Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫарттарма (тĕпĕ: каҫарттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Анчах эсир килсен эпӗ сирӗн пата ҫылӑхсене каҫарттарма пыма пултаратӑп вӗт?

— Но когда вы вернетесь, вы ведь разрешите мне прийти к вам на исповедь?

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Астӑватӑр пӳлӗ, эпӗ ҫылӑх каҫарттарма пыраймарӑм?

Помните, я не мог прийти к исповеди?

I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

— Герр Юстус, — тенӗ адмирал — халӗ айӑпӑра каҫарттарма май килсе тухрӗ.

— Герр Юстус, — сказал адмирал, — вот вам возможность искупить свою вину.

Тӑшман таппа лекнӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Ку тӗлӗшпе ӑна-кӑна чухлакан ҫынсем унӑн тӗлӗнмелле хӑватне тӗп-тӗрӗсех тӗпчесе пӗлнӗ: ҫав турӑш праҫникӗ кунне кам ун патне ҫурран утса килет — «ҫирӗм кунлӑх ҫылӑхне каҫарттарма» пултарать, е, урӑхла каласан, ҫирӗм кун хушшинче вӑл мӗнле усал ӗҫсем тунӑ, леш тӗнчере весӗм пурте каҫарӑнма тивӗҫ.

Знатоки дела определили с полною точностью ее чудодейственную силу: всякий, кто приходил к иконе в день ее праздника пешком, пользовался «двадцатью днями отпущения», то есть все его беззакония, совершенные в течение двадцати дней, должны были идти на том свете насмарку.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Хӑйӗн айӑпне каҫарттарма Валентина май килнине пурне те турӗ.

Валентина сделала все возможное, чтобы загладить свою вину.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Каласан та, ара, эсӗ хӑвӑн ҫылӑхусене каҫарттарма шутланӑ тесе ӗненме пултараймастӑп-ҫке эпӗ! —

Не могу же я в самом деле поверить, что ты решил исповедоваться ему в своих грехах!

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Ӑҫтан каҫарттарма пултарӗ вӑл вӗсене, хӑй те ҫавӑн пекех йӗксӗк пулсан, ун пекки хальччен тӗнчере пулман.

Да где ему замолить их, когда он и сам плут, каких еще свет не видывал!

Хӑйне евӗрлӗ перепиҫ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ хама каҫарттарма шутламастӑп.

Во всяком случае я не намерен себя оправдывать.

XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эсир ӑна хӑвӑрӑн вӑрҫӑри паттӑр ӗҫсемпе тата лӑпкӑ Дона чӗререн парӑнса хӳтӗленипе каҫарттарма тивӗҫлӗ, ӑнланмалла-и?

Вы должны искупить его своими подвигами и безупречным служением тихому Дону, понятно?

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпир командовани ӗҫне хамӑр ҫине илетпӗр те хамӑр Хӗрлӗ Ҫар ретӗнче тӑрса мӑшкӑл тунине чыслӑн каҫарттарма мӗнле пулсан та май тупатпӑрах.

Мы возьмем на себя командование и сумеем с честью смыть с себя позор нашего пребывания в рядах Красной Армии.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарья хӑйне чӑрсӑррӑн тыткаласа кулчӗ, сехри хӑпнӑ Пантелей Прокофьевич, хӑйма варринче тытнӑ кушак аҫи евӗр, шӑп та лӑп пӗр эрне шикленӳллӗн именсе ҫӳрерӗ; карчӑкне вӑл пулни-иртни ҫинчен шӑпӑрт та шарламарӗ, чиркӗве ҫылӑх каҫарттарма кайсан та, ҫав пӑтӑрмахлӑ ӗҫпе ун хыҫҫӑн хӑйӗн пуҫне пырса кӗнӗ ҫылӑхлӑ шухӑшӗсем ҫинчен Виссарион пупран пурне те пытарчӗ.

Дарья после торжествующе посмеивалась, а старик целую неделю ходил смущенный, растерянный, будто нашкодивший кот; старухе он не сказал о случившемся и даже на исповеди утаил от отца Виссариона и случай этот и греховные свои мысли после него.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Каяс умӗн тусӗсемпе тӑванӗсем ҫеҫ мар, сивӗ чунлӑ ҫынсем ҫеҫ те мар, халиччен кӑмӑла кайман, хӑйне ырӑ сунман ҫынсем те — пурте ӑна сасартӑк хытӑрах юратма, вӑл ӳкӗннӗ е вилӗм умӗнче чухнехи пек пухӑнса пур ҫылӑхӗсене те каҫарттарма пӗр канаш тунӑ пек туйӑнчӗ.

Перед отъездом не только друзья, родные, не только равнодушные, но несимпатичные, недоброжелательные люди, все как будто вдруг сговорились сильнее полюбить его, простить, как пред исповедью или смертью.

II // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Хӑшӗсем ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ; салтак ӑна яра кунах ҫиет, иртен пуҫласа каҫченех, тата кирек кӑна мӗнле лару-тӑрура та; тӗрӗслевсенче, маневрсем вӑхӑтӗнчи тӑхтавсенче, чиркӳре, ҫылӑх каҫарттарма пырсан, мӗн унта, ҫарамаслантарса ҫаптарас умӗн те.

Некоторые ели хлеб, который солдаты едят весь день, с утра до вечера, и при всех обстоятельствах: на смотрах, на привалах во время маневров, в церкви перед исповедью и даже перед телесным наказанием.

XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

— Анчах, — терӗ вӑл, — эсир мана пиратсенчен хамӑн карапа каялла туртса илме пулӑшсан, утрав пуҫлӑхӗ, хӑвӑр ирӗкӗрпе ырӑ ӗҫ тунине шута илсе, сире айӑпран каҫарттарма тӑрӑшӗ.

— Но, — прибавил он, — если вы поможете мне отобрать у пиратов мой корабль, тогда начальник острова, принимая во внимание, что вы добровольно послужили правому делу, постарается испросить вам прощение.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тахҫан вӑл, чӑн та, ҫар пуҫӗ пулнӑ тесе те калаҫкалатчӗҫ, анчах хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарма мӑнастире килнӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ.

Поговаривали, впрочем, что когда-то он действительно был воеводой, но потом ушел в монастырь на покаяние…

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗррехинче ҫапла, типӗ уйӑхӗ умӗн, Марко хӑйӗн ывӑлне чиркӗве кайса ҫылӑх каҫарттарма хушрӗ.

Однажды, великим постом, Киро должен был причащаться, и Марко приказал ему пойти на исповедь.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫылӑх каҫарттарма пупа чӗнсе пычӗҫ, пупа та вӑл нимӗн те каламарӗ.

Призвали попа исповедовать его, и попу он ничего не сказал.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫылӑх каҫарттарма кайсан, пӗррехинче, ҫакна пуп хура тутӑрпа витсе хурать те ыйтать пулать (ку ӗҫ аслӑ типӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ, ҫиччӗмӗш эрнереччӗ пулас): «Вӑрлакалатӑн-и, ачам?» — тет.

На исповеди накрыл его черным платком, спрашивает (в великий пост было дело, на семой, никак, неделе): «Воруешь, чадо?»

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫур кӗрепенкке кӑмпа — пилӗкҫӗр тенкӗ; синька — ҫӗр аллӑ; чӗкӗнтӗр — ҫӗр аллӑ; пӗр курка сӗт — ҫӗр аллӑ; асӑнма — ҫичҫӗр утмӑл тенкӗ; виҫӗ ҫӑмарта — виҫҫӗр тенкӗ; каҫарттарма — пилӗкҫӗр тенкӗ тенисене эпӗ лайӑхах илтетӗп.

грибы полфунта пятьсот рублей; синька — полтораста; свекла — полтораста; молоко кружка — полтораста; поминанье — семьсот шестьдесят рублей; яйца три штуки — триста рублей; исповедь — пятьсот рублей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эсир кунта ҫылӑх каҫарттарма килмен-ҫке, ҫавна ан манӑр…

— Вы здесь не для того, чтоб исповедовать, позвольте вам заметить…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней