата ытти ҫимелли кӑларса хучӗ, юлашкинчен пысӑк чӗреспе максӑма лартрӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ, — терӗ Эльгеев, икӗ француз булкипе пуҫламан сыр катрамне кӑтартса.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кучченеҫ пекки пултӑр тесе, Михалапа кинӗ валли пуҫламан шӑрттан, Павлуша хӑйне валли — сар ҫу, ҫӑмарта, пыл тата пӗчӗк хутаҫ мӑйӑр — шӑп пӗр карҫинкка тултарса панӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш шутлайманнине Тимуш туххӑмра шутласа панӑ, уншӑн Павлуш пит пархатарлӑ пулнӑ: ӑна пысӑк тетрадь тата пуҫламан кӑранташ парнеленӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кукамӑшӗ пуҫламан ҫавра ҫӑкӑра илсе хӗрес хыврӗ, «перекетлӗ пултар», терӗ майӗпен, Эверккине илтӗни-илтӗнми, вара, ҫӑкӑра кӑкӑр умне тытса, темиҫе чӗлӗ касса сӗтел ҫине хучӗ, ҫемҫине пӗр татӑк хуҫса илсе ҫӑварӗ патне илсе пычӗ.

Помоги переводом

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен юлакан бутербродсене кӑмӑлласах ҫиетчӗ, шкулра паракан ирхи апат ҫумне хушмашкӑн кӳршӗри лавкаран пуҫламан кулаҫ илсе килетчӗ, хӑйӗн нимӗнле айӑпне туймасан та, класс наставникӗ ҫывхара пуҫласанах хӑраса лӑпланса ларатчӗ.

Он охотно доедал бутерброды, оставшиеся у товарищей, бегал в соседнюю лавочку покупать сайки к училищному завтраку и, не чувствуя за собой никакой вины, испуганно затихал при приближении классного наставника.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Теплерен пӗрре тӑлӑх арӑм пек хура тутӑр ҫыхнӑ чӗмсӗр хӗрарӑм калинккерен ним сасӑсӑр йӑпшӑнса кӗчӗ те пуҫламан ҫӑкӑр е улӑштарса тӑхӑнма таса кӗпе-йӗм парса хӑварчӗ.

Иногда в калитку бесшумно проскальзывала молчаливая женщина в черном вдовьем платке, привозившая то каравай хлеба, то смену белья.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Михӗрен вӑл пуҫламан ҫӑкӑр, пӗр кӗленче тип ҫу, пӗр ҫыхӑ симӗс суханпа темиҫе хӑяр кӑларчӗ.

Он вынул из мешка каравай хлеба, бутылку постного масла, связку зеленого лука и несколько огурцов.

7 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ку ҫапӑҫӑва эпир пуҫламан! — терӗҫ те пур енчен чупса килнӗ каччӑсем тӳрех ҫапӑҫӑва хутшӑнчӗҫ.

— Не мы начали эту драку! — кричали парни, сбегаясь со всех сторон и бросаясь в кучу дерущихся.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах эпир ӑна чаплӑ апата тиркенӗрен тума пуҫламан.

Но не ради роскоши или прихоти мы занялись этим делом.

Ковпакпа тӗл пулнисем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Пӗлетӗп, ирсӗррӗн хӑтланаҫҫӗ халӗ ҫӗр ҫинче: кашни хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлать — унӑн ҫеҫ тырӑ капанӗсем, лаша кӗтӗвӗсем пулччӑр, нӳхрепсенче пуҫламан пыл чӗресӗсем ларччӑр.

Знаю, подло завелось теперь на земле нашей; думают только, чтобы при них были хлебные стоги, скирды да конные табуны их, да были бы целы в погребах запечатанные меды их.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Ашшӗ пекех васкама пуҫламан пулӗччӗ вӑл.

Навряд ли заторопился бы он, как отец.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Шкула та кайма пуҫламан.

Ещё в школу не ходил…

Иккӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Хӑй стаканӗнчи чее борт хыҫнелле сапса ҫӗнӗрен тултарчӗ, ман ума пуҫламан французски булка, пысӑк кӑлпасси татӑкки хучӗ.

Выплеснув за борт чай из своего стакана, налил свежего, подвинул мне непочатую французскую булку, большой кусок колбасы.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Летичевецсемпе недичевецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чухне вӗсем темиҫе пуҫламан ҫӑкӑр, кӑштах консервсем туртса илнӗччӗ — ҫавӑ ҫеҫ.

Несколько буханок хлеба и небольшой запас консервов, захваченных в бою с лётичевцами и недичевцами — только и всего.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Кӑшт вӑхӑт иртсен хуҫа арӑмӗ хӗрӗпе пӗрле шаритленӗ сысна ашне каса-каса хунӑ икӗ пысӑк тимӗр ҫатма, пуҫламан виҫӗ тулӑ ҫӑкӑрӗ илсе пычӗ.

Вскоре хозяйка с дочерью внесли две большие медные посудины, в которых лежала нарезанная свинина и три целых пшеничных хлеба.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Тата пӗр пуҫламан обойма.

— Еще одна неначатая обойма!

7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тусӗсемпе куллен йӗплӗ хулӑ ҫырли пухать, хӑй ялан будка патӗнче явӑнса ҫӳрет, Ильсеяра илӗртме хӑтланать, ӑна ландринпа сӑйлать, пӗррехинче тата вӗсем валли килӗнчен пуҫламан ҫӑкӑр йӑтса килчӗ.

Собирала с подругами ягоды шиповника да все возле будки вертелась, пыталась задобрить Ильсеяр, угощала ее ландрином, даже целый каравай хлеба принесла им как-то из дома.

XII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней